Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.13. Вăрçă çулĕсем манăçмаççĕ

 

 
"Елчек ен"
Кĕçех, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитет. Çак хаяр вăрçă пирĕн халăха пысăк инкек илсе килнĕ. Унăн суранĕ нумай çемьене паян та аса илтерет. Вырăскасси тата Çуткỹл ялĕсенчен вăрçа 328 çын тухса кайнă, каялла вара 202 çын çаврăнса çитнĕ. Нумайăшĕ тăван килĕсене сусăрланса таврăннă. Халĕ çак икĕ ялта вăрçă вучĕ витĕр тухнă 4 çын çеç пурăнать. Шкул ачисем, çамрăксем Аттелĕхĕн Аслă вăрçи çинчен ытларах пĕлме тăрăшни савăнтарать. Ун пирки вара вăрçă хирĕнче вилĕмпе куçа-куçăн тăнă ветерансем кăна чăннипе каласа пама пултараççĕ. Çак тĕллевпе чĕнчĕç те ĕнтĕ тĕл пулăва Çуткỹлĕнче пурăнакан Николай Терентьевич Сидорова ялти библиотекăна пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсем. Н.Т.Сидоров чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 1939 çулта Челябинск хулинчи ФЗОна вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен заводра нумай ĕçлесе ĕлкĕреймен. 1942 çулта чăваш каччине Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Ленинград фронтне чи хаяр çапăçусем пынă вырăна лекет вăл. Ун чухне Нева çинчи хулана фашистла Германи çарĕсем пур енчен те хупăрласа илнĕ. Хула çыннисен кăна мар, хулана хỹтĕлекен салтаксен те выçлăха, сивве пĕр пек тỹссе ирттерме тивнĕ. Вăрçă ветеранĕн блокадăри йывăрлăхсене аса илнĕ май чунĕ хурланчĕ. Ачасем ăна тимлĕн итлерĕç, вăрçă, выçлăх мĕн иккенне чĕрисемпе туйса илчĕç. Шкул ачисем ветерана юрă-сăвăпа саламларĕç, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика