Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.20 Вутра туптаннă çамрăклăх

 

20.02.2010
"Елчек ен"
М.ЛЯЛЕНКО. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ.
Кỹлпуç каччи Олег Семенов çар службине 1985 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче тăнă. Шăпа ăна Узбекистанри Термез хулине илсе çитернĕ. Кунта çамрăк салтак икĕ уйăха яхăн çар ăсталăхне алла илет. Вĕренỹ тапхăрĕ вĕçленсен йĕкĕте МАЗ-504В автомашина шанса параççĕ. Çакăнтан пуçласа вăл уншăн вăрçăри "тусĕ" пулса тăрать. Раштавăн 20-мĕшĕнче Елчĕк район каччине ытти салтаксемпе пĕрле Афганистанри Хайротон хулине илсе каяççĕ. Калас пулать, Термез хули Пяндж ятлă юханшыв хĕрринче вырнаçнă. Вăл _ Афганистанпа Узбекистан чикки. Афганистана çитес тесен Пяндж урлă кĕперпе анчах каçмала. Олег службăра тăракан автобатальонăн тĕп тĕллевĕ Пули_Хумрипе Кабул хулисене кирлĕ груза вăхăтлă та тĕрĕс-тĕкел илсе çитересси пулнă. Çак туллă-сăртлă вырăнта икĕ çула яхăн служба тивĕçне пурнăçлама тивнĕ унăн. Водительсен рейссем вăхăтĕнче тимлĕхе пĕр самант та çухатма юраман. Пĕчĕк йăнăш е тимсĕрлĕх кирек хăш вăхăтра та пысăк хăрушлăх патне илсе çитерме пултарнă. Рейса тухиччен водительсен машинăсене çине-çинех тĕрĕсленĕ, тĕплĕн юсанă. Çак ĕçе çĕрлене, сивве е шăрăха пăхмасăр пурнăçланă. Мĕншĕн тесен рейс вăхăтĕнче автоколоннăри пĕр машина пăсăлсан пĕтĕм колоннăн чарăнма тивнă. Пĕр вырăнта тăракан машинăсем çине душмансем тапăнас хăрушлăх пысăк пулнă. _ Тавар тиенĕ автомашинăсемпе тăвалла хăпарма уйрăмах йывăрччĕ, çавна май тягачсене чĕнсе илетчĕç. Вĕсем пирĕн машинăсене сĕтĕрсе хăпаратчĕç, _ аса илет паян О.Семенов. _ Сивĕсем вырăн-вырăнпа 30-35 градуса та çитетчĕç. Пĕринче апат-çимĕç тиенĕ 90 автомашинăран тăракан пирĕн колонна Кабул хулине çитрĕ. Манăн машина колоннăн юлашки ушкăнĕнче. Темле сăлтава пула маларах пыракан машинăсем чарăнса ларчĕç. Çак самантра хулари халăхăн пĕр ушкăнĕ автомашина кузовĕсем çине хăпарса кайрĕ те тавар хунă ешчĕксене çĕре ывăтма пуçларĕ. Мĕн тумалла? Пирĕн Афганистанри мирлĕ халăхпа уйрăмах асăрхануллă пулмаллаччĕ. Вĕсене хăратса хăвалама мар, хăмсарма та юрамастчĕ (ку тĕлĕшĕпе питĕ çирĕп хушу пулнă, хулари 10-12 çулсенчи ачасем те автоматсемпе çỹренĕ). Юрать-ха машинăсем вăхăтра хускалса кайрĕç, çавна май хула çыннисем сике-сике юлчĕç. Тавара вĕсем хăйсен хушшинче пайлама тытăнчĕç. Пĕринче Олег пыракан автомашинăсен колонни хирĕç килекен тепĕр колоннăпа тĕл пулнă. Пĕр кабинăра пыракан каччăн карттусĕн сăмси çинче Олег "Чувашия. П-Пинеры" тесе çырса хунине асăрхаса ĕлкĕрнĕ. Тинкеререх пăхсан вăл хăйĕн юлташне Ростислав Яшина палласа илнĕ. Анчах та ниепле те чарăнса калаçма май пулман. Тепринче О.Семенова ăнать. Пули-Хумри хулинче вăл Патреккел каччине А.Миллина тĕл пулать. Вĕсем çар ретне пĕр вăхăтрах тăнă пулнă. Çур сехет çеç пулин те чăвашла калаçса чунĕсене йăпатаççĕ ентешсем. Интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă О.Семенов паянхи кун Кỹлпуç ялĕнче пурăнать. Икĕ ача ашшĕ вăл. Хĕрỹ вырăнта çар тивĕçне пурнăçланăскерĕн наградăсем сахал мар. Афган вăрçи хăйне Раççее, Чăваш çĕршывне тата та хытăрах хаклама, юратма вĕрентнине палăртать паян воин-интернационалист.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика