Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.03 Çамрăклах ĕçре пиçĕхнĕ

 

03.04.2010
"Елчек ен"
Анастасия ИВАНОВА. Çĕнĕ Арланкасси ялĕ.
 Сакăр теçетке çула хыçа хăварнă асанне _ Валентина Филимоновна Иванова хăй пурнăçĕнче хура-шурне пайтах курнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă çул 13 çулта пулнă вăл. "Çитĕннисем вăрçа тухса кайсан ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасем çине тиенчĕ. Юлташсемпе пĕрле эпĕ те тырă вырнă, лашапа патшалăха тырă леçнĕ. Окоп чавма хутшăннă, Канашри чукун çула тума илсе каятчĕç", _ хурланса аса илет ĕç ветеранĕ пулни-иртнине. Ашшĕ, Филимон Федорович, вăрçăра вилнĕ. Амăшĕ, Феоктиста Спиридоновна, колхоза ĕçе çỹренĕ. Асанне, çемьере асли пулнăран, шăллĕпе йăмăкĕсене те пăхнă, килти ĕçсене пурнăçланă, колхоз ĕçне хутшăннă. Шкулта 8 çул вĕреннĕ хыççăн Пăвари ветеринари училищине вĕренме кĕнĕ вăл. Анчах хаяр вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене пула малалла вĕренме тỹр килмен унăн. Çапах та пуçне усман çамрăк хĕр. Тăван ялне каялла таврăннă, колхоза ĕçе вырнаçнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. "Ĕçне кура _ хисепĕ", _ теççĕ ваттисем. Ĕçре хастар пулнăшăн асаннене "Тава тивĕçлĕ колхозница", "Хисеплĕ колхозница" ятсем парса чысланă. Виçĕ ачине пĕчченех пăхса ỹстернĕ асанне. Харсăрскер, арçын вырăнне ĕçлесе хуçалăхне йĕркеллĕ тытса пынă. Хальхи вăхăтра вăл ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнса пурăнать.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика