Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.03 Пире вăрçă кирлĕ мар

 

03.04.2010
"Елчек ен"
А.ПАТШИН. Аслă Елчĕк шкулĕ.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитет. Çулĕсем иртнĕ пулсан та, суранĕсем халĕ те иртмеççĕ ватăсен. Аслă Елчĕк ялĕнчен те çак вăрçа нумай çын хутшăннă. Шел те, вĕсенчен ытларахăшĕ каялла таврăнайман, вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă. Пирĕн ентешсем хăюллă çапăçнă, чылайăшĕ паттăрлăх кăтартса орден-медале тивĕçнĕ. Вĕсен паттăрлăхне аса илтерсе ял варринче паянхи кун палăк ларать. Манăн мăн кукаçи те Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă. Василий Порфирьевич Егоров Элекçей Тимешре йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Мĕн пĕчĕкренех ашшĕ-амăшне хирте тыр-пул акма-вырма пулăшнă. _ Пысăк тавра курăмлă, çемçе кăмăллăскерччĕ, _ тесе аса илет ун пирки кукамай. В.Егоровăн тепĕр икĕ пиччĕшĕ _ Яккупа Иван та вăрçа хутшăннă. Вăрçă хирĕнчен вĕсем иккĕшĕ те каялла таврăнайман. Мăн кукаçие вара Турă сыхланă пулинех. Сулахай алăсăр пулсан та вăл сывах таврăннă. Бригадирта нумай çул ĕçленĕ. Вăрçă суранĕсене пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика