Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.12.07. «Паттăрсене асра тытатпăр, ветерансен умĕнче пуçăмăра таятпăр»

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа çитес çул 65 çул çитет. Çавна май «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ ялкорсем хушшинче «Паттăрсене асра тытатпăр, ветерансен умĕнче пуçăмăра таятпăр» ятпа конкурс йĕркелет. Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансенчен пирĕн ырă та телейлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ, пуçĕсене хунă паттăрсем, тыл ĕçченĕсем çинчен чăвашла çырнă хайлавсем кĕтетпĕр. Ĕçсене хакланă чух калас тенĕ шухăша сăнарлăн уçса панине, çав хаяр та ылханлă вăрçă çулĕсенче тылра ырми-канми тăрăшнă, фронтра вилĕмпе куçа-куçăн тăрса пурнăçĕсене шеллемесĕр тăшмана хирĕç вирлĕн çапăçнă ентешсем пирки тĕрĕссĕн тата витĕмлĕн çырса пама пултарнине шута илĕпĕр.

Конкурс виçĕ жанрпа иртет: «очерк», «тĕрленчĕк», «статья». Ĕçсене редакцие кĕрсе е почта урлă çак адреспа ярса пама пултаратăр: Елчĕк ялĕ, Первомайски урамĕ, 16-мĕш çурт. Хайлавпа пĕрле конкурсантсен хăйсен ятне, хушаматне, ашшĕ ятне, тулли адресĕпе телефон номерне палăртма манмалла мар.

Ĕçсене 2010 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен йышăнатпăр. Тĕплĕнрех çак телефонсемпе шăнкăравласа ыйтма пулать: 25-4-76, 25-1-81, 25-1-83.

Конкурс итогĕсене Аслă Çĕнтерÿ уявĕ иртнĕ хыççăн пĕтĕмлетме палăртнă. Чи лайăх хайлавсем хаçат страницисенче кун çути курĕç, çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарăпăр.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика