Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.03 Пирĕншĕн тĕслĕх

Пирĕншĕн тĕслĕх

03.04.2010
"Елчек ен"
Наташа ЛИСИЦЫНА. Энтепе шкулĕ.
 Кăçал Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитет. 1941-1945 çулсем пирĕн халăхшăн еплерех йывăр çулсем пулнине ватăсем лайăх пĕлеççĕ. Çак хаяр çулсем питĕ нумай çын пурнăçне татнă. Кивĕ Арланкасси ялĕнчен вăрçа 82 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 37-шĕ анчах каялла таврăннă. Хальхи вăхăтра ялта пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ _ манăн асатте Арсентий Алексеевич Лисицын пурăнать. А.Лисицын 1926 çулта çуралнă. 1943 çулта вăрçа тухса кайнă. Сталинград облаçĕнче çар завочĕсемпе склачĕсене сыхланă вăл. Кăçал асатте 84 çул тултарать. Сахал мар хура-шур курнă асаттен костюмĕ çинче питĕ нумай орден-медаль. Эпĕ асаттепе мăнаçланатăп, пирĕншĕн вăл яланах тĕслĕх вырăнĕнче.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика