Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.17 Ветерансем савăнчĕç

 

17.03.2010
"Елчек ен"
В. КАССИРОВА.
 Аслă Елчĕкри культура çуртне вăрçă ветеранĕсемпе тылра ырми-канми вăй хунă ватăсем пуçтарăнчĕç. Тăван çĕршывăн 1941 _ 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ ятпа вĕсене юбилей медалĕсем парса чыс турĕç. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн çапăçнă ветерансемпе тыл ĕçченĕсем умĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Афанасьев тухса калаçрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вĕсене кашнине ятран палăртса тав турĕ. Ун хыççăн ветерансене ялти шкулта вĕренекенсем саламларĕç, вĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Эпĕ те тыл ветеранĕ, çак уяв-тĕл пулăва хутшăнма тивĕçлĕ пулнипе усă курса кунта килнисене хисеплесе хам çырнă "Тыл тĕрекĕ" сăвва вуласа патăм. Чылайăшĕн куçĕсем те шывланчĕç, тав турĕç.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика