Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.17 Медаль илнĕ ятпа саламланă

 

17.03.2010
"Елчек ен"
Присоединенное изображение
"Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтер-нĕренпе 65 çул" юбилей медальне тивĕçлĕ пулнисен пĕр ушкăнне иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Çак йышра Ĕнел ялĕнче пурăнакан Алексей Митрофанович Шапошников та пулнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ юбилей медальне Чăваш Республикин Президенчĕн Н. Федоровăн тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн Г. Рапотан аллинчен илме тивĕç пулнă. Алексей Митрофанович Шапошников 1924 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ĕнел ялĕнче çуралнă. Ăна 1942 çулта çара илнĕ, 62-мĕш танк полкĕнче çапăçнă, наводчик пулнă. А. Шапошникова Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе, "Хăюлăхшăн", "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", юбилей медалĕсемпе наградăланă. Мирлĕ пурнăçра Алексей Шапошников Елчĕкри райпора экспедитор, Караганда хулинчи шахтăра, районти Сельхозтехникăра инженер-товаровед пулса ĕçленĕ. 1972-1994 çулсенче акционерсен "Прогресс" хупă обществинче бригадирта тăрăшнă. Пархатарлă ĕçшĕн ят-сума тивĕç пулнă. Сăн ỹкерчĕкре: А.Шапошников Н.Федоровпа тата Г.Рапотапа.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика