Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010. 01.15. Йывăр аса илỹсем

 Ватăлса пынă май иртсе кайнă кунсем ытларах та аса килеççĕ. Ачалăх_ чи савăнăçлă самант. Ун чухне хуйхă- суйхă мĕн иккенне пĕлместĕн: вĕренетĕн, вылятăн, кулатăн, савăнатăн. Кĕтмен çĕртен усал хыпар _ вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерни аçа çапнинчен те хăрушăрах пулчĕ. Ун чухне эпĕ 14 çултаччĕ, çиччĕмĕш класра вĕренеттĕм. Хаяр тăшманпа çапăçма арçынĕ-хĕрарăмĕ пĕр çын пек кар тăчĕç. Пирĕн аттене те вăрçа кайма çийĕнчех повестка пачĕç. Икĕ уйăх иртнĕ хыççăн атте çыру ячĕ. Вĕсен ушкăнне фронта Канаш станцийĕ урлă илсе каясса, май килсен тĕл пулма пултарасса çырса пĕлтерчĕ. Çемьере эпĕ асли _ аннен шанăçĕ. Анне, виçĕ уйăхри пĕчĕк ачине пăрахса хăварма çуккине ăнланса, Канаша аттепе тĕл пулма мана яма шутларĕ. Канашри хамăр паллакан çынсем патне кĕрсе атте пырасса кĕтме хушса, кутамкка çактарса çул çине кăларса ячĕ. Çул çинче хĕрарăмсемпе паллашрăм, ача-çке ĕнтĕ, хăраса утрăм. Кайсан-кайсан пирĕн ума пĕр автомашина чарăнчĕ, пурте унта кĕпĕрленсе хăпарса лартăмăр. Хулана çитсен шофер хайхискер укçа пуçтарма пикенчĕ. Манăн вара тỹлеме укçа та çитмест. Чĕрĕп пек пуçа усса ларатăп. Шофер мана асăрхамарĕ пулмалла, тен, хĕрхенчĕ те. Вăл пăрăнсан эпĕ кузов çинчен антăм та айккинелле утрăм. Атте пырасса хваттерте виçĕ кун кĕтрĕм, анчах кĕтсе илеймерĕм. Урăх унран çыру та килмерĕ. Вăл Смоленск хулишĕн çапăçса пуçне хунине кайран тин пĕлтĕмĕр. Анне вара хăй виличченех атте вил тăпри çине кайса курас ĕмĕтпе пурăнчĕ. Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланаймарĕ. Мĕн тăвăн? Шăпа çапла пỹрчĕ пулĕ. В. КАССИРОВА. Аслă Елчĕк ялĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика