Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.31 Ялан куç умĕнче

 

31.03.2010
"Елчек ен"
А.АРТЕМЬЕВ. Сăрьел.
Присоединенное изображение
"Эпир юратнă мăшăрăмпа Ахатпа аллă çул ытла пурăнтăмăр, _ чунран тухакан сăмахĕсене, шухăш-кăмăлне уçать Сăрьелĕнче пурăнакан Селиме аппа, кĕçех сакăр вун пиллĕк тултараканскер. _ Вăл вилни часах вунă çул çитет. Апла пулсан та унăн ырă калаçăвĕ, уçă кăмăлĕ, çынлăхĕ паян та куçăм умĕнчен каймасть. Тепĕр чухне вăл халь-халь тăрса килессĕн, савăнăçлăн йăл кулса йышлă çемьене савăнтарасшăн, Аслă Çĕнтерỹ 65 çулне хатĕрленсе орденĕсемпе медалĕсене çакнă уяв костюмне тăхăнса ярассăн туйăнать". Шел, чĕререн хумханса çак сăмахсене каларĕ те кинеми, хурланнипе куççульне шăлма пуçларĕ. "Ĕмĕр иккĕ килмест, паллах, _ терĕ вăл малалла хăй тĕллĕн пăшăлтатса. _ Анчах вăл паянхи телейшĕн тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă, ачисемпе мăнукĕсемшĕн ырми-канми тăрăшнă вĕт. Хăйне пĕрре те хĕрхенмесĕр, лăпкăлăх тата канăç мĕнне пĕлмесĕр..." ...Вăрçă пуçланнă çулхине вăл Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухма ĕлкĕрет. Анчах шкулта пĕр урок та ирттерсе курайман, ăна тỹрех хушма çар пĕлĕвĕ илме Ташкентри çар училищине яраççĕ. Унтан Ашхабадра тĕрлĕ халăхсене (туркменсене, таджиксене, казахсене, тутарсене т.ыт.те) пĕрлештерекен бригада йĕркелеме хутшăнтараççĕ. Каярахпа пулемет ротин командирĕ пулать. Вĕсен чаçĕ кĕске хушăрах çĕршыва ирĕке кăларассишĕн пынă нумай-нумай хаяр çапăçăва хутшăнать. Великие Луки, Нарва, Ржев, Тельзит хулисене ирĕке кăланă çĕрте тĕлĕнмелле пысăк паттăрлăх кăтартать. Хĕвел тухăç Пруссипе Кенигсбергшăн пынă çапăçусенче кашни воин хăюлăхпа, паттăрлăхпа палăрать. Çав çапăçусенче çухатусем те сахал мар пулаççĕ, Ахат Сунгатуллин хăй те икĕ хутчен аманать. Апла пулин те командир тивĕçне пурнăçлама пăрахмасть . Анчах виççĕмĕш хутĕнче йывăр амансан ăна, тăнсăрскере, питех те кăткăс операци тăваççĕ. Çакăн хыççăн унăн хăрах куçĕ ĕмĕрлĕхе сĕм суккăр пулса юлать. Ăна иккĕмĕш ушкăнри инвалидлăх параççĕ. Госпитальсенче татах сипленнĕ хыççăн отставкăри капитан, ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен самаях çирĕпленнĕскер, инвалид кĕнекине çурса пăрахать те тăван ялне таврăнса физикăпа математика вĕрентме вырнаçать. Çынпа калаçма-кулма, тĕрлĕ ыйтăва тарăннăн сỹтсе явма тата ăнăçлă татса пама пĕлнине, вăрçăра командир пулнă май ертсе пырас пысăк ăсталăх пулнине шута илсе часах ăна директор пулма уйăрса лартаççĕ. Çав çулсенчех вăл Патăрьел районне кĕрекен Тутар Тимешĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Селимепе тĕл пулать, кĕçех иккĕшĕ пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. _ Ялтисем мар, эпĕ те, кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек пĕрле пулнă мăшăрăн хăрах куçĕ курманнине чылайччен сисмен, _ каласа парать паян Селиме Гайнулловна. _ Ара, вăл пуршăн-çукшăн пăшăрханнине те, мĕнле те пулин ĕçе тăваймастăп тенине те астумастăп та. Каярахпа кăна, тепĕр куçĕ те начартрах курма пуçласан, хăйне вăрçăра аманнă хыççăнах инвалида кăларнине хăюсăррăн та именчĕклĕн пĕлтерчĕ. Мĕн тетĕр, эпĕ ăна çакăн хыççăн тата ытларах юратма тата хисеплеме пуçларăм. Анчах мĕнле те пулин ĕç тунă чух хам тытса тăвас тенĕ е ачасене хушас пулсан кỹренмеллипех кỹренетчĕ. "Хальлĕхе хамах тăватăп!" _ тесе çирĕппĕн касса хуратчă. Анчах, хăй тем пек тăрăшсан та, каярахпа тухтăрсем патне çỹресе пулăшу ыйтсан та шăпа пỹрнинчен хăтăлаймарĕ _ 55 çула çитнĕ çĕре тепĕр куçĕ те курми пулчĕ, пĕр-ремĕш ушкăнри инвалид пулса юлчĕ. Шăпах вунă çул каялла юлашкинчен çутă хĕвеле те, тăванĕсене те кураймасăр, Верховнăй Главнокомандующи хăйне майор званине пани çинчен ярса панă приказа та вулаймасăр çĕре кĕчĕ. Çуртри чи чыслă вырăнта вăрçăри тата мирлĕ ĕçри паттăрлăхĕпе хастарлăхне çирĕплетекен тăватă орденĕпе теçетке ытла медальне вырнаçтарнă йывăр костюмĕ çакăнса тăни кăна пире, чĕррисене, унăн вышкайсăр пысăк сăпайлăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе мухтанма, ырă ятне çỹлте тытма хистет. Çакна та палăртмаллах, Селиме аппа хăй те тылри, пурнăçри паттăрлăхĕпе палăрса тăрать. Вун ултă çултах Улатăр таврашĕнче аслисемпе юнашар оборона сооруженийĕсем тунă çĕрте нушаланнă, ун хыççăн Кире поселокĕ патĕнче вăрман каснă. Унтан ăна, пин-пин çынран чи вăйлисемпе хăюллисен йышĕнчен суйласа илнĕ те, Сĕвепе Ульяновск хушшине чукун çул хывма ăсатнă. Вăл вăхăтра çак çул питех те пысăк стратегилле пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ун тăрăх Сталинграда илессишĕн талпăнакан нимĕç çарĕсене çĕмĕрме Уралтан вĕçĕмсĕр хĕç-пăшал кайса тăнă, лерен аманнă салтаксемпе офицерсене сыватма лăпкăрах вырăна турттарнă. Каярахпа Селиме Гайнулловна васкавлă майпа вăтам шкултан тата Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухать. Ĕмĕр тăршшĕпех (62 çула çитиччен) ачасене вĕрентет. Вăрçă çулĕсенче тĕп ĕçсĕр пуçне кунне-çĕрне пĕлмесĕр колхоз ĕçне хутшăннă, фронтри салтаксем валли хăй çыхнă-çĕленĕ тата халăхран пуçтарнă ăшă тумтирпе ытти япаласене ăсатассине йĕркеленĕ. Хастар ĕçшĕн вăл "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ятпа вунна яхăн медале тивĕçнĕ. Селиме Гайнулловнăпа Ахат Мухаметович тата вĕсен çемйи _ таврара ырă ятлă, хисеплĕ. Виçĕ хĕрĕпе ывăлĕ пурте аслă пĕлỹ илнĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçри пултарулăхпа, хăйсен ырăлăхĕпе палăрса тăраççĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика