Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.03. Ĕçе çиелтен тунăран йăнăш çырăннă

Аслă Аттелĕхĕн вăрçине хутшăннă ентешсене асăнса кăларнă "Астăвăм _ Память" кĕнеке пирĕншĕн калама çук хаклă парне. Ăна хатĕрлекенсем пархатарлă ĕç тунă, малашнехи ăрусем валли пысăк пĕлтерĕшлĕ материал пуçтарнă. Кĕнекене сăн ỹкерчĕксемпе, иллюстрацисемпе пуянлатнă. Мана чи малтан хамăн тăван ял _ Кỹлпуç кăсăклантарать. 455-мĕш страницăна уçатăп. 68 çынна асăннă кунта. Шел, списокра нумай йăнăшсем, тĕрĕс марлăхсем... Николай Алексеевич Кольцова икĕ хутчен асăннă: пĕрре 1915 - 1981 ç.ç., тепре 1915 - 1983 ç.ç. тесе çырнă. Ялта икĕ хушаматпа çỹрекенсем пулнă, вĕсем кĕнекене те çаплах кĕрсе юлнă. Аркадий Алексеевич Алексеев _ вăлах Аркадий Алексеевич Сергеев (1923 - 1995 ç.ç.). Сергеев Николай Сергеевич _ вăлах Николай Сергеевич Харитонов. Алексей Алексеевич Александров _ вăлах Алексей Александрович Горелов. Илья Афанасьевич Сазонов вăрçăра пулман. Вăл 16 çулта шăмă туберкулезĕпе чирлесе нумай асапланчĕ, ĕмĕрне костыльпе çỹресе ирттерчĕ, 1945 çулта çĕре кĕчĕ. Валентин Алексеевич Сазонов текен çын ялта пулман. Ăна вăрçă участникĕ тесе асăннă. Нумайăшĕн çуралнă е вилнĕ çулĕсем çук. Вĕсене çăмăллăнах тупма май пулнă, шкулти музее кĕрсе вăрçă участникĕсем çинчен çамрăк краеведсем хатĕрленĕ материалсемпе кăсăкланма ỹркенмелле пулман çеç. Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла. Кỹлпуç ялĕнчи вăрçă участникĕсем пирки материалсем хатĕрлекен юлташсем хăйсен ĕçне çиелтен тунипе çакăн пек йăнăшсем кайма пултарнă. Олимпий САЗОНОВ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика