Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Эрнере виçĕ хут

1958 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ "Колхоз ялавĕ" хаçат кун-çулĕнче тепĕр паллă пулăмпа историе кĕрсе юлнă. Унччен вăл эрнере икĕ хутчен икĕ страницăпа тухса тăнă. 1957 çул вĕçĕнче КПСС Чăваш обкомĕ Елчĕк районĕнчи "Колхоз ялавĕ" хаçата эрнере виçĕ хутчен тăватшар страницăпа кăларса тăма йышăннă. Часах вулакансем юн кун, эрне кун, вырсарни кун тăватшар страницăллă район хаçатне илсе тăма тытăннă.

Çак ĕçе пуçарса яма çăмăл пулман. Хаçат çĕнĕлле тухса тăма пуçланă май журналистсен, полиграфистсен штачĕ ỹснĕ, полиграфи оборудованине те пуянлатмалла пулнă. Уйрăмах журналистсем çитменни пысăк чăрмав кỹнĕ. Хаçат редакторĕн Н.Доброхотовăн тата ответлă секретарĕн П.Печковăн хаçата çĕнĕлле кăларса тăмашкăн нумай вăй хума тивнĕ. Петр Алексеевич Печков аса илнĕ тăрăх, Елчĕке ĕçлеме килмешкĕн нумай журналистпа калаçма, çыру çырма тивнĕ. Чи малтан Кивĕ Арланкассинче çуралса ỹснĕ, Шупашкарти "Çамрăк большевик" хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ Борис Леонтьевич Тихонов - Борлен пултаруллă журналист Елчĕке куçса килме кăмăл тунă. Вăл район хаçатĕнче 1958 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнчен пуçласа 1960 çулхи юпа уйă-хĕн 20-мĕшĕччен вăй хунă. Литература сотрудникĕнче виçĕ çула яхăн çеç ĕçленĕ пулин те Борис Леонтьевич хаçат историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Тĕрлĕ жанрпа вăл çырнă статьясемпе очерксем, калавсемпе сăвăсем, тĕрленчĕксемпе фельетонсем хаçата чĕрĕлĕх кĕртнĕ. Илемлĕх мелĕсемпе усă курса çырнăран унăн материалĕсемпе вулакансем хаваспа паллашнă. Каярахпа Б.Л.Тихонов Пушкăрт АССРне куçса каять, шкулта, техника профессийĕн училищинче ĕçлет. Стерлитамак хулинчи вĕрентỹпе ĕç комбинатне 12 çул ертсе пырать. Унта пурăннă вăхăтра Шупашкарти "Хыпар", Пушкăртстанри "Урал сасси" хаçатсен корреспонденчĕ пулса ĕçлет. Пĕр вăхăтрах Стерлитамакри 1-мĕш шкул-интернатра чăваш чĕлхипе литературин педагогика курсне, педагогика училищинче чăваш уйрăмне йĕркелесе ярать. 1993 çулта Хусана куçса килет, унта "Сăвар" хаçата уçакансенчен пĕри, редактор çумĕ пулса ĕçлет. Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче чăваш уйрăмĕ уçать. Халĕ Шупашкарта пурăнать, литература лаççинче çанă тавăрса ĕçлет. Унăн "Асатте ялĕнче", "Пăрттас патшапа Сăвар турханĕ", "Кам вĕт мĕншĕн уйрăлать" тата ытти кĕнекисем пичетленнĕ. Педагогикăра тата литература ĕçĕнче хастар ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕсем, хисеплĕ ятсем, литература премийĕсем, "Чăваш халăх ăсчахĕ" ят илме тивĕç пулать.

1959 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче çырусемпе массăллă ĕçсен пайĕн заведующийĕ пулма республикăри хаçатсенче ĕçленĕ Зинаида Митрофановна Митрофановăна ĕçе илеççĕ. Вăл Елчĕкре 1962 çулхи ака уйăхĕн вĕçĕчченех - хаçат вăхăтлăха тухма чарăничченех ĕçлет. Парти пурнăç пайĕн заведующийĕ пулма Кивĕ Эйпеçри Геннадий Ананьевич Казакова çирĕплетнĕ. Маларах вăл Патăрьел районĕнчи радиовещани редакторĕнче ĕçленĕ.

Ял хуçалăх пайĕн заведующийĕнче ĕçлеме Тутар АССРĕнчи Пăва районĕн-чи Кипекассинче çуралса ỹснĕ Валентин Осипович Максимова 1958 çулхи кăрлач уйăхĕнче чĕнсе илнĕ. Вăл редакцире çав çулхи çурла уйăхĕн вĕçĕччен, Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕриччен ĕçленĕ. Каярахпа паллă писатель пулса тăнă. Вулакансем ăна Валем Ахун ятпа пĕлеççĕ.

Н.Доброхотов редактор 1958 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче çырнă приказпа Зинаида Матвеевна Мальковăна (Елчĕк) машинистка, А.Л.Чиндаревăна корректор пулма ĕçе илнĕ. Иккĕмĕшĕ çак ĕçре нумаях ĕçлеймен. Ăна Илья Фролов (Кивĕ Арланкасси) улăштарнă. Каярахпа вăл аслă шкула вĕренме кĕнĕ (1959 ç.). З.М.Малькова (Никифорова) машинисткăра икĕ çул ĕçленĕ. 1994 çулта пенсие тухичченех редакци корректорĕнче тăрăшрĕ. Чăваш чĕлхине лайăх пĕлнипе, хăйĕн ĕçне тĕплĕн пурнăçласа пынипе палăрса тăчĕ. Ахальтен мар сăпайлă, тăрăшуллă сотрудника коллективра хисеплетчĕç.

1962 çулччен парти тата ял хуçалăх пайĕсен ертỹçисем улшăнса тăнă. Парти пурнăç пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене 1958 çул вĕçĕнче - 1959 çул пуçламăшĕнче маларах редакторта ĕçленĕ Н.Доброхотов, 1959 çулта Кузьма Семенович Смирнов (Кĕçĕн Таяпа), 1959 çулхи чỹк уйăхĕн 12-мĕшĕнчен вара тепĕр хут Геннадий Ананьевич Казаков пурнăçласа пынă. Парти пурнăç пайĕн ертỹçи 1959 çултанпа редактор заместителĕ те шутланнă. Ял хуçалăх пайне Г.А.Рахмуллин, 1960 çултанпа Шупашкарти партипе совет шкулĕнче 3 çул вĕренсе килнĕ П.М.Михайлов (район Патăрьел районĕ-пе пĕрлешиччен) ертсе пынă.

Редакцин литература сотрудникĕ пулма Б.Л.Тихонов кайнă хыççăн Николай Алексеевич Прокопьева (Çĕнĕ Пăва) илнĕ. Хаçат редакцийĕ çумĕнче литература пĕрлешĕвне Борис Тихонов пуçарса янă, малалла унăн ĕçне Николай Прокопьев йĕркелесе пынă: вĕсемех литература страницисем кăларса тăнă.

Хаçатăн ответлă секретарĕнче 1957 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 1962 çулхи ака уйăхĕччен ĕçленĕ Петр Алексеевич Печков "Колхоз ялавĕн" ("Елчĕк ен") историнче тарăн йĕр хăварать. Хаçатпа вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çыхăну тытма пуçланă, паянхи кунчченех ăна татмасть. Пурнăçра тĕл пулакан чи кăткăс ыйтусене хускатать. Вăл - Елчĕк районĕнче хăй çуралса ỹснĕ Аслă Елчĕк ялĕн историне туллин çырнă пĕрремĕш краевед. Унăн тĕслĕхĕпе хавхаланса каярахпа нумай çын хăйсем çуралса ỹснĕ ял историне тĕпченĕ. Кунсăр пуçне халăх медицинипе кăсăкланать. 80-мĕш çулсенче, халăх медицини хисепре пулман чухне, районти, республикăри хаçатсенче курăксемпе сипленмелли нумай канаш, сĕнỹ çырчĕ. Вăл ответлă секретарьте ĕçленĕ тапхăрта хаçат сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса пынă. Республика хаçачĕсенче пичетленнĕ тишкерỹсенче "Колхоз ялавне" формипе содержани енчен лайăххине темиçе хутчен те асăннă.

Хаçатсăр пуçне вăл ытти ĕçре те палăрнă. Демобилизаци йĕркипе çартан таврăнсан учитель профессине илнĕ, Аслă Елчĕкри вăтам шкулта музей йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Парти райкомĕн аппаратĕнче ĕçленĕ, обществăлла майпа районти радиовещани ĕçне те йĕркелесе пыма ĕлкĕрнĕ.

1958 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче КПСС Елчĕк райкомĕн бюровĕн решенийĕпе "Колхоз ялавĕ" хаçат редакторĕ пулма Питтĕпелĕнче çуралса ỹснĕ Василий Петрович Семенова çирĕплетнĕ.

Çак вăхăт тĕлне вăл хаçат ĕçĕнче çĕнĕ çын пулман ĕнтĕ. В.П.Семенов 1926 çулта çуралнă, вăтам шкул пĕтернĕ. 1943-1950 çулсенче Совет Çа-рĕнче службăра тăнă, колхозра ĕçленĕ, хаçатпа çыхăну тытнă. 1951 çулта ăна "Колхоз ялавĕ" хаçатăн ответлă секретарьне ĕçе илнĕ. Пултаруллă, анлă тавра курăмлă çамрăк хаçат ĕçне хăвăрт хăнăхса çитет. Çавăнпах ăна 1953 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче "Колхоз ялавĕн" редакторне çирĕплетеççĕ. Тепĕр çулталăк çурăран - 1954 çулхи çурла уйăхĕнче - партин Мускав облаçĕнчи аслă шкулĕн журналистика уйрăмне вĕренме кĕрет, ăна 1958 çулта пĕтерет. 1958-1962 çулсенче каллех район хаçачĕн редакци-йĕпе типографи коллективне ертсе пырать.

1962-1965 çулсенче КПСС Чăваш обкомĕн Пичет секторĕн ертỹçинче ĕçлет.

1965 çулта ăна çĕнĕрен йĕркеленнĕ Елчĕк районĕнчи парти райкомĕн секретарьне суйлаççĕ. 1968-1972 çулсенче вăл - райсовет ĕç тăвкомĕн председателĕ, 1972-1980 çулсенче - Чăваш АССР Министрсен Совечĕн пай заведующийĕ, Министрсен Совечĕн ĕçĕсен управляющийĕ. 1980-1984 çулсенче Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи чĕлхе тата экономика, наука тĕпчев институчĕн аслă наука сотрудникĕнче ĕçленĕ, "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн чĕлхипе стилĕ" темăпа наука диссертацийĕ хỹтĕленĕ, филологи наукисен кандидачĕн ятне илнĕ. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, "Хисеп Палли" орденсемпе, медальсемпе наградăланă. Вăл 1984 çулта вилнĕ.

Хаçат эрнере виçĕ хут тăватшар страницăпа тухма пуçласан тата ăна журналистикăн аслă пĕлĕвне илнĕ Василий Петрович Семенов ертсе пыма тытăнсан унăн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăннă. Кунта çĕнĕ редакторăн журналистсене, полиграфистсене çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхтарас пултарулăхĕ яр уççăн палăрнă.

Хаçатри текста саспалли хыççăн саспалли пуçтарса наборланă. Наборщицăсен ĕç хăвăртлăхĕнчен тата ĕç пахалăхĕнчен хаçата вăхăтра пичетлесси нумай килнĕ. Енчен те пĕр-пĕр наборщица хăйĕн полоссине (страницине) вăхăтра пуçтарса ĕлкĕреймен е йăнăшсемпе пуçтарнă - хаçата пичетлесси кая юлнă. Çавăнпа наборщицăсен ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе вĕсен ĕçлес пултарулă-хĕпе пĕлĕвне тĕрĕслесе тăнă. Çакăн пек тĕрĕслев 1960 çулхи чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Унта 4 наборщица хутшăннă. Пĕр сехетре Л.Воробьева аслă наборщица нормăпа пăхнă 1860 знак вырăнне 1893 знак пуçтарнă. Текст тĕрĕслĕхĕ 99,6 процентпа танлашнă. Унăн набор ĕçне пĕлнине лайăх хак панă.

В.Чистова наборщица çак вăхăтра 1960 знак пуçтарнă, текст тĕрĕслĕхĕ - 99,2 процент. Набор ĕçне питĕ лайăх пĕлнине палăртнă.

Е.Александрова çамрăк наборщица 55 минутра 1623 знак пуçтарнă, текст тĕрĕслĕхĕ 98,9 процент пулнă, наборщица пĕлĕвне лайăхпа хакланă.

Г.Козлова, наборщица ĕçне вĕренсе пынăскер, пĕр сехетре 1436 знак пуçтарнă, текст тĕрĕслĕхĕ 98,7 процент пулнă, унăн пĕлĕвне вăтам хак панă.

Тĕрĕслеве редактор, ответлă секретарь тата профком председателĕ ирттернĕ. Çакăн пек тĕрĕслев-конкурс ĕç çине лайăх витĕм кỹнĕ. Çамрăксем нумай çул ĕçлекенсем хыççăн юлас марришĕн туртăннă, "ваттисем" хăйсем мĕн пĕлнипе лăпланса лармалла маррине, çанă тавăрса ĕçлемеллине туйса тăнă. 1957-1962 çулсенче хаçатăн ответлă секретарĕнче ĕçленĕ П.А.Печков аса илнĕ тăрăх, вăл вăхăтра коллективра творчествăлла лару-тăру йĕркеленнĕ. Полиграфистсем те, журналистсем те хаçата формăпа содержани тĕлĕшĕнчен лайăхлатассишĕн тимлесе ĕçленĕ. Уяв кăларăмĕсен макечĕсене пĕрле пухăнса сỹтсе явнă, çĕнетнĕ.

"Колхоз ялавĕ" хаçат редакцийĕ çав çулсенче пичет ĕçне ялти тата рабочи корреспондентсене, стена хаçачĕсен редакторĕсене анлăн явăçтарма тăрăшнă. Ку тĕлĕшпе çулталăка икĕ хутран кая мар канашлу ирттернĕ. Çакăн пек канашлу 1959 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулнă. Унта хаçат редакторĕ В.П.Семенов доклад туса панă. Доклада сỹтсе явма тата хаçат ĕçне лайăхлатмалли сĕнỹсем пама 13 ялкор хутшăннă. Вĕсен сăмахĕсене тепĕр икĕ кунтан тухнă номерте ятарлă страницăна вырнаçтарнă.

"Коммунизм ялавĕ" хаçатăн республикăри кăнтăр районĕсенчи ятарлă корреспонденчĕ П.Щипцов хăйĕн сăмахĕнче çакнашкал пухусене час-часах ирттермеллине, вĕсем ялти тата рабочи корреспондентсемшĕн усăллă пулнине, ял хуçалăх тата промышленность производствинче, халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕсенче пысăк çитĕнỹ тăвакансем çинчен ытларах çырмаллине палăртнă.

Лаш Таяпари вăтам шкул учителĕ П.Сидоров шкулта стена хаçачĕ кăларса тăнин ĕç опычĕпе паллаштарнă, шкул пурнăçĕ çинчен нумайрах çырма сĕннĕ. Ленин ячĕпе хисепленекен колхозри "Хунав" стена хаçачĕн редакторĕ П.Немцева вара журналистсем вырăнсене тухса çỹресе стена хаçачĕсем кăларма, район хаçатне çырса тăракансене ырă канашсемпе пулăшмалла, тенĕ.

1965 çулччен район хаçачĕн штатĕнче фотокорреспондент пулман, çавăнпа вырăнти сăн ỹкерчĕксем сахал пичетленнĕ. Пионерсен çурчĕн заведующийĕн В.Шепиловăн шухăшĕпе хаçат ĕçне ялсенчи фото ĕçĕпе интересленекенсене явăçтармалла.

Яманчỹрелĕнчи 7 çул вĕренмелли шкултан килнĕ Н.Прокопьев учитель "Литература страницисем", "Хĕскĕч" кĕте-сĕсем, фельетонсем сахал тухнине палăртнă. Ытти сĕнỹсем те чылай пулнă.

Ялти тата рабочи корреспондентсен, стена хаçачĕсен редакторĕсен канашлăвĕ хыççăн сĕнỹсемпе канашсене "Колхоз ялавĕнче" ĕçлекенсем шута илнĕ-и? Çакă мана малаллахи номерсене тĕплĕнрех тишкерме хистерĕ. Чăнах та, журналистсем вĕсене ахаль ирттерсе яманни курăнчĕ. "Литература страници", "Хĕскĕч" кăларăм, сăн ỹкерчĕксем 1959 çулта ытти çулхисенчен палăрмаллах нумай тухса тăнă. "Литература страницинче" М.Кадышев, П.Павлов (Кармал), Н.Прокопьев, В.Ертмаков, З.Митрофанова, Борис Борлен тата ыттисен сăввисемпе калавĕсем, фельетонĕсем пичетленнĕ. "Хĕскĕч" кăларăма Борис Борлен йĕркелесе пынă. Хаçат вулакансен çырăвĕсене, сăввисемпе калавĕсене тишкерсе статьясем пичетленĕ. "Канмалли кун страници", "Ялкорсен страници", "Пионерсемпе шкул ачисен страници" çỹлерех асăннă канашлу хыççăн йĕркеленсе кайнă. Хаçат публицистика жанрĕсемпе паллаштарма тытăннă, вĕсене мĕнле çырмалли канашсем панă.

Çав çулсенче информаци жанрĕсенчен пĕри - заметка хаçатра тĕп вырăн йышăннă. Темиçе предложенирен тăраканскерте ялта пулса иртекен тĕрлĕ пулăмсене çырса кăтартнă.

Кам кăна çырса тăман-ши вăл вăхăтра район хаçатне? Вĕсенчен чылайăшне, паян пирĕн хушăмăрта çук пулсан та, вулакансем халĕ те астăваççĕ. Елчĕкри вăтам шкулта ĕçленĕ Т.Сергеева - Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, çак ятах тивĕçнĕ Е.Молоствов - Аслă Елчĕкри вăтам шкул директорĕ, Ф.Беляев - Тăрмăшри 7 çул вĕренмелли шкул учителĕ, районти тĕп больницăн хирургĕ И.Князев, Çĕнĕ Пăва ял Совет ĕç тăвкомĕн секретарĕ В.Ертмаков, паян та хаçатпа çыхăну тытакансем: И.Левый - Калинин ячĕпе хисепленекен колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ, Курнавăш колхозĕнчи склад заведующийĕ Н.Круглов, Патреккелти Н.Вершков тата ыттисем хаçат ĕçне активлă хутшăннă.

Вăл çулсенче пичетленнĕ материалсене, хыпарсене халĕ те вулама интереслĕ. Акă, вĕсенчен хăшĕ-пĕри:

ОРДЕНЛĂ ЯЛ ХУÇАЛĂХ АРТЕЛĔНЧЕ

Çĕнĕ Пăвари Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Мичурин ячĕпе тăракан ялхуçалăх артелĕ 1959 çула миллионер колхозсен шутне кĕнипе кĕтсе илчĕ. Унăн тупăшĕ 1 миллион та 150 пин тенке çитрĕ. Хуçалăх çĕнĕ çуракине тĕплĕн ха-тĕрленет. 160 тонна минераллă удобрени кỹрсе килнĕ. Ялхуçалăх машинисене юсанă.

В.ЕРТМАКОВ.

1959 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ.

ЙỸНĔ ТАТА ХĂВĂРТ

Районти ĕççыннисен ыйтăвĕсене ти-вĕçтерсе Елчĕкпе Шупашкар хушшинче самолет çỹреме тытăннăранпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Халĕ Шупашкартан Елчĕке куллен икшер самолет килсе тăрать. Унпа ĕççыннисем анлăн усă кураççĕ. Çавăн пекех самолетпа Шăмăрша, Урмара, Куславккана кайса килекенсем те нумайлансах пыраççĕ.

Пирĕн район центрĕнчен Хусана тата Улатăра автобуссем çỹремеççĕ. Çавна шута илсе Хусан - Елчĕк - Улатăр - Шупашкар маршрутпа "АН-2" маркăллă 12 вырăнлă самолет çỹреме пуçларĕ.

Самолет Елчĕкрен Хусана вырăнти вăхăтпа 13 сехет те 10 минутра, Улатăра 15 сехет те 5 минутра тухса каять. Хусана е Улатăра 35 минут хушшинчех çитме пулать. Билет хакĕ те йỹнĕ: Хусана - 35, Улатăра 30 тенкĕ.

Д.ЧЕРНОВ, аэродром начальникĕ.

1960 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ.

Хаçат районти колхозсем патшалăха аш-какай, сĕт, ытти ял хуçалăх продукчĕсем сутмалли плансене, социаллă обязательствăсене мĕнле пурнăçласа пынине тăтăш пĕлтерсе тăнă. Акă, 1960 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче тухнă 106-мĕш номерте "Срокчен" ятпа харăсах икĕ информаци пичетленнĕ. "Победа" колхоз председателĕ В.Зайцев тата партком секретарĕ В.Скворцов хуçалăх аш-какай сутмалли çулталăк планне тултарни, пĕтĕмпе 2118 центнер, 1959 çулхинчен 832 центнер ытларах аш-какай сутни çинчен хыпарланă. Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ Г.Тябуков, партком секретарĕ А.Шаков та патшалăха 580 центнер аш-какай сутса плана 101 процент тултарнине вулакансене хаçат урлă пĕлтернĕ. Çакăн пек рапорт-çырусем ытти колхозсене те выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ỹстерме, патшалăх умĕнчи парăмсене срокчен парса татма хистенĕ.

60-мĕш çулсенче хаçат страницисенче ял хуçалăхне аталантарас тема тĕп вырăнта тăнă. Вăл çулсенче кашни хуçалăхăн минераллă удобренисем туянма укçа-тенкĕ те, вĕсене Канаш станцийĕнчен турттарса тухма техника та çитмен. Çавна май вырăнти удобренисемпе усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Тислĕке хранилищĕсенче çĕртес, компост тăвас, торф кăларас ыйтусемпе ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем, вырăнти ертỹçĕсем хаçатра тухса калаçнă.

1954-1964 çулсенче çĕршыв пуçĕнче СССР Министрсен Совечĕн председателĕ, КПСС Центральнăй Комитечĕн секретарĕ Н.С.Хрущев тăнă. Америкăна кайсан вăл унта кукуруза массипе выльăх-чĕрлĕхе тăрантарнипе, тĕшшипе апат-çимĕçре усă курнипе паллашнă. Çак ĕçе çийĕнчех Совет Союзĕнче пурнăçлама тĕллев тытнă. 50-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче çĕршыв кукуруза "чирĕпе" чирлесе кайнă. Ăна пур çĕрте те, çанталăк условийĕсенче кукуруза çи-тĕнсе ĕлкĕреймен облаçсемпе республикăсенче те, акса тума тытăннă.

Кукуруза валли чи лайăх çĕрсене уйăрнă, минераллă тата органикăлла удобренисемпе апатлантарнă. Пирĕн тăрăхра кукуруза тĕшшине туса илессине йĕркелесе ярайман. Мĕншĕн тесен вăл пиçсе ĕлкĕреймен, тĕшшине çапса илекен техника та пулман. Унăн симĕс массине выльăхсене çитерме усă курнă. Тĕш тырăсем туса илессинчен ытларах тимлĕх уйăрнăран силослăх симĕс масса тухăçĕ пысăк пулнă. 1960 çулта Свердлов ячĕпе хисепленекен колхозри Е.Скворцова звени ăна кашни гектартан 1150 центнер пухса кĕртнĕ. "Победа" колхозра та унран кая мар тухăç илнĕ.

60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çĕршывра кукуруза çăкăрĕ пĕçерсе кăларасси темиçе хут та ỹснĕ. Тулă, ыраш çăкăрĕпе суту-илỹ тăвасси чакнă. Аслă ăрура çынсем пĕçернĕ хыççăн тепĕр куннех хытса кайнă кукуруза çăкăрĕн тутине астăваççĕ ĕнтĕ. 1964 çулхи юпа уйăхĕнче çĕршыв ертỹçисем улшăнсан кукуруза шавĕ чакнă. Анчах пирĕн тăрăхра ăна 60-80 çулсенче выльăх апачĕ валли чылай пысăк гектар çинче туса илнĕ. Халĕ унăн лаптăкĕ районта пĕчĕк.

1960 çулта районта пĕчĕк колхозсене пысăклатас тапхăр пуçланнă. Чи малтан Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенчи 4 колхоз пĕр хуçалăха - "Звезда" колхоза пĕрлешнĕ. Унтан ытти хуçалăхсем пĕрлешсе чăмăртаннă. 1962 çул варринче районта 12 колхоз шутланнă. Пĕрлешсе пысăкланнă колхозсен çĕнĕ йышши техника туянма, выльăх-чĕрлĕх витисем ытларах тума вăй пулнă. Çак шухăша хаçатри материалсенче те палăртнă.

1962 çулта çĕршыври халăх хуçалăхне ертсе пырассинче партипе патшалăх органĕсене çĕнĕлле йĕркелеме хăтланса пăхнă. Çавна май Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче "Чăваш АССРĕнче администраципе территори пайланăвĕнчи улшăнусем çинчен" постановлени йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн республикăра промышленность тата ял районĕсем туса хунă. Пирĕн район Патăрьел, Шăмăршă районĕсемпе тата Комсомольски, Йĕпреç районĕсен пĕр пайĕпе пĕрле Патăрьел ял районне кĕнĕ. Патăрьел территори колхоз-совхоз производство управленипе маларах 1962 çулхи пуш уйăхĕнче йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ ял хуçалăхне ертсе пырасси пулнă. Çав вăхăтрах халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕсемпе ертсе пыма Патăрьел парти райкомĕпе райсовет ĕç тăвкомĕ те сыхланса юлнă. Елчĕк районĕнчи предприятисемпе организацисем пĕтĕмпе тенĕ пекех Патăрьелне куçнă, вĕсен пурлăхĕсене те çĕнĕрен йĕркеленнĕ района куçарса кайнă. 1962 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче "Колхоз ялавĕ" хаçат тухма чарăннă. Вăл ун чухне 2459 экземплярпа пичетленнĕ. Типографи оборудованине, редакцин пурлăхне те Патăрьелне куçарса кайнă. Пушаннă çуртра хаçат пичетлекен пĕр машина çеç юлнă. Типографипе редакци çурчĕ район хаçачĕ çĕнĕрен тухма тытăничченех хупăнса тăнă.

1962 çулхи ака уйăхĕн вĕçĕнче Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан халăх Патăрьел ял районĕн хаçатне, "Авангард" ятлăскере, илсе тăма тытăннă. Елчĕк районĕн хаçатĕнче тата типографинче ĕçленĕ журналистсемпе полиграфистсем тĕрлĕ ĕçе вырнаçса пĕтнĕ. Редактор заместителĕ пулнă Г.А.Казакова Патăрьел ял районĕн корреспондент-радиоорганизаторне ĕçе илнĕ. Хаçат редакторне В.П.Семенова КПСС Чăваш обкомĕн Пичет секторĕн заведующине çирĕплетнĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика