Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.03. Аслă Çĕнтерĕве халалланă

 Кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитет. Ăна халалласа "Çĕнтерỹ салючĕ" ятпа Пĕтĕм Раççейре халăх пултарулăхĕн фестивалĕ иртет. Шăмат кун Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче художество пултарулăх коллективĕсен районти фестивалĕ пулчĕ. Унта Патреккелти халăх хорĕ, Вырăскассинчи "Шанăç" халăх фольклор коллективĕ, Елчĕкри халăх театрĕ тата ытти коллективсем хутшăнчĕç. Куракансем çỹлерех асăннă коллективсен, Елчĕкри искусство шкулĕнчи преподавательсемпе вĕренекенсен, район центрĕнчи культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсен, Патреккелти, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ача-пăча фольклор ансамблĕн коллективĕсен пултарулăхне ăшшăн йышăннă. Культурăпа кану центрĕн фойинче "Çĕнтерỹ символĕсем" выставка-конкурс йĕркеленĕ. Унта художество промыслисемпе ремеслисен ăстисен, хăй тĕллĕн вĕреннĕ художниксен, художество шкулĕсемпе студисен, шкулсенчи педагогсен ĕçĕсене тăратнă. Библиотека ĕçченĕсем çар тематикипе çыхăннă кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика