Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.20 Тылра та ĕçленĕ, фронтра та çапăçнă

Элекçей Тимеш ялĕнчи М.Алюкин 85 çулта ĕнтĕ. Нумай вăхăт иртсен те вăрçă çулĕсем асĕнчен тухмаççĕ шурă çỹçлĕ ветеранăн. Ĕлĕкхине аса илсе калаçма пуçласан унăн сасси чĕтревлĕн тухать, сăнĕ улшăнать. Йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ Моисей Васильевич. Çемьере асли пулнă май пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçма тивнĕ унăн. Ашшĕ инвалид пулни ултă ачаллă çемьене тата та пысăк йывăрлăха кĕртсе ỹкернĕ. Çавăнпа та 7 класс таран анчах вĕреннĕ Моисей. Вăрçă пуçлансан М.Алюкина, М.Хрисанова, Н.Гаврилова тата ытти çамрăксене Сăр юхан шывĕ хĕррине окоп чавма илсе кайнă. 1943 çулхи раштав уйăхĕнче Моисейăн çар ретне тăма ят тухать. Вăл вăхăтра М.Алюкина Канаш районĕнчи вăрмана йывăç тиеме илсе кайнă пулнă. Шартлама сивĕ кун ун патне вăрмана ялти Тимук Голубцов пырать, çар ретне тăма повестка панине пĕлтерет. Çемйипе, ял-йышпа сыв пуллашса Моисей Елчĕкри çар комиссариатне çул тытнă. Районти 60-а яхăн çамрăка Иваново облаçĕнчи Шуя хулине илсе кайнă. Кунта 354-мĕш вĕренỹ полкĕнчи пулемет батальонне вĕренме янă вĕсене, кайран _ фронта. Тỹрех Курск пĕккинчи хĕрỹ çапăçусене хутшăнма тивет М.Алюкин пулеметчикăн. 2-мĕш танк армийĕн 9-мĕш танк дивизин 57-мĕш мотострелковăй бригадине лекет вăл. Днестр юхан шывĕ хĕрринчи çапăçура Моисей Васильевич ураран аманнă. Медсанбатра сипленнĕ хыççăн каллех çапăçусене хутшăнать Элекçей Тимеш каччи. Ун хыççăн тата та икĕ хутчен аманать. Прут юхан шывĕ урлă каçса Румыние, унтан Варшавăна ирĕке кăларма хутшăнать, Германие çитет М.Алюкин. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ пирĕн халăхшăн мĕн тери пысăк савăнăç пулнине каламасăрах паллă ĕнтĕ. Вăрçă хыççăн та çар тумне хывмасть Моисей Васильевич. Германинче кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкулта вĕренет. Аслă сержант 1950 çулччен тĕрлĕ вырăнта службăра тăрать. Яла таврăнсан вăл тỹрех мирлĕ ĕçе кỹленет. 1951 çулта Лаш Таяпа пикипе Олимпиада Григорьевнăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕлеççĕ вĕсем. Олимпиада Григорьевна 1964 çултанпа Элекçей Тимешри кĕçĕн çулхи ачасене тарăн пĕлỹ парассипе тимлет, Моисей Васильевич вара Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕнче 2 теçетке çул ытла вулканизаторта ĕçлет. Ырă ĕçĕпе палăрса сахал мар тав хутне, наградăсене тивĕ-çет. Виçĕ ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Ĕнерхи ветеранăн кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, "Хăюлăхшăн", "Берлина илнĕшĕн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн" тата ытти медальсем йăлтăртатаççĕ. Паянхи кун ватăсем Андрей ывăлĕн çемйипе пурăнаççĕ. Ватăсемпе çамрăксем пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ. Надьăпа Саша мăнукĕсем Елчĕк шкулĕнче вĕренеççĕ. 8 теçетке урлă каçнă пулсан та Моисей Васильевич куçлăхсăрах хаçат вулать, хăлхи те аван илтет унăн. Е.ПЕТРОВА.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика