Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.07 "Çавра сĕтел" ветерансене пуçтарчĕ

"Çавра сĕтел" ветерансене пуçтарчĕ

07.04.2010
"Елчек ен"
В.ЩЕРБАКОВ, ветерансен канашĕн ертỹçи. Тăрмăш ялĕ.
Хĕрлĕçыр тата Тăрмăш ялĕсенче пурăнакан вăрçă ветеранĕсем, вăрçă инваличĕсен тата ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ çынсем тата вăрçă вăхăтĕнче колхозра активлă ĕçленĕ "вăрçă ачисем" Хĕрлĕçырти культура çуртĕнчи тĕслĕхлĕ библиотекăра "çавра сĕтел" хушшинче пуçтарăнса "Сирĕн паттăрлăха халăх манмĕ ĕмĕрне" темăпа тĕл пулу ирттерчĕç. Вăрçăра пулеметчик пулса çапăçнă, йывăр аманнă П.Андрианов, радиотелеграфист пулса çапăçнă П.Михайлов вăрçă хирĕнче пулса иртнĕ ĕмĕр асран тухман самантсене аса илчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленĕ Е.Никитина хăй хамăр районти Аслă Елчĕкпе Патреккел ялĕсем çывăхĕнче торф кăларни, Улатăр çывăхĕнче тата Свердловск облаçĕнче виçĕ çула яхăн вăрман касни тата Свердловскран пĕр уйăх та 14 кун хушши çуран утса киле таврăнни çинчен каласа кăтартрĕ. О.Павлова асĕнчен çырмасенчен чул кăларса çул çине сарни, вăрман касни, хĕлле йĕтемре выçăллă-тутăллă, начар тумтирпе ĕçлени нихăçан та асран тухас çуккине палăртрĕ. Вăрçă çулĕсенче шкула çỹрекен ачасем те ĕçре паттăрлăх кăтартнă. Е.Дмитриева, М.Унгарова "Вăрçă ачисен" тертлĕ те выçă пурнăçне текех никам та ан курччăр, анчах та çак пурнăç çинчен пирĕн паянхи çамрăксене каласа памаллине палăртрĕç. Çавна май вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка юсаса, тирпейлĕ тытса тăмалли çинчен те калаçу пулчĕ. "Çавра сĕтеле" пухăннисене культура ĕçченĕсем Е.Каширина, З.Тихонова, С.Михайлова, Н.Митрофанова юрă-сăвăпа саламларĕç, савăнтарчĕç. Тĕл пулу техĕмлĕ чей ĕçсе, шăкăл-шăкăл калаçса вĕçленчĕ. Ăна йĕркелекенсене тав сăмахĕсем каларĕç.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика