Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕнмен "хăна"

07 июня 2008 г.

Хуçисем ирĕк памасăр, саккунсăр майпа ют çурта кĕрекенĕн Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 139 статйипе килĕшỹллĕн явап тытма тивет. Саккуна пĕлменни вара яваплăхран хăтармасть. 2007 çулхи чỹк уйăхĕн 17- мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан Б. Елчĕке амăшĕ патне хăнана килнĕ. Тепĕр кунне Б.-на амăшĕ кỹршĕре пурăнакан Е. хăйĕнчен кивçен укçа илнине, кивçене каялла тавăрса парасшăн пулманнине пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн Б., алкоголь шĕвекĕпе минренĕскер, кỹршĕри Е. килне васканă. Е.-на шаккаса кăларнă хыççăн унпа вăрçăннă, амăшĕн парăмне татма ыйтнă. Кил хуçи кĕтмен "хăнана" тухса кайма ыйтнă, ăна никам та чĕнменнине, нимĕнле парăм та илменнине пĕлтернĕ. Килне кайса парăм илни е илменни пирки амăшĕнчен тепĕр хут ыйтса пĕлнĕ хыççăн Б. каллех Е. патне васканă. Хальхинче вăл ун килне шаккамасăрах кĕнĕ, кил хуçипе киревсĕр сăмахсемпе ятлаçма пуçланă, амăшĕнчен илнĕ ук-çине тавăрса пама хушнă. Кил хуçи ăна хальхинче те тухса кайма ыйтнă. Вăрçăннă хыççăн Б. тухса кайнă. Кăштахран каллех таврăннă вăл асăннă çурта, алăка çăрапа питĕрнине курнă. Б. питĕркĕче çăрипех çăлса кăларнă та каялла кайнă. Е. ку хутĕнче милицине шăнкăравланă. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем кил-çурт тĕкĕнменлĕхне пăхăнман (РФ Конституцийĕн 25-мĕш статйи) Б. тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Елчĕк районĕн мировай сучĕ Б.-ăн ĕçне пăхса тухнă, хуçисем ирĕк памасăр ют çурта кĕнĕшĕн РФ УК 139 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн айăпланă. Б. хăйĕн айăпне йышăннине, тунă преступленишĕн ỹкĕннине, унăн çамрăк ачи пуррине тĕпе хунă, ăна тĕп ĕçрен пушансан 10 сехет тỹлевсĕр ĕçлеттерме йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика