Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.13 Вăрçă ачисем те хисепе тивĕç

Вăрçă ачисем те хисепе тивĕç

13.03.2010
"Елчек ен"
О.МИРОНОВА, пенсионерка.
Аслă Аттелĕхĕн вăрçин участникĕсен шучĕ çулсерен чаксах пырать. Таяпа Энтри ялĕнче ветерансем 5 çын анчах тăрса юлчĕç. Вĕсенчен пĕри _ Сергей Никитович Соколов. Вăл çăмăл автомашина илме те тивĕçлĕ пулчĕ. "Ока" машинăпа Елчĕкри больницăна каймалла пулсан 80 çултан иртнĕ ватăсене кỹршĕре пурăнакан А.Карсаков водитель илсе çỹрет. С.Н.Соколовăн ачисем виççĕшĕ те хулара пурăнаççĕ те, ашшĕ-амăшĕ патне час-часах килсе çỹреймеççĕ. Вăрçă ветеранĕсен çемйисем ялта халĕ ытлăн-çитлĕн пурăнаççĕ, мĕншĕн тесен патшалăх вĕсене уйăхсерен укçа-тенкĕ парса пулăшать. Çакна ватăсем чăннипех тивĕçлĕ. Вăрçă вучĕ витĕр тухса сывă тăрса юлнă ветерансем ватлăх çулĕсене тивĕçлипе пурăнса ирттерччĕр, вĕсем чăтнă асапа çамрăксен нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ çемьесенче ỹснĕ ачасем те ватăлса пыраççĕ, ун пек çынсем ялта çирĕм иккĕн. Вăрçă ачисем ашшĕсĕр пурăнса мĕнле йывăрлăхра ỹснине каласа пĕтерме те çук. Хăш-пĕр çемьере 5-6 çамрăк ача ашшĕсĕр тăрса юлнă. Вăрçă чарăнсан та вĕсем часах ура çине тăрайман. Ашшĕ çуккипе ачисем амăшĕсене пулăшас тесе мĕн пĕчĕкренех йывăр ĕçе кỹлĕннĕ. 10 çулхи ачасем çурлапа тырă вырнă, кĕлте çыхнă, çара уран хăмăл тăрăх çỹресе пучах пуçтарнă, çум çумланă, колхоз лартнă улăхри купăста лаптăкне çырмаран кĕвентепе шыв йăтса шăварнă, килĕсенче кăмака, мунча хутма çулла ĕне выльăхăн типнĕ каяшне пуçтарнă. Килти хуçалăхра пуçтарăннă тислĕке шыв сапса, çара уран таптаса çăрнă, унран кăмака хутма кирпĕч çапса типĕтнĕ, тăмран кирпĕч çапнă. Пĕчĕк çуртсене, выльăх витисене çав кирпĕчрен купаланă. Хамăр çулхи ачасемпе Елчĕке кайса тăм кирпĕч валли тăм çăрнине, çынсене кирпĕч çапса панине паянхи пекех лайăх астăватăп. 3-шер тенкĕ укçа ĕçлесе илеттĕмĕр. Киле мĕн тери савăнăçпа таврăнаттăмăр. Мăшăрсăр тăрса юлнă хĕрарăмсем каласа панă тăрăх, тутар тăрăхне вутă шырама кайма лаша çыртарса илме колхоз председателĕ патне темиçе хут кĕрсе йĕрсе ыйтсан та лаша час тивĕçмен. Арçынсăр çемьесене хисепе пит хурасшăнах пулман. Вăрçă хыççăнхи çулсем те çакăн пек çемьесемшĕн йывăр пулнă. Ашшĕсем вăрçăран таврăннă ачасем çăкăр çинĕ пулсан, ашшĕсем çук ачасем мезга пашалу чăмлаттăмăр, вĕсем çинине ăмсанса пăхаттăмăр. Эпĕ хам та çак нушана чăтса ỹснĕ. Атте хыпарсăр çухални çинчен вăрçă чарăнсан 12 çултан анчах пĕлтерчĕç. Малтанах атте пирки хыпар пулманнипе пирĕн çемье нимĕнле патшалăх паракан пулăшу укçине те илеймен. 1953 çулта 7-мĕш класс пĕтерсен хăш-пĕр тантăш-хĕрсем Канаша медицина училищине вĕренме кĕме заявлени пама кайрĕç. Эпĕ вара, машинăпа ларса кайма 2 тенкĕ укçа тупайманнипе, килтен тухаймарăм. Патăрьелĕнчи педагогика училищине 38 çухрăма çуран утса вĕренме кайрăм. Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл пулмарĕ, киле çуран таврăнаттăм. Кутамккана пĕр çаврака çăкăр чиксе Патăрьелне утаттăм. Пĕр çаврака çăкăрпа икĕ эрне таранах пурăнма пулатчĕ. Çак çулсенче пирĕн килте те тырăран авăртнă çăнăхран çăкăр пĕçерме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Çул çинче нихăçан та пĕр машина тĕл пулса лартнине ас- тумастăп. Çуранах утнă, çапах чăтнă, вĕренес тесе тăрăшнă. Каникул вăхăтĕнче çулла колхозра çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Пирĕн ушкăнра ман пек ашшĕсĕр ачасем чылаййăнччĕ. Кавал ялĕнчи П.Я.Школьников та тăлăх ачаччĕ, амăшĕ те çукчĕ унăн. Аслă пĕлỹ илсен вăл Каркалар ялĕнчи шкулта мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех директор пулса ĕçлерĕ. Унтах çурт-йĕр çавăрчĕ, çемьеллĕ пулчĕ. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен К.М.Леонтьева та пиртен 3 çул маларах вĕренсе тухрĕ. Унăн ашшĕ те вăрçă хирĕнче çухалнă, амăшне йăмăкĕпе иккĕшне ура çине тăратма çăмăл пулман. Клавдия Михайловна та аслă пĕлỹ илсе шкул директорĕнче, парти райкомĕн секретарĕнче нумай çул ĕçлерĕ. Нуша кулач çиме вĕрентет тесе ахаль каламан-тăр çав ваттисем. Тăлăха юлнă салтак ачисем пурте çирĕп чун-хаваллă пулса çитĕнчĕç, йывăрлăхсене çĕнтерсе тĕрĕс çулпа утма пултарчĕç. Шел пулин те, хальхи вăхăтра вăрçă ачисене аса илсех каймаççĕ. Хам ватăлнипе-и, тен, çакăн çинчен аса илтерес килет. Вĕсем çинчен хаçатра çырса пĕлтерсен, Çĕнтерỹ 65 çул çитнине паллă тунă чухне вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне вăрçă участникĕсемпе пĕрле вĕсене те пуçтарса митинг ирттерсен питĕ аван пулнă пулĕччĕ. Унта вĕсен ашшĕсен хушамачĕсене те çырса хунă-çке. Ял тăрăхĕн администрацийĕсем çакна йĕркелеме мехел çитерсен вăрçă ачисемшĕн пысăк хисеп пулнă пулĕччĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика