Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.06. Вăрçă ветеранĕ 90 çулта

 

"Елчек ен"
Пирĕн халăх Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа кăçал 65 çул çитет. Çулсем иртсессĕн те эпир хаяр вăрçăра пуç хунă ентешсене аса илетпĕр, ветерансем умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Шел, вăрçăран тăван килĕсене çаврăнса çитнĕ ветерансен йышĕ те чакса пырать. Сыввисем те ватăлса пыраççĕ. Çакăн пек паттăрсенчен пĕри, Сăрьелĕнче пурăнакан Имаметдин Гималетдинович Заббаров нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче 90 çул тултарчĕ. Хĕрлĕ Çар ретне вăл 1940 çулта тăнă. 1941 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Хаяр вăрçă çулĕсене утса тухнă. 1946 çулта çеç тăван яла таврăннă. Çийĕнчех хĕрỹ ĕçе пуçăннă. Çăмăл килмен вĕсене, ĕнерхи фронтовиксене, юхăннă ял хуçалăхне ура çине тăратма. Тивĕçлĕ канăва тухичченех "Победа" колхозра механик, механизатор пулса ĕçленĕ. Ăна "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ят панă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Тăван çĕршыв вăрçин II степень орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă. Çак кунсенче вăрçă ветеранне 90 çул тултарнă ятпа район пуçлăхĕ Н.Миллин, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай ертỹçи И.Аникина, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, тăванĕсем, ял-йыш саламланă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин И.Заббарова асăнмалăх парне панă май вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, вăрçă хыççăнхи çулсенче хастар ĕçленĕшĕн тав тунă. Çулĕпе çамрăк мар пулин те И.Заббаров хăйне лайăх туять. Хăй нумай çул пурăннине вăл сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе, ĕçе юратнипе, юнашар ăна яланах юратакан тăванĕсем, çывăх çыннисем пулнипе ăнлантарать. Юбилей ячĕпе саламлама килнĕ хăнасене ветеран тав тунă, Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарнине сыввăн кĕтсе илме шантарнă.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика