Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.17 Асран кайми вăрçă саманчĕсем

 

17.03.2010
"Елчек ен"
К.ЛЕОНТЬЕВА.
 Пурнăçăн юлашки картлашкисемпе утнă май, ахăр тапхăра лекнĕ ачалăх ытларах та ытларах аса килет. Куç умне манăçми самантсем туха-туха тăраççĕ. Атте тата унăн çемье те çавăрса ĕлкĕреймен икĕ шăллĕ фронта тухса кайсан, эпир килте асаттепе асанне, анне, икĕ хĕр ача тăрса юлтăмăр. Вăрçăн иккĕмĕш çулĕнче тепĕр йăмăк çуралчĕ. "Атте" тесе калама шăпа тухмарĕ унăн. Хĕллехи вăрăм каçсенче эпир, ачасем, аттепе пĕр тăван Якку тете çуртне пуçтарăнаттăмăр. Кил хуçи çар заводĕнче ĕçленĕ. Арăмĕ, Маюк инке, конюхра. Питĕ тарават, çепĕç чĕлхеллĕ хĕрарăмччĕ. Вĕсен икĕ ачи _ Аркадипе Ульха _ шкул ачисемччĕ. Вырнаçаттăмăр сентре çине 5-6 ача. Пуçланатчĕ вара юмах тĕнчинчи çул çỹрев. Сентре çинчен аялалла пăхатăн та, пĕр пỹлĕмлĕ пỹртре колхозăн 4 лаши тăрать. Кăрчанкăран тасатса фронта ямалла пулнă вĕсене. Çавăнпа та инке лашасене мунча пысăкăш пỹрте кĕртсе тăратса эмелленĕ. Урай хĕп-хĕрлĕ тĕслĕ пулса кайнăччĕ вĕсен. Инке çакăншăн тарăхнине пĕрре те илтмен. "Пурте _ фронтшăн, пурте _ çĕнтерỹшĕн" каларăша мала хурса пурăннă. Çемйи вара питĕ йывăр пурăнатчĕ. ...Çуллахи ăшă каçчĕ ун чух. Хĕвел Шеменей çĕрĕсем хыçне анса ларма хатĕрленнĕ. Каçхи сулхăнпа шăркана ларнă ырашран ял çийĕн пиçнĕ çăкăр шăрши сарăлать. Пирĕн юратнă асанне кунĕпех колхоз хирĕнче ĕçленĕ Марче кинне, утарта хурт-хăмăр пăхакан асаттене (Аслă Таяпара Шуркка Хветĕрĕ тенĕ ăна) кĕтсе илме хатĕрленет. Кĕçĕн хапха майĕпен уçăлса кайрĕ те, пирĕн пата Якку тетен хĕрĕ Ульха пырса кĕчĕ. Ульха _ питĕ хитре хĕр. Ашшĕпе амăшĕнни пек, куçĕсем сеп-сенкер. Анчах вĕсем хальхинче питĕ салхуллă, Ульха пуçне усса тăрать. Асанне мăнукĕнчен ăшшăн: "Ульха, мĕн пулнă сана?" _ тесе ыйтсан, хĕр ача чăтаймарĕ, куççуль витĕр: "Питĕр пичче курăк яшкине çиесшĕн мар", _ теме çеç пултарчĕ. Кĕтỹ апачĕ вĕсен патне çитнĕ иккен. Питĕр пичче _ тутар. Аслă Таяпара Тукасра чылайранпа кĕтỹ кĕтет, чăвашла лайăх калаçать. Ял-йыш хисеплет ăна. Ялта нумай çемьен тыр-пул пĕтсе пырать. Юрать-ха, вăрçă умĕнхи çул Карл Маркс ячĕллĕ колхоз пĕр ĕç кунне 8-шар килограмм тырă уйăрнă. Сертепе, пултăранпа, çĕр улми, чĕкĕнтĕр çулçисемпе пĕçереççĕ яшкана. Çăнăх юрса, кĕвĕлнĕ сĕтпе шуратаççĕ. Çак апатпа çуллахи вăрăм кун кĕтуç чăпăрккине сĕтĕреймĕн. Асанне Ульхана пĕр витре çĕр улми, çăкăр чĕлли касса парса ячĕ, çăкăрне вара çăнăхран çеç пĕçермен, чĕрĕ çĕр улмине хырса чустана хушнă. Хĕллехи вăхăтра пиçнĕ çĕр улмине шăнтнă, унтан вара, хуппине сỹсе тỹнĕ, çăнăхпа хутăштарса чуста хунă. Нумайăшĕ мăян вăрри, юман йĕкелĕн çăнăхне янă. Вăрçа пула аттен чи аслă пиччĕшĕн Гурин çурчĕ хупăнчĕ. Чỹречисене çапса хунă пỹрт халь те куç умĕнче. Гурий тете вăрçа тухса кайсан, нумайранпа вырăнпа выртнă арăмĕ вилсе каять. Ывăлне, Петьăна, çул çитнĕ-çитменех фронта мобилизацилеççĕ. Хĕрĕ, Райкка, пĕчченех тăрса юлать. Шкул ачи çеç пулнă-ха вăл, пирĕн пата куçса килчĕ, ĕнине те куçарчĕç. Анне: "Вăрçă нумаях пымасть пуль-ха, пăяхам таврăниччен ĕнене лайăх пăхасчĕ", _ тетчĕ. Çапла вара, пирĕн килте вăрçă çулĕсенче икĕ ĕне, икĕ паçма çĕр пулчĕ. Сурăхсем путеккисемпе пĕрле 20-30 пуçа çитетчĕç, 2-3 ама хур усранă, пĕр качака. Вĕллесем тытнă. Кантăр, урамри пахчара вир акнă. Кас çыннисемпе пĕрле Тайпике шывĕ хĕрринче купăста çитĕнтернĕ. Çапла вара, икĕ ватă, анне, 4 хĕр ача (пĕри ĕçлеймен-ха) вăрçă çулĕсене ирттерсе ятăмăр. Асаттепе асаннен вăрçа кайнă 6 ывăлĕпе 2 мăнукĕнчен 2 ывăлĕ те 1 мăнукĕ киле таврăнаймарĕç, таврăннисем те нумаях пурăнаймарĕç. Ял ачисем питĕ ĕçчен, çĕре юратакан çынсем пулса ỹсрĕç. Аттепе пĕр тăвансен ачисем _ Çимун тетен Леонидпа Валерий ывăлĕсем _ амăшĕпе Клавде инкепе пĕрле колхоз лашисене пăхатчĕç, çулла выртмана тухатчĕç. Ястук кукка хĕрĕ Тоня ачаллах юланутпа çỹретчĕ, вăл выртмана çỹренине курса ăмсанса тăраттăмăр. Эпир, вак-тĕвек ачасем, колхоз хирĕнче пучах пуçтараттăмăр, çумлама тухаттăмăр, ỹсеймен тулла алăпа çăлаттăмăр, жнейка хыççăн кĕлте çыхаттăмăр. Кăштах аталансан, вырма, çулма хутшăнтăмăр. Юлашкинчен, çакна каласшăн. 1-мĕш класра 40 ытла ача вĕренетпĕр, эвакуаципе килнисен ачисем те пур. Пирĕн учитель Нина Петровна Краснова (Скворцова) ачасенчен çапла ыйтать: "Çитĕнсен кам пуласшăн эсир?" Хам мĕн каланине астумастăп, пирĕн тăвансен ачи, Георгий Питеркин, çапла сăмахлани асра: "Эпĕ _ аттепе аннен кĕçĕн ывăлĕ, манăн вĕсене пăхмалла, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелле", _ терĕ. Сăмахне вăл çирĕп тытрĕ. Вăрçă çулĕсенчи ытти ачасем те Георгий пекех тăван яла, çĕршыва юратма вĕреннĕ, ялти ĕçсене хăнăхнă.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика