Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.20 Виçĕ ывăлĕ те çар çынни

 

"Елчек ен"
Присоединенное изображение
Ывăл-хĕрне тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, çĕршыва юрăхлă çын тунă çемьесем пирĕн районта сахал мар. Энтепери Владимир Филипповичпа Валентина Александровна Клементьевсен туслă çемйи пилĕк ача пăхса ỹстернĕ: Антонина, Леонид, Олимпиада, Станислав, Петр. Паянхи кун пурте çемьеллĕ вĕсем. Тăрăшуллă та харсăр ачисемпе савăнмалли те, мухтанмалли те пур Клементьевсен. "Мĕн акатăн, çавă шăтать", _ тесе калаççĕ халăхра. Владимир Филипповичпа Валентина Александровна ял çинче ырă ятлă. Тỹрĕ кăмăллăхпа çынлăхлăха, ĕçченлĕхе, тирпейлĕхе мала хурса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнса халăх хисепне çĕнсе илнĕ, ачисенче те çак паха енсене аталантарса пынă. Вĕсен виçĕ ывăлĕ те пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Арçын ачасем мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă пулнă, тỹсĕмлĕхе мала хунă, ответлăха туйса ỹснĕ. Леонид _ çемьери иккĕмĕш ача, 1969 çулта çуралнă. Служба тивĕçне вăл чикĕри çарсенче музыка взводĕнче пурнăçланă. Служба хыççăн та вăл çак взводрах юлнă. Леонида вĕрсе каламалли музыка инструменчĕсемпе вылякансен ушкăнне ертсе пыма шаннă. Вунă çул службăра пулнă хыççăн вăл отставкăна тухнă, хăйĕн çемйипе тĕп хуламăра куçса килнĕ. Паянхи кун Л.Клементьев Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводĕнче мастерта тăрăшать. Клементьевсен иккĕмĕш ывăлĕ 1973 çулта кун çути курнă. Станислава 1991 çулта салтака илнĕ. Киеври çар округĕнче службăра тăма пỹрнĕ ăна шăпа. Водитель-электрик, водитель-моторист должноçĕсене пурнăçланă вăл. 1992-1993 çулсенче Ярославльти прапорщиксен шкулĕн курсанчĕ пулнă. 1993-1995 çулсенче Энтепе каччи Ярославльти финанспа экономика çар университетĕнче пĕлỹ илет. Ярославль, Псков, Североморск, Архангельск, Калининград хулисенче вырнаçнă çар чаçĕсенче тĕрлĕ должноçпа çар службинче тăма тивет ăна. Рядовойран пуçласа майор таран ỹсет Елчĕк каччи. Клементьевсен кĕçĕн ывăлĕ Петр 1975 çулта çуралнă. Вăл хăйне çар çынни пулма служба ретне тăричченех хатĕрленĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн ДОСААФăн Канашри автошкулĕнче вĕреннĕ. 1993-1994 çулсенче çамрăк ШĔМĕн шалти çарĕсенче çар тивĕçне пурнăçланă. Салтакран таврăнсан Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинче вĕренсе аккомпаниатор-баянист специальноçне алла илнĕ. Пĕр вăхăт Елчĕкри культура çуртĕнче илемлĕх руководителĕн должноçĕнче тăрăшнă йĕкĕт. Мăшăрланнă хыççăн Шупашкарти заводра, пĕр вăхăтрах ШĔМĕн Калинин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче ведомство тулашĕнчи хуралта вăй хурать. Çапах та çар ĕçĕ хăй патнех туртать ăна. 2001-2002 çулсенче Петр Ярославль хулинчи мичмансем тата прапорщиксем хатĕрлекен шкулта вĕренсе финансист специальноçне алла илет, ун хыççăн Мурманск облаçĕнчи Североморск хулине яраççĕ ăна. Паянхи кунччен Çурçĕр Флотри "Маршал Устинов" ракетăллă крейсер çинче контракт мелĕпе службăра тăрать аслă мичман. Пĕлĕвне тата та ỹстерес тĕллевпе службăра тăнă вăхăтрах (2003-2009 çулсенче) Мурманск хулинчи университетра куçăмсăр майпа вĕренсе "экономист" профессине алла илнĕ. Клементьевсен хĕрĕсем те ывăлĕсем пекех тăрăшуллă. Аслă хĕрĕ Антонина педагог-музыкант. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ 20 çул ытла. Халĕ вăл Шупашкар районĕнчи Хыркассинчи музыка шкулĕнче "Фольклор искусстви" уйрăмĕн ертỹçинче тата концертмейстерта тăрăшать, нумай çул ĕнтĕ "Тивлет" ансамбле ертсе пырать. Тепĕр хĕрĕ Олимпиада бухгалтер ĕçне суйласа илнĕ. Паянхи кун тĕп хуламăрти пĕр ача садĕнче вăй хурать.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика