Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.17 Комисси ларăвĕ

 

17.03.2010
"Елчек ен"
(Хамăр корр.).
 Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитесси нумай юлмарĕ. Ăна хатĕрленсе ирттерес енĕпе районта ятарлă комисси туса хунă. Виçĕм кун комисси хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый ертсе пычĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан пай ертỹçи И.Аникина палăксене юсас ĕç пирки чарăнса тăчĕ. Районта вăрçăра вилнисене асăнса лартнă 43 палăка реестра кĕртнĕ. Вĕсем ял тăрăхĕсем, хуçалăхсем çинче шутланса тăраççĕ. Хăшĕ-пĕрисене вăхăтра юсаса, пăхса тăраççĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Хĕрлĕçырти, Аслă Пăла Тимешри, Аслă Елчĕкри палăксене вара тĕпрен юсамалла. Район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксемпе обелисксене уяв çитесси пĕр-икĕ кун юлсан юсама, тирпей-илем кĕртме тытăнас йăлана сивлерĕ. Çак ĕçе ял тăрăхĕсен, хуçалăхсен, шкулсен пĕрле маларах пурнăçламалла. Палăксемпе обелисксен юсавлăхне, вĕсен таврашне тирпей-илем кĕртнине ятарлă комисси ака уйăхĕн вĕçĕнче тĕрĕслесе тухать. Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Н.Малышкин шкул ачисене патриотла воспитани парас енĕпе шкулсенче туса ирттерекен мероприятисемпе паллаштарчĕ. Шкул ачисем вăрçăпа ĕç ветеранĕсен аса илĕвĕсене çырса илеççĕ, вĕсене кил-çуртри ĕçсене тума пулăшаççĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин, афган, чечен вăрçисен участникĕсемпе тĕл пулаççĕ, çарпа спорт вăййисене хутшăнаççĕ тата ытти те. Ларура паллăрах мероприятисен, ветерансен аса илĕвĕсен электронлă варианчĕсене хатĕрлессине йĕркелесе яма сĕнỹ пулчĕ. Культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ А.Александрова Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă культура мероприятийĕсем çинчен каласа пачĕ. Ларура Елчĕк, Аслă Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсен ертỹçисем В.Сайкин, В.Малов, В.Кузьмин ял тăрăхĕсенче Аслă Çĕнтерỹ кунне хатĕрленсе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕç.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика