Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.31 Эпир - салтак ачисем

 

31.03.2010
"Елчек ен"
И.ЛЕВЫЙ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ
Тылра та çăмăл пулман Çĕнтерĕве фронтра çапăçакансемпе тылра ĕçлекенсем пĕрле туптанă. Поэт каланă пек, "плугпа тупăна пĕр металран шăратнă". Фронтри салтака тумлантарма, тăрантма тата вĕçĕмсĕр хĕç-пăшал парса тăма кашни çын _ аслинчен пуçласа çамрăкки таранах хутшăннă. Тыл çирĕп пулмасан çĕнтерỹ пулмасть. Вăрçăн малтанхи кунĕсенче вăй питти çынсем фронта тухса кайнă. Тĕреклĕ лашасене, юсавлă машинăпа тракторсене фронта ăсатнă. Вăй питти хĕрарăмсем вăрман каснă, окопсем чавнă. Çапла вара ялта стариксемпе карчăксем, çула çитмен арçын тата хĕр ачасем анчах тăрса юлнă. Çав вăхăтрах тыррине акса вырмалла, пухса кĕртмелле. Тыр-пула йăлтах фронта ăсатнă, ĕçлекенсене лекмен вăл. Пĕтĕм йывăр ĕç çитĕнсе çитмен çамрăксен вăйсăр хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи тимĕр тылă пурне те тылласа хăй витĕр кăларнă. Пире, салтак ачисене, вăрçă вăхăтĕнче мĕнле йывăр пулнине хам тỹснĕ тĕслĕхпе çырса кăтартасшăн. Каласа хăварам: кун пек йывăр пурнăç пирĕн кăна мар, пĕтĕм çĕршывĕпе пулнă. Пĕр килтен виççĕн тухса кайса вăрçăран пĕри те таврăнман пирĕн. Атте вăрçă пуçланас умĕн тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрма тытăннă. Çак тĕллевпе йывăç пура турттарса килнĕ. Вăхăтлăх пурăнма 4 ачапа мунчана куçнă. Мунчан тăршшĕ те, сарлакăшĕ те 3 метрлăччĕ. Кăмака вырăнне пĕчĕк каланкка, кĕтесре хăмаран çапса тунă пĕчĕк сĕтел ларатчĕç. Лапка хăмисене каланкка çумне çыхăнтарнăччĕ. Мунча çумĕнче хăмаран çапса тунă алкум, тăм вите, ĕне тытма хăмаран çапса тунă вите (хĕлле ун çине улăм купаласа хуратчĕç) пурччĕ. Картишне вĕрлĕкрен тытса çавăрнăччĕ. Инкек çине синкек. Çав çулах, атте конюхра ĕçленĕ вăхăтра, пĕр лаша алăк тăпсинчен тухса тăракан пăта çине тăрăнса аманать, суранĕ шыçса кайнипе вилет. Лаша хакне пирĕн аттепе пĕрле ĕçленĕ юлташĕнчен çурмалла шыраса илме йышăннă. Çавна пула пỹрте вăл çул хăпартса лартма май килмен. Аттене вăрçа ăсатрăмăр Тепĕр çултан вăрçă пуçланчĕ, çурла уйăхĕнче аттене вăрçа илсе кайрĕç. Атте Елчĕкри çар комиссариатĕнчен Канаша кайнă чухне çула май киле кĕрсе тухнине астăватăп. Анне йĕнипе вăраннă ачасене атте çĕклесе илсе чуптуса тухрĕ те, васкаса тухса кайрĕ. Вăл вăхăтра анне чирлĕччĕ. Эпĕ çуралсан иккĕмĕш куннех пăрçа çулма кайнă вăл, сивĕ шыв ĕçсе каçхине чирлесе таврăннă. Çакăн хыççăн аннене туберкулез чирĕ ерет. Çапла чирлĕ анне тăватă ачапа _ аслă аппа 11 çула кайнă, вăталăх аппа 8 çулта, эпĕ 6 çулта, шăллăм 3 çулта _ тăрса юлнă. Чылайлăхах мунчара пурăнмалла килсе тухрĕ пире. Анне сак çинче, эпир лапка çинче выртса тăраттăмăр. Вăрçă çулĕсенче çемьене тăрантарса усрасси йăлтах 11 çулхи Нина аппа çине тиеннĕччĕ. Аппа малтан колхозра кỹлме вĕрентнĕ вăкăрсене пăхатчĕ, каярах вăкăр кỹлсе ытти ĕçсене çỹреме пуçларĕ. Ирхине ирех аппа фермăна кайнă чухне анне ăна кĕпер урлă каçичченех ăсатса яратчĕ, мĕншĕн тесен вăрçă çулĕсенче кашкăрсем ялах кĕме тытăннăччĕ. Пирĕн çурт урам вĕçĕнче ларнăран кашкăрсем йытта та пăвса вĕлернĕччĕ. Ĕнене те кỹлме вĕрентнĕччĕ эпир. Вăл çемьене тăрантаракан пулнă. Тăрăмра вăл вăхăтра аннен аппăшĕ пурăнатчĕ. 4 çул унта хĕл каçни асрах. Çак яла пире кỹршĕ Энтри тете хамăр ĕнене кỹлсе леçсе яратчĕ, хăй вара çуранах таврăнатчĕ. Çуркунне ĕнепех каялла яла килеттĕмĕр. Вăталăх аппа аннен аппăшне пулăшма юлатчĕ. Пурнăç вăрçă хыççăн та çăмăлах пулмарĕ, тата 4-5 çул тертленме тиврĕ. Патшалăха сĕт, аш-какай, çăмарта, çăм сутмаллаччĕ. Киле валли хăймине уйăрнă сĕт анчах юлнă. Ăна вĕретсе анне турăх туса çитеретчĕ. Çавăнпа та обрат килессе кĕтсе (сĕте Аслă Таяпана леçнĕ) сĕт пухакан çын килĕ умне кăнтăрлах кайса лармаллаччĕ. Ирхине тăрсан анне кашнине пĕрер стакан турăх паратчĕ те, кăнтăрлаччен апат ыйтман эпир. Кăнтăрлана апат пĕçерме вĕлтĕрен, ут-кăшкар, чĕкĕнтĕр, çамрăк çĕр улми çулçисемпе усă курнă. Яшкана çăратма куршанак тымарне çуса тасатса терка витĕр кăларса яратчĕç. Халь шутлатăп: çакăн пек витаминлă апатсем çинипе выçлăха чăтса ирттерме пултарнă пулĕ ун чухне. Вĕтĕ, шуратма çук çĕр улмине хуппипех яшкана янă. Çĕр улмине çăкăр пĕçернĕ чух та терка витĕр кăларса хушатчĕç. Анчах çĕр улми кая юлса акнипе вĕтĕ пулатчĕ, вăрлăх хыççăн çимелĕх юлмастчĕ те. Килти ĕçсене пĕтĕмпех алă вĕççĕн пурнăçланă. Çĕр улми лартма çĕре кĕреçепе чавнă. Çĕр улми лартнă тата улăхтарнă чухне виçĕ хĕрарăм суха пуç сĕтĕретчĕç. Суха пуçне эпир, çамрăк ачасем, тытса пынă. Вăкăрсене колхозри ĕçсене пурнăçлама усă курнă. Ĕç ачасем çине те тиеннĕ Ачасем колхозăн пĕр ĕçĕнчен те юлман. Колхоз ĕçне хутшăнакансене столовăйра апат çитеретчĕç. Пĕчĕкрех чухне пучах пухма çỹренĕ, кайрантарах аппапа пĕрле çурлапа тырă вырнă. Çынсем 5-шер печатнăй сарлакăш каçалăк илетчĕç, эпир аппапа пĕрле _ 7-шер... Кун каçа пилĕк тỹрленме çук ырататчĕ, хĕвелĕ те чăтма çук пĕçертетчĕ. Пĕррехинче, пỹрнене çурлапа кассан, питĕ савăннăччĕ, анчах вăл нумая пымарĕ _ иккĕмĕш кунне каллех çурла тытма тиврĕ. Шăллă çурлапа каснă вырăн хăвăрт ỹт илет иккен. Жнейкăпа вырнă чухне вырăнмасăр юлнă кĕтессенчи тырра алăпа вырма çỹренĕ. Каярах вăкăр кỹлсе ĕçе çỹреме тытăнтăм. Вăкăрсем питĕ кутăнччĕ, хăш чухне вырăнтан та хускалмастчĕç. Пĕррехинче мана кĕлте çыххи тума ыраш кĕлтисене йĕпетсе хире илсе тухма хушрĕç. Тиевлĕ лавпа кỹлле кĕрсе кайрăм. Анчах вăкăр кỹлĕрен каялла тухма шутламасть те. Ăна шывран кăларас тесе нушаланса 1-2 сехет те иртрĕ пулĕ, юрать бригадир вăхăтра çитсе пулăшрĕ. Тепрехинче кил валли вăрмана вутта кайсан, вăкăр дамба айккинчи кỹлленчĕке курса лавпах унта анса кайрĕ, телее, тиевлĕ лав йăванса каймарĕ. Вутта çулла сайра çỹренĕ, ытларах кĕркуннепе хĕлле турттарнă. Чĕрĕ вутăсене каçран каланкка тавра хурса тухса типĕтеттĕмĕр. Типĕ вутă ирхине лайăх çунатчĕ, анчах çĕр каçа пỹртри ăшша йăлтах туртса илетчĕ. Капанри тырăсене кĕркуннепе хĕлле çапнă. Вырсарни кунсенче Канаша тырă леçме те çỹренĕ. Пĕр талăкра каялла яла çаврăнса çитнĕ. Çырмаран тăвалла улăхма уйрăмах йывăрччĕ. Михĕсене те аслисемпе тан çĕкленĕ ун чухне. Вĕренме те манман Колхоз ĕçне çỹрени пире шкулта вĕренме питех чăрмантармастчĕ. Вĕренекенсем ăнланатчĕç ĕçе кỹленнĕ ачасене. Шкулсем уйрăм çынсен çурчĕсенче вырнаçнăччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вĕренме те условисем сахалччĕ. Тумтир, урана тăхăнмалли çукки пысăк чăрмав кỹнĕ. Юрать-ха, шăллăмпа иксĕмĕре шкултан 2 мăшăр çăм атă панăччĕ, çавă алă çавăрса яма пулăшрĕ. Хут, кăранташ-ручка çукки чăрмантаратчĕ. Чернила шкултан панă пулсан та, хăрăмран чернил туни те пулнă. Киле панă ĕçсене лампа çутинче пурнăçланă. Пирĕн килте лампа вырăнне шахтă лампиччĕ, "чĕп куç" теттĕмĕр ăна. Шкулта ачасене ытларах нумай чупмалли, хускалмалли вăйăсем выляттарнă. Физкультура урокĕсенче çулла чупма, сикме, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма хăнăхтарнă. Каярах йĕлтĕрсене шкултан паратчĕç. Вĕсене хуçасран питĕ асăрханмаллаччĕ. Çĕнни илсе пама укçа-тенкĕ пулман. Пăр çинче килте хатĕрленĕ йывăç конькисемпе ярăннă. Пĕррехинче, каç пулнине пăхмасăр, пăр ларнă кỹлĕре пĕрне-пĕри тытмалла выляттăмăр. Асăрханман та _ шыв ăсма каснă вакка анса лартăм. Вакки тарăн мар, кăкăр таран. Шывран хамах тухрăм, анчах киле çитнĕ тĕле тумтир шăнса ларчĕ. Аран-аран çитсе ỹкрĕм. Анне мана курсан макăрма пуçларĕ. Хăвăрт салтăнтарса япаласене типĕтме çакрĕ. Пĕчĕк пỹрт ман тумтирсемпех тулса ларчĕ ун чухне. Тепрехинче пирĕн çурт çывăхĕнчи тарăн çырма патне ачасем пухăннă та çыранран сикмелле выляççĕ. Çуркунне çырмари юр çемçелсе кăпăшкаланнă. Ачасем 3-4 метр çỹллĕшĕнчи çыранран çемçе юр çине сикеççĕ те юр ăшне пĕçĕ таран анса лараççĕ, юра ашса тухнă май йĕпе юр хытса пырать. Эпĕ те ачасем хыççăн çыранран сикрĕм, анчах çемçе юр ăшне мар, ачасем хытарма ĕлкĕрнĕ юр çине ỹкрĕм. Манăн куç хуралса килчĕ, пуç çаврăнса кайрĕ. Тăна кĕрсе куçа уçнă вăхăтра вылякан ачасем ман тавра пухăннăччĕ. Çакăн хыççăн 7 кун шкула çỹреймерĕм. Анне чĕннипе килнĕ медсестра мана хытă вырăн çинче пĕр хускалмасăр выртма хушрĕ. Урăхла май çук, Елчĕкри больницăна леçме çул юрăхсăрччĕ. Темиçе çултан, призыв комиссине кайсан, кĕлеткене ỹкерсе илчĕç. _ Çурăм шăмми çумĕнчен хуçăлнă икĕ аяк пĕрчин шăмми кăмăрчакланса çыпăçнă, _ терĕ ун чух тухтăр ỹкерчĕке пăхнă май. Ача-пăча пĕр чирлемесĕр ỹсмест ĕнтĕ. Акă пĕринче 7-8 çулсенчи ачасем хĕрлĕ шатра чирĕпе чирлесе ỹкрĕç. Фельдшер пункчĕн сестри килĕрен çỹресе ачасен температурине виçет, эмелсем парать. Эпир шăллăмпа иксĕмĕр сывалтăмăр, анчах хамăр касри пирĕнпе пĕр çулхи ача çак чире пула вилчĕ. Пĕр çулĕнче шăллăм урине хуçса нушаланчĕ. Анне хăй чирлине пăхмасăр пирĕншĕн, ачисемшĕн, питĕ тăрăшатчĕ. Эпир хăр тăлăха тăрса юлтăмăр Пĕр кунхине учитель мана урокран сумкăна илсех тухма хушрĕ: "Сана коридорта кĕтеççĕ". Лайăх мара туйса чĕре карт! сикрĕ. Эпĕ тухнă тĕле алăк умĕнче хĕресна анне куçне тутăр вĕçĕпе шăлса тăрать. _ Аннỹ вилсе кайрĕ, хăр тăлăха тăрса юлтăр. Ахаль те чирлĕскер, грипп чирне чăтса ирттереймерĕ ĕнтĕ. Кăшт маларах çеç эпир ĕнене сутса Кивкасри тĕп урамра кивĕ çурт туяннăччĕ. Пысăках мар пулсан та, мунчари марччĕ ĕнтĕ. Эпĕ киле çитнĕ чухне тăвансем пухăнма пуçланăччĕ. Аппа мана колхоз правленине кайса тупăк тума хăма ыйтма тата ял Советне кĕрсе телефонпа Тăрăмри Саша аппана пĕлтерме хушрĕ. Колхоз правленинче председатель вырăнтаччĕ. Эпĕ анне вилни çинчен, тупăк тума хăма кирли çинчен каларăм та йĕрсе ятăм. Колхозăн сурăх витин маччин хăмине сỹтсе илсе тупăк турĕç, пỹрте илсе кĕрсе аннене тупăка вырттарчĕç. Тепĕр кунне Тĕмерти пачăшкăна илме хĕресна аннен аппăшĕ Елюк аппа лашапа кайрĕ. Анчах пачăшкă Кỹлпуçĕнчен Хăвăлçырмана çуранах çитрĕ. Вăйсăр лаша лава туртайми пулнă. Аннене пытарнă кун уяр, анчах сивĕрех çанталăк тăчĕ. Тăван-хурăнташсем пурте пухăнчĕç. Тупăка масар çине алă вĕççĕн йăтса пычĕç. Анне вилсен пỹрт пушанса юлчĕ. Темле тĕксĕмленсе ватăлчĕ, сивĕнчĕ унччен çеç ăшă та хăтлă курăннă çурт. Анне пур чухне атте çуккине те туйсах кайман. Халĕ ĕнтĕ вĕсем çуккине кашни утăмрах туйма пуçларăмăр. Анне пире ăс парса, вĕрентсе ỹстерчĕ, выçă тата çĕтĕк çỹретмерĕ. Патшалăха паракан сĕтрен пĕчĕк пайне хăварса пырса уйран уçлатчĕ, услам çу тăватчĕ. Вĕсене пасара кайса сутса çăпата тата хуçалăхра кирлĕ япаласем туянатчĕ. Мĕн виличчен аттене кĕтрĕ çывăх çыннăмăр: "Кĕçĕр лайăх тĕлĕк курнă, аçу килетех", _ тетчĕ. Ăс парса пире çапла вĕрентетчĕ вăл: "Ачасем, çын мулне нихăçан та ан хапсăнăр. Вăрлама тытăнасси пĕчĕк япаларан пуçланать. Вăрра çынсем яланах хисеплемен". Е тата: "Çынсемпе пур-çукшăн ан вăрçăнăр, вара вĕсем сире те вăрçмĕç". Халĕ ĕнтĕ Нина аппа пирĕншĕн атте те, анне те пулчĕ. Каярах аннен аппăшĕ Саша аппа Тăрăмри çуртне сутса пирĕн пата куçса килчĕ. Пысăк аппа (Саша аппана çапла чĕнетпĕр) килнĕ хыççăн хуçалăхри ĕçсем йĕркеленме пуçларĕç. Аслă аппа колхозра, вăталăх аппа Тоня Пăвари вăрман хуçалăхĕнче ĕçлетчĕ, эпир шăллăмпа шкула çỹрерĕмĕр. Ку вăхăталла Ваççук шăллăм та колхоз ĕçне хутшăнма тытăнчĕ. Çемьене пулăшу пултăр тесе 7-мĕш класс пĕтерсен малалла вĕренмерĕ вăл. Каярах Канашри трактористсем хатĕрлекен курсра вĕренчĕ те колхозра трактористра ĕçлерĕ, анчах пĕвер чирĕпе чирлесе çамрăклах вилчĕ. Эпĕ шкулта аван вĕренеттĕмччĕ. Учительсем каланине тимлĕн итлеттĕмччĕ, нумай вулаттăмччĕ. Сисмесĕрех 7 класс пĕтертĕм. Шкул директорĕ Нина Аристарховна Ястребова аппасемпе киле пырса калаçни халĕ те асра. Мана малалла вĕренме яма ыйтрĕ вăл ун чухне. Çак калаçу хыççăн аппа мана Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула вĕренме ячĕ. Вĕреннĕ чух Курнавăшри аннен аппăшĕ патĕнче хваттерте пурăнтăм. Вырсарни кунсене яла таврăнаттăмччĕ. 10-мĕш класа Аслă Таяпари вăтам шкула çỹреме пуçларăм. Вăл пирĕн ялтан 6 çухрăмра вырнаçнă. Пĕррехинче, хальхи пек астăватăп, шăмат кун каçхине 3-4 сехетсенче киле таврăнма тухрăмăр. Тĕттĕм. Çил-тăман алхасать. Çурма çула çитеспе аташса кайрăмăр. Юрать-ха, калаçса татăлтăмăр, сапаланса кайса утмалла, анчах пĕрне-пĕри куçран вĕçертмелле мар. Çỹресен-çỹресен хирти улăм хушăкĕ патне пырса тухрăмăр. Хушăкри улăма чавса шаларах кĕрсе вырнаçрăмăр. Апла пулин те хушăк витĕр çил вĕрет. Ушкăнпа шикленмелли çук _ шỹтлесе, калаçса çĕр каçрăмăр. Ирпе тăман чарăнчĕ. Аякра йытă вĕрни илтĕнет. Сас илтĕннĕ еннелле утрăмăр та _ Кỹлпуç ялне çитсе тухрăмăр. Çапла кăвак çутăлла яла чиперех çитрĕмĕр. Тавах пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă çынсене Шкул пĕтерсен хуçалăх председателĕ В.Купташкин мана колхоз шучĕпе бухгалтерсен курсне вĕренме кайма сĕнчĕ. Ĕмĕте пурнăçласа эпĕ Куславкка районĕнчи Çĕнĕ Тĕрлемес ялĕнче бухгалтерсем хатĕрлекен шкулта вĕрентĕм. Унтан вĕренсе тухсанах колхоза тĕп бухгалтера ĕçлеме илчĕç. Професси илсе ĕçлеме пуçласан пурнăç йĕркеленсе кайрĕ. Пире пăхса ỹстернĕ, анне вырăнĕнче пулнă Нина аппа 78 çула кайса чирлесе вилчĕ. Унăн вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн наградăсем нумайччĕ. Тавах ăна тата Саша аппана. Вĕсем пире, тăлăхсене, интернатсем тăрăх салатмарĕç. Йывăр пулсан та пулăшса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшрĕç. Хăвăлçырмари шкул директорĕ Нина Аристарховна Ястребова, учитель, кайран шкул директорĕ Олимпий Алексеевич Сазонов, колхоз председателĕ Алексей Александрович Купташкин мана, тăлăх ỹснĕ ачана, çĕршывшăн усăллă çын пулма пулăшрĕç. Вĕсене паянхи кунчченех асăнса, пуç тайса пурăнатăп. Вăхăтра пулăшу аллине тăсса пынипе манăн, салтак ачин, пурнăçра колхоз председателĕ таран хăпарма май килчĕ. Производствăран уйрăлмасăр Мускаври ял хуçалăх академине пĕтертĕм. Йĕркеллĕ ĕçленĕшĕн медальсем, Тав хучĕсем, "Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ работникĕ" хисеплĕ ята илме тивĕç пултăм.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика