Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.10 Юрла, салтак, килỹ çинчен юрла…

 

10.04.2010
"Елчек ен"
А.МИХЕЕВА. Энтепе ялĕ.
Кивĕ Арланкасси ялĕнчи Лисицынсем мĕн ĕлĕкех ялти чи сумлă, ĕçчен те йĕркеллĕ çынсем пулнă. Лисицын Хрисан ялта тĕреклĕ пурăнакансенчен пĕри шутланнă. Икĕ хутлă йывăç çурт, карта тулли выльăх-чĕрлĕх, утар, арман пулнă ĕçлеме ỹркенмен çыннăн. Çемьере 5 ывăл çитĕннĕрен, çĕр лаптăкĕ те пысăк пулнă унăн. Унăн ывăлĕсем Çинави, Элек-çей, Клементи, Панти, Йăван пĕринчен тепри маттур та ĕçчен ỹснĕ. Аслисем уйрăлса тухса çемье çавăрнă. Элекçей тĕпе юлнă. Телейлĕ пурнăçа вăрçă татассине шутлама та пултарайман ун чухне. Тăванĕсем, ял-йыш Хрисанăн 5 ывăлне те вăрçа ăсатнă. 4 ывăлĕ, Элекçейсĕр пуçне, хаяр вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Çак хуйха амăшĕн чĕри епле чăтнă-ши? Яла çĕнтерỹпе таврăннă Алексей Хрисанович Лисицын та пирĕнпе тахçанах çук ĕнтĕ. Вăл 1903-1988 çулсенче пурăннă. Хăй ĕмĕрĕнче тем те курнă: репрессин çивĕч çави те хĕрхенмен ăна, çурт-йĕрсĕр юлнă, ялтан кăларса ярсан та тăван ялне таврăннă, кăкăр тулли орден-медальлĕ çĕнтерỹçĕ-салтак колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. 6 ача пăхса çитĕнтернĕ мăшăрĕпе _ Анастасия Афанасьевна Лисицынăпа. Вăл каласа панисем халĕ те асра. Вĕсене эпĕ шурă хут çине куçартăм. Тăван кĕтес, çуралнă ял, çемье. Вăрçăра чухне те пĕр самант та асран тухмаççĕ-çке. Элекçей ушкăнран кăштах пăрăнса пĕр тунката çине вырнаçрĕ. Вăрăмах мар пурнăç çулĕн хыçа юлнă, чĕрине ыраттарса тăракан кунĕсем аса килчĕç. 30-мĕш çулсем... Ялта колхоз тăваççĕ. Элекçей çемйи тĕреклĕ пурăнать. Икĕ хутлă йывăç çурт, арман, карта тулли выльăх-чĕрлĕх, утар... Часах çемье йыш хушмалла. Элекçей арăмĕ, Наçтаç, виççĕмĕш ача кĕтет. Арçинипе Çерук сывлăхпа чупаççĕ-ха. Тата мĕн кирлĕ телейлĕ çемьене? Ăна саланма ним чухлĕ те вăхăт кирлĕ мар иккен. Кĕске вăхăтрах икĕ хутлă çуртне, выльăх-чĕрлĕхне, утарне, арманне _ пурне те колхоза илчĕç. Çемйине вара выльăхсене хăваланă пек урама кăларса ячĕç. Элекçей Улатăр тĕрминче ларчĕ. Нумаях тытмарĕç. Кăларчĕç. Яла, çемьене пăрахса Мускав хулинче метро тунă çĕрте ĕçлеме тиврĕ Элекçейĕн. Унта та çемйи пĕрре те асран тухмарĕ, мĕн пуррине йăлтах ачисем валли ярса пачĕ. Ячĕшĕн нихăçан та ĕçлемен Элекçей. Мускавра та "ударник" ята тивĕçрĕ вăл. Шăлна çырт та чăт _ унсăрăн юрамасть. ...Анне, ма пĕçертĕн вир пăтти Самай сар çу пĕтнĕ те вăхăтра. Анне, ма çуратса ỹстертĕн Самай телей пĕтнĕ те вăхăтра... Ял урамĕ тăрăх салтак юрри юрлани, укăлча вĕçне пĕтĕм ял ăсатма тухни асрах. Вăрçа кайма пуçтарăннă арçынсем çем-йисемпе сыв пуллашаççĕ. Йĕрекенни те пур. Пĕр куççуль те кăлармарĕ ун чухне Элекçей. "Йĕмелле мар, йĕрсе вăрçа каякан таврăнаймасть теççĕ", _ тенĕччĕ ăна амăшĕ пĕррехинче. Мĕнле йывăр пулсан та чăтрĕ, шăлне çыртрĕ Элекçей аллине сулнă май. Мĕн тăвăн? Вăрçă. Арçын шăпи çапла. Ăна çак çутă тĕнчене килсенех салтака юрăхлă пултăр тенĕ-çке. Хаяр вăрçă вăй питти арçынсене пурне те çемйисенчен уйăрчĕ, тĕрлĕ çĕре сапаларĕ. Çинави, Клементи, Панти, Иван шăллăмсем _ халь ĕнтĕ пĕри те çук вĕсем. Пурте вăрçăра вилчĕç... Пырне тем капланчĕ. Тем пек чунне хытарас тесен те куççулĕ пит çăмарти тăрăх йăр-р! юхса анчĕ. Элекçей пĕрре хăй пурнăçĕнчи инкексем пулнăран, тепре пиччĕшпе шăллĕсем пурте вилнĕрен тарăхса ларчĕ: "Пĕрех хут хам та вилесчĕ, мĕн ырри? Анчах ачасем пур-çке, вакă-ха вĕсем, ура çине тăратмалла вĕсене. Наçтаçа питĕ йывăр килет. Çерук, Ваççа, Ульха, Лиза, Марче... Аслă ывăл Арçини те вăрçăра. Ăçта халь вăл, мĕнле? Эх, пурнăçăм, епле çапла синкерлĕ килтĕн-ха эсĕ? Мĕншĕн нумай нуша курмалла пулчĕ ман? Çак алăсемпе тунă пурлăха та тытса илчĕç вĕт-ха. Хамăр пỹртрен хамăра хăваласа кăларчĕç, пỹрте Платун çемйине пурăнма кĕртрĕç. Колхоз турĕç. Мускавран яла çемьене курма килсен те хыççăнах ялти тỹре-шара çитетчĕ, милиципе хăратса ялтан хăвалатчĕ. Кама чăрмантартăм-ха, кама япăх турăм? _ пырне тем капланса килчĕ, пичĕ-куçĕ тарăхнипе туртăнса илчĕ. Элекçей ларнă çĕртен ура çине тăрса каллĕ-маллĕ утма пикенчĕ. _ Çĕр пỹртрен те хăваласа кăларчĕç. Лаша вити тума вырăн кирлĕ пулнă имĕш. Тăван ялта, тăван çĕр çинче пире çĕр пỹрт чавма та вырăн тупăнмарĕ-çке. Эх, Наçтаç, мĕнле-ши халь эсир унта? Мĕнле те пулсан пурăнăр, сывлăхпа тăрăр. Çапăçу хыççăн çапăçу пулчĕ, çухату çине çухату. Курск пĕккинчен чĕррĕн тухассине те шутламан. Чун тăвăннă вăхăтра пĕшкĕнмесĕрех çапăçу хирĕпе утатăп, пуля та хăратмасть мана. Çын çук _ хуйхи çук, ĕçĕ те пĕтнĕ. Çук, Турă хĕрхенчĕ пулмалла мана, Наçтук. "Пурăн, Элекçей, нумай нуша курнăшăн сана пурнăç парнелетĕп", _ терĕ пулмалла. Тỹре-шарасем çĕр пỹртре çывăракан ачасен пуçĕсем айĕнчен те минтерĕсене иле-иле тухса кайрĕç. Тытса илнĕ пурлăх пирки нимле акт та çырмарĕç вĕт. Кашăк таранччен илсе тухса кайрĕç. Вилччĕр терĕç-ши? Çапах та çав саманана чăтса ирттертĕмĕр. Халĕ тата фашист сĕмсĕрленет. Хăйне валли чура çĕршыв шырать. Çук, эпир парăнакан йышшисем мар. Çакăн чухлĕ чăтнине чура пулма килĕшместпĕрех. "Çук!" _ хыттăнах тухрĕ унăн çак сăмахĕ. Юлташĕсем илтмерĕç-ши тесе вĕсем еннелле çаврăнчĕ. Хĕвел çутипе кăкăрĕ çинчи "Хăюлăхшăн" икĕ медаль йăлтăртатса илчĕç. "Часах, Наçтаç, часах çĕнтерỹпе яла пырăп. Чĕппĕмçĕм, чĕкеçĕмçĕм, мĕн чухлĕ хуйхă тỹсмерĕн-ши эсĕ? Каçсерен сахал мар йĕтĕн пуль. Ху аса илĕвỹсене каласа пĕтериччен пĕр сăмса тутри йĕпететтĕн. Ĕçсĕр те лармарăмăр. Ирхи шуçăмпа тăрса ĕçе пикенеттĕмĕр, хĕвел ансан ĕçе вĕçлеттĕмĕр. Ачасене мĕнле те пулсан ура çине тăратасчĕ тесе тăрăшаттăмăр. Камшăн пулчĕ тăрăшни? Пăрçа улăм типĕтсе çăнăх тăваттăмăр, пашалу пĕçерсе çиеттĕмĕр. Çын патĕнче пурăнтăмăр, Мускавра 400 грамм çăкăршăн ĕçленĕ вăхăт та чĕререн тухмасть. Эх, пурнăçăм!" Аллисем чăмăртанчĕç, çамки пĕркеленчĕ Элекçейĕн. _ Лисицын! _ чĕнчĕ пĕр сасă. _ Итлетĕп, _ тăна кĕнĕн яшт! тăрса тỹрленчĕ Элекçей. _ Алексей Хрисанович Лисицын, çыру пур! _ кăшкăрчĕ сылтăм аллипе çыру сулласа почтальон. Çырăва питĕ асăрханса тытрĕ Элекçей. Юлашки вăхăтра пĕр ырă хыпар та илменрен, вăл çырăва уçма аптăраса тăчĕ. Мĕнле хыпар-ши? Ырри-ши, усалли-ши? Ялтан, çемьерен чунтан кĕтнĕ çыру. Хут листине уçса вулама пикенчĕ Элекçей. Малтанхи аса илỹсемпе хаярланнă сăнне кăштах йăл кулăллă сăн çапрĕ. Ялта аванах пурăнаççĕ иккен-ха. Япăх пулсан та начаррине çырмаççĕ ĕнтĕ вĕсем. Ялта та çăмăлах маррине аван чухлать Элекçей. Тỹсес пулать. Хĕрỹллĕ салам яраççĕ, каялла киле çаврăнса килессе кĕтеççĕ. Савăнăç куççулĕ сарăхнă хут çине ỹкрĕ те пысăк пăнчă пулса çаврака йĕр хăварчĕ. Элекçей аван марланса йĕри-тавра пăхрĕ. Фронтри юлташĕсем кашни хăй ĕçĕпе аппаланать: пĕри тĕлĕрсе ларать, тепри кĕнеке вулать, виççĕмĕшĕ вара, Элекçей пекех, çыру ăшне путнă. Ăшшăн кулать, никама та курмасть те, илтмест те. Расцветали яблони и груши, Поплыли туманы над рекой, Выходила на берег Катюша... _ янраттараççĕ кăвайт умне пуçтарăннă тепĕр ушкăнрисем. "Çунатăм пулсан хăрах куçпа кăна курса килесчĕ килтисене. Мĕнле пурăнаççĕ вĕсем унта? Çерукпа Ваççа амăшне пулăшмалăх пулнă ĕнтĕ. Ульха, Лиза, Марче çамрăкрах-ха çав. Ар-çини килте пулсан çăмăлрах пулатчĕ те. Çунатăм çук. Хам çемьене ыталаса чуна уçса юрă юрлăттăм, тăвансене курса савăнăттăм". Савăнăç мĕнне тахçанах маннă ĕнтĕ Элекçей. Пуçа килнĕ сăмахĕсем те савăнăçлисем тупăнмарĕç. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать Йĕс тỹме пек татăлса. Пирĕншĕнех камах йĕрет Атте-анне пек хурланса. "Тỹсмелле, çĕнтермелле, тăван яла, тăван çемьене, тăвансем патне çĕнтерỹпе таврăнмалла", _ куççульпе йĕпеннĕ çырăвне кĕсйине чиксе Элекçей каллех тарăн шухăша путрĕ. _ Лисицын рядовой, çыру илтĕр-и? _ шартах сиктерчĕ Элекçее командир сасси. _ Çапла, командир юлташ, çемьерен, _ яшт! тỹрленчĕ Элекçей каллех. _ Салам яраççĕ, çĕнтерỹпе киле кĕтеççĕ, _ терĕ кăштах именерех салтак. _ Кĕтекенни пулсан лайăх вара. Мана акă никам та кĕтекен çук, çемьене нимĕçсем тĕп тунă. Çапса аркатас пулать ирсĕрсене. Хака ларчĕ пире çак вăрçă. Мĕн чухлĕ çухату. Çĕнтеретпĕрех фашистсене. Çĕнтерỹ инçе мар. Çĕнтеретпĕр. Анчах вилнисене каялла тавăраймăпăр нихăçан та. Командир айккинелле пăрăнчĕ: те пĕччен пулас килнĕ-рен, те куççулĕ сăрхăнса тухнине курасран. Элекçей те пĕр хушă таврана сăнарĕ. Стройра тăракан салтаксем евĕр яштака хурăнсем хăйĕн тетĕшĕпе шăллĕсем пек тăнăн туйăнчĕç ăна: Çинави, Клементи, Панти, Иван... Нихăçан та кураймĕ вĕсене Элекçей. Тăванĕсемшĕн, вĕсен çемйисемшĕн çĕр чăтайми пысăк çухату. Яла çĕнтерỹпе таврăнса вĕсен вырăнне те ĕçлес пулать унăн. Тетĕшĕн, шăллĕсен ачисене ура çине тăратма пулăшмалла. "Хуйхă хуратать, шухăш шуратать", _ тенĕ ваттисем. Тăнлавĕсем çинчи шурă çỹç пĕрчисем хĕрĕх пĕррери Элекçее ват сăн çаптарнă. Шухăшсем, шухăшсем. Çын курмасть вĕсене, илтмест те... Шухăшпа шутланăшăнах тĕрмене хупмалла та пулсан? Паянхи ăшри шухăша саспа каласан тĕрмене хупассине лайăх пĕлет вăл. Çапла хăйпе калаçса чунне кăштах çăмăллатрĕ. Элекçей кĕсйинчи çырăвне кăларса тепĕр хут вуласа тухрĕ. Ку çыру ăна пурăнма вăй-хăват хушрĕ. Элекçей хăйĕн фронтри юлташĕсем патне кайса ларчĕ. Ним пулман пекех вĕсемпе калаçма, шỹтлеме пикенчĕ. Хăйĕн чунĕнчи вăрттăн шухăшне никама та систересшĕн пулмарĕ. Юлташсем хушшинчи калаçу çывхарса килекен çĕнтерỹ çинчен, телейлĕ пуласлăх çинчен пулчĕ...

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика