Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.07 Аслă Çĕнтерỹ кунĕ асра юлтăр

 

07.04.2010
"Елчек ен"
 Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркеленĕ комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна комисси председателĕ, район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ертсе пычĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Е.Михайлова район центрне тирпей-илем кĕртесси, Аслă Çĕнтерĕве халалланă баннерсем вырнаçтарасси пирки чарăнса тăчĕ. Елчĕкре вĕсене тĕп урамсене вырнаçтараççĕ. Çакăн пек баннерсем кашни ялтах пулмалла. Район пуçлăхĕн çумĕ çак ĕçе вăраха ямасăр, ака уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче вĕçлемеллине палăртрĕ. Районти тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ Л.Капламова вăрçă ветеранĕсен, салтак арăмĕсен сывлăхĕсене тĕрĕслени çинчен каласа пачĕ. Диспансеризаци витĕр 87 вăрçă ветеранĕ, 219 салтак арăмĕ тухнă. Тĕп больницăна килсе çỹрейменнисен сывлăхне вырăна тухса тĕрĕсленĕ. Районти тĕп больницăра вĕсене сиплеме ятарласа икĕ палата уйăрнă. Район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова Аслă Çĕнтерỹ кунне уявламалли мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Ку енĕпе комисси членĕсен сĕнỹсем пулчĕç. Комисси председателĕ Л.Левый уяв мероприятийĕсен планне çĕнĕлĕхсем кĕртме, ăна черетлĕ ларура татăклăн çирĕплетме сĕнчĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем ялсенче çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Елчĕкре çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртеççĕ. Ларура Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм ял тăрăхĕсен ертỹçисем Л.Кошкин, В.Власов, Л.Павлова ялсенчи палăксемпе обелисксене юсас, вăрçă ветеранĕсене, салтак арăмĕсене пулăшу парас, уява йĕркелесе ирттерес ĕçсем çинчен каласа пачĕç.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика