Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010. 02.03. Ăçта-ши аттен вил тăприйĕ?

 Пирĕн атте, Макар Семенович Мальцев, 1898 çулта хамăр районти Тỹскел ялĕнче çуралнă. Вĕсем тăххăрăн пĕр тăван пулнă: сакăр ывăл тата пĕр хĕр. Атте çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Çул çитсен ăна салтак службине илсе кайнă. Граждан вăрçинче _ Чапаевăн 25-мĕш стрелковой дивизийĕнче çапăçнă вăл. Вăрçă хыççăн киле таврăннă атте. 1927 çулта Макар Мальцев Кĕçĕн Елчĕк ял Советĕнче ĕçлеме пуçланă, парти ретне тăнă. Колхозсем йĕркелеме пуçласассăн атте лашипе урапине, лаша кỹлмелли хатĕрсене чи малтан колхоза кайса панă. "Манăн пĕртен-пĕр кĕмĕл мăй çыххине те кайса пачĕ аçу", _ çапла аса илетчĕ каярах анне. Колхозсем йĕркеленсе кайсан Макар Семенович чылай çул бригадирта ĕçленĕ. 1940 çулта çулла нумай çемьесем Карело-Финн Республикине куçса кайнă. Пирĕн аттепе анне те хăйсен пилĕк ачине çавăтса тухса кайнă. Эпĕ, çемьере чи кĕçĕнни, 1941 çулхи нарăс уйăхĕнче çуралнă. Çĕнĕ вырăнта та пирĕн атте бригадирта, аслă тете _ Вася конюхра ĕçленĕ. Хаяр вăрçă пуçланнă хыççăн июль пуçламăшĕнче пурне те 3 кунлăх апат илсе лашасемпе вăрмана тарма хушнă. "Унта мĕн курнисене аса илес пулсан, пĕр кĕнеке те çырса пĕтерме çук", _ аса илет халĕ Юля аппа. Вăл 1928 çулта çуралнă, вăрçă пуçланнă çул 13-ри хĕр ача пулнă. Паянхи кун Ĕнел ялĕнче хăйĕн çемйипе пурăнать. Виçĕ уйăх çурă тарса, пытанса пурăннă вĕсем вăрмансенче. Вăл вăхăта Юля аппа çапла аса илет: "Çырла нумайччĕ. Витрипех татса атте çывăхри госпитале аманнă салтаксене кайса паратчĕ. Унти ялсене веçех çунтарса пĕтернĕччĕ, кăмакисем çеç тăрса юлнăччĕ". Çапла нушаланса çỹресен юпа уйăхĕн вĕçĕнче яла çитнĕ 6 ачаллă çемье. Пурăнма çурт пулманран ял хĕрринчи пĕр мунча пек пỹрт панă вĕсене. Аслă тетене (вăл 1924 çулта çуралнă пулнă) вăрçа илсе кайнă. 1943 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 45 çулхи аттене те вăрçа ăсатнă. Çакăн хыççăн 5 ачипе тăрса юлнă анне вут çинчи пек çуннă. Ачисене тăрантарас тесе хăйне хĕрхенмесĕр ырми-канми ĕçлеме тивнĕ унăн. Мăшăрĕнчен пурĕ те виçĕ çыру çеç илнĕ вăл. Юлашки çырăвне çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче (1943 çул) Воронеж хулинче çырнă пулнă. Хамăр ялти Сильван Андреевич Зайцевпа пĕр чаçре çапăçнине пĕлтернĕ. С.Зайцев учитель пулнă. Вăрçăран килне таврăнсан вăл çапла каласа панă: "Эпир Макар Семеновичпа пĕр чаçре пулнă. Днепр шывĕ урлă пĕтĕм салтака (вĕсен йышĕнче атте те пулнă) йывăçсенчен касса тунă сулăсем çине лартса тепĕр енне каçарма пуçларĕç. Ирсĕр нимĕçсем çакна сиссе салтаксем çине питĕ хаяррăн тапăннă, Днепр шывĕ хĕп-хĕрлĕ юхрĕ вăл вăхăтра. Салтаксенчен пĕри те сывă юлман". Аттен вилнĕ хучĕ те час килмен. "Аçу алăка уçса пỹрте кĕрсе тăрасса темиçе çул кĕтрĕм", _ пĕрре мар аса илетчĕ анне. Çапла эпир аттесĕр тăрса юлнă, унăн вил тăприйĕ пуррипе çуккине те пĕлместпĕр, пĕлекен те çук, "хыпарсăр çухалнисене" шыраттарса ярсан та тупаймаççĕ. Тавах аннене. Питĕ çирĕп хĕрарăмччĕ вăл, пире ултсăмăра та пăхса ỹстерсе çĕршыва юрăхлă çынсем турĕ. Пурте çемьеллĕ, арçын ачасем салтака юрăхлă пулчĕç. Халĕ эпир виççĕн çеç юлтăмăр ĕнтĕ. Асли, Вася, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Паянхи кун Алма-Ата хулинче пурăнать. Питĕ хисеплеççĕ ăна унта, ялан депутата суйлатчĕç. Хăй ĕçлекен заводра унăн сăнĕ яланах Хисеп хăми çинче тăнă. Юля аппа (1928 çулта çуралнă) Ĕнел ялĕнче хăйĕн çемйипе пурăнать, мăшăрĕ вăрçă участникĕ. Юля нумай çул пахча бригадирĕнче тăрăшрĕ, 6 ача çуратса ỹстерсе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Унăн медальсемпе тав хучĕсем питĕ нумай. Эпĕ _ кĕçĕнни, Шура ят панă мана. Тепĕр çултан 70 çул тултаратăп. Ачасене те, мăнуксене те, пĕтĕм тăвана пĕр ыйту канăç памасть: "Ăçта-ши М.Мальцевăн вил тăприйĕ? Кайса килĕттĕмĕр унта". Анне хамăр масар çине атте ячĕпе тимĕр хĕрес ларттарнăччĕ. Çавăнта кайса анчах асăнатпăр аттене. А.АНИСИМОВА. Тỹскел ялĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика