Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.31 Ветерансене тỹлевсем кĕтеççĕ

 

31.03.2010
"Елчек ен"
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнчи "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ май Раççей Федерацийĕн гражданĕсен уйрăм категорийĕн пĕр вăхăтлăх тỹлевĕ çинчен" 247-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн вăрçă ветеранĕсене пĕр хут тỹлевпе тивĕçтерме палăртнă. 5 пин тенкĕ илме тивĕçлисем: _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем; _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем; _ "Блокадăри Ленинградра пурăннă çын" паллăпа наградăланнă çынсем; _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче фашистсем тата вĕсен союзникĕсем йĕркеленĕ концлагерьсен, геттосен çул çитмен узникĕсем пулнисем; _ финн вăрçи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, яппун вăрçи вăхăтĕнче пуçне хунă çар çыннисен тăлăх арăмĕсем; _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсен тăлăх арăмĕсем; _ Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çин участникĕсен тăлăх арăмĕсем. 1 пин тенкĕ илме тивĕçлисем: _ 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕчченхи тапхăрта 6 уйăхран кая мар тылра ĕçленисем; _ Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ çынсем; _ нацистсен концлагерĕсен, тĕрмисен, геттосен çул çитнĕ узникĕсем пулнисем. Аслă Çĕнтерỹ ячĕпе паракан тỹлевсене пенсипе пĕрле тивĕçтерĕç.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика