Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.03 Унпа мухтанатăп

Унпа мухтанатăп

03.04.2010
"Елчек ен"
Татьяна ЧЕРНОВА, 4-мĕш класс. Аслă Елчĕк шкулĕ.
 Манăн асаттене, Иван Порфирьевич Чернова, 1939 çулта Хĕрлĕ Çара илнĕ. Унта ăна связист-артиллериста вĕрентнĕ. 1941 çулта çулла асаттен çар тивĕçне пурнăçласа киле таврăнмалла пулнă. 1941 çулта июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи çарĕсем пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа килсе кĕнĕ. Çапла вара асаттен киле таврăнас вырăнне нимĕçсене хирĕç çапăçмалла пулса тухнă. 131-мĕш артиллери полкĕнче телефонист-артиллерист пулса çапăçнă вăл. Нимĕçсем тапăнса кĕнипе пирĕн çарсем хамăр çĕр çине чакса пынă. Унтан асатте аманса госпитале лекнĕ. Сипленнĕ хыççăн тепĕр хут çар ретне тăнă. Вара 982-мĕш артиллери полкĕнче çапăçнă. Нимĕçсене хăваласа пирĕн салтаксем Германие çитнĕ. 1945 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче асатте каллех аманнă. Сывалса тухсан ăна 60-мĕш стрелковăй батальона яраççĕ. 1946 çулхи май уйăхĕнче асатте киле таврăннă.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика