Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.10. Кăмăллă курав

 

"Елчек ен"
В.ГРИГОРЬЕВА.
Присоединенное изображение
 пурне те килĕшрĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă "Çĕнтерỹ паллисем" курава республика шайĕнчи выставка-конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕпе йĕркеленĕ. Малтанхи тапхăрта _ чỹк, раштав уйăхĕсенче ялсенчи культура учрежденийĕсенче çакăн пек куравсем ирттернĕ. Ку хутĕнче ялсенчи чи лайăх ĕçсенчен хатĕрлерĕмĕр, çавăнпах пулĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Шупашкартан килнĕ ятарлă ушкăн "Çĕнтерỹ паллисем" курава çỹллĕ шайра йĕркеленине палăртрĕ. Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕн пĕрремĕш хутĕнче фойере каçхине пуличченех ĕçлерĕ курав. Уйрăмах Елчĕк ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем унта активлă хутшăннине палăртмалла. Патреккелĕнчи З.П.Блиновăн хăваран çыхнă япалисен умĕнчен çын татăлмарĕ, чылайăшĕ ытармалла мар хитре карçинккасене тытса пăхса тĕлĕнчĕ. Пукансене, савăт-сапана пит килĕшỹллĕ те çыпăçуллă çыхса хатĕрленĕ ăста. Пĕри тепринчен илĕртỹллĕрех курăнать. Ахальтен мар пулĕ унăн ĕçĕсене республикăри выставка-конкурса тăратма суйласа илчĕç. Элекçей Тимешĕнчи Борис Михайлович Пятаковăн ĕçĕсене те халăх кăмăллать. Ылтăн алăллăскер, йывăçран касса мĕн кăна ăсталамасть пулĕ? Ялти ал ăсталăх çуртĕнче ятарлă кружока тах-çантанпах ертсе пырать. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн пушă вăхăта ытларах кружока çỹрекен ачасемпе ирттерет. Тĕрлĕ тĕслĕпралуксенчен çыхса тунă чей ĕçмелли хатĕр курма пынисене хăй патнелле кăчăк туртрĕ. Сăмавар, куркасен илемĕ иксĕлми. Стена çине çакмалли пысăк сехет эрешĕсене мĕнле кăна туса пĕтернĕ-ши? Б.Пятаковăн 20-е яхăн ĕçĕнче курса тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче те алă ĕçне ăста çынсем сахал мар. Елизавета Мартерьевна Захарова тĕрленĕ тĕрĕсем пуринчен те хитререх пулнипе палăрчĕç. Е.Захарова хăй ĕмĕрне ачасене пĕлỹ парас ĕçре ирттернĕ, халĕ чун апатне вăл илемлĕ тĕрĕсенче тупать. Тĕрĕ ăстин салфеткисем, пит шăллисем кирек кама та тыткăна илмелле. Елизавета Мартерьевнăпа пĕр тăван Нина Захарова туса хатĕрленĕ тухьясемпе масмаксене, хушпуна, тивете, мăй çаккине мĕнпе хакламалла-ши тата? Ялти кану центрĕнче бисертан масмаксем, мăй çаккисем çыхас енĕпе кружока çỹрекенсен йышĕ çулсеренех ỹссе пырать. Кану центрĕн директорĕ О.Муравьева хăй те ылтăн алăллă, çинçе лентăран тĕрĕ тĕрĕлес енĕпе ăна çитекенни çук та пулĕ. Кану центрĕнчи кружок Ольга Петровнăпа Нина Мартериевна тăрăшнипе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вырăскассисем _ бисертан тĕрлĕ япаласем çыхас тĕлĕшпе чăн маçтăрсем. Куравра ялти культура çуртĕнчи "Ăста алăсем" кружокăн 25 ĕçĕпе паллашма пулчĕ. Кружок ертỹçи Евгения Николаевна Корнилова нумай ачана çак ĕçе хăнăхтарнă. Çыхса хатĕрленĕ тухьясем, мăй çаккисем кашнинех хăйне кура илемлĕ те илĕртỹллĕ. Вĕсене пуçа тăхăнса, мăй çине çакса мăнаçланас килет. Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнчи Р.Н.Парферьева ертсе пыракан вĕренекенсен ĕçĕсен ытарлăхĕ çăл куç таппиллĕ. Мĕн кăна тума пĕлмеççĕ кунти ачасем? Куравра Аттелĕхĕн Аслă вăрçин темипе ỹкернĕ картинăсем тĕп вырăн йышăнчĕç. Вĕсем пурте ырă сăмаха тивĕçлĕ. Чăваш тумĕсемлĕ пуканесене те чунтан юратмалла. Курнавăшри А.В.Юхмин ỹкер-чĕкĕсем, хаяр вăрçă çулĕсене сăнарласа кăтартнăскерсем, тарăн шухăша яраççĕ. Курава тăратнă пилĕк картинăна та лайăх хак пама пулать. Анатри Тимешре пурăнакан, Тăрăмри культура çуртĕнче ĕçлекен Вячеслав Захаров пултарулăхне районта пурте пĕ-леççĕ, вăл юрă та, сăвă та çырать, купăспа ăста вылять. Портретсем ỹкернине вара пурте пĕлмеççĕ курăнать. Хăйĕн аслашшĕне, вăрçă ветеранне А.П.Прокопьева Вячеслав Германович хăй ỹкернĕ портретра курса савăнать çеç мар, çынсене те хавхалану кỹрет. Районти шкулсенчи ачасем вăрçă ветеранĕсене халалласа тĕрĕленĕ салтак тутăрĕсем те курава илем кỹчĕç. Хăш-пĕр салтак тутăрĕ вăрçă ветеранĕн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарать, иккĕмĕшĕ утса тухнă вăрçă çулĕсене сăнарлать. Салтак тутăрĕ тĕрĕленĕ шкул ачисене маттурсем тесе хакларĕç куракансем. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи Н.Ишмуратова ертсе пыракан кружок ĕçĕсем (бисерпа çыхаççĕ), историпе тăван тавралăх музейĕнчи чăн чăваш тĕррин кружокĕн ĕçĕсем те курава самаях пуянлатрĕç.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика