Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пăхăнса ĕçлер

07 июня 2008 г.

Елчĕк район прокуратури район территорийĕнче тỹлевлĕ медицина пулăшăвĕ парас ĕçре саккунсене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Район территоринче тỹлевлĕ медицина пулăшăвĕ пĕр учреждени _ "Елчĕк районĕн тĕп больници" сывлăха сыхлакан муниципаллă учреждени парать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче гарантиленĕ тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассинче граждансен прависене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртман. Вăйра тăракан саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ май çитменлĕхсем палăрнă. "Елчĕк районĕн тĕп больници" сывлăха сыхлакан муниципаллă учреждени Сывлăх сыхлав управленийĕн тивĕçлĕ органĕ ятарласа ирĕк памасăрах халăха тỹлевлĕ медицина пулăшăвĕ кỹрет. Çакă медицина учрежденийĕсем халăха тỹлевлĕ медицина пулăшăвĕ памалли Правилăсен (Раççей Федерацийĕн Правительствин 1996 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнчи 27 номерлĕ постановленипе çирĕплетнĕ) 4 пунктне тата "Чăваш Республикин территорийĕнче сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем халăха тỹлевлĕ медицина пулăшăвĕ памалли йĕркипе условисен вăхăтлăх положенийĕн" (Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министерствин 2000 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнчи 284 номерлĕ приказĕпе çирĕплетнĕ) 3.1 пунктне пăсни пулать. Тĕп больницăра тỹлевлĕ пулăшăва килĕшỹсем туса параççĕ, анчах та килĕшỹре çỹлерех асăннă Правилăсен 11 пунктне пăсса икĕ енĕн правипе яваплăхне, сроксемпе условисене йĕркелемен. Тĕслĕх вырăнне "Елчĕк районĕн тĕп больници" муниципаллă сывлăх сыхлакан учреждени 2008 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Платоновăпа, Васильевăпа тунă килĕшỹсене илме пулать. Кунта икĕ енĕн правипе яваплăхне те, условисемпе сроксене те регламентламан. Колсановпа 2008 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче тунă килĕшỹре те çак ỹкерчĕкех. "Чăваш Республикин территорийĕнче сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен халăха тỹлевлĕ медицина пулăшăвĕ парас йĕркипе условисен вăхăтлăх положенийĕн" 4.6 пункчĕпе килĕшỹллĕн хаксене Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министерствин хаксен политикин управленийĕпе килĕшсе çирĕплетет. Районти тĕп больницăра вара прейскуранта тĕп врач çирĕплетнĕ. Тĕп больницăра халăха тỹлевлĕ пулăшусем панине статистика тата бухгалтери учечĕсем туса пыраççĕ, анчах тĕп ĕçпе тата тỹлевлĕ пулăшу парассипе уйрăм учетпа отчетлăх пымасть. Çакă медицина учрежденийĕсен халăха тỹлевлĕ медицина пулăшăвĕ памалли Правилăсен 7 пунктне, халăха информаципе туллин тивĕçтерменни, граждансен уйрăм категорийĕсен çăмăллăхĕсем çинчен, çавăн пекех специалистсен квалификацийĕпе сертификацийĕ çинчен сведени çукки 10 пунктне хирĕçлет. "Елчĕк районĕн тĕп больници" сывлăха сыхлакан муниципаллă учрежденин ĕçне Елчĕк район администрацийĕ çителĕксĕр контроллени палăрнă, халĕ те халăха тỹлевлĕ медицина пулăшăвĕ парасси çинчен право актне йышăнман. Тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса район прокуратури "Елчĕк районĕн тĕп больници" сывлăха сыхлакан муниципаллă учрежденин тĕп врачĕ ячĕпе представлени тăратнă, Елчĕк районĕн пуçлăхне çырупа хыпарланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика