Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕхрен _ чи нумай продукци

07 июня 2008 г.

Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, ял хуçалăх предприятийĕсем, фермăсен коллективĕсем хĕллехи тапхăрта (2007 çулхи юпа _ 2008 çулхи çу уйăхĕсенче) выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессипе ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Куçса çỹрекен ялава, 10000 тенкĕ укçан премие тата Диплома акционерсен "Прогресс" хупă обществине парас. Кунта усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 92 центнер сĕт, 400 центнер сĕт туса илнĕ. 1 ĕнерен 3392 килограмм сĕт сунă. Самăртакан ушкăнри мăйракаллă шултра выльăхсене талăкра 727 грамм, сыснасене 527 грамм ỹт хуштарнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай туса илессине 3 процент, сĕт туса илессине 1 процент ỹстернĕ. "Победа" ял хуçалăх производство кооперативри Аслă Пăла Тимешри ĕне фермин коллективне Диплом тата 5000 тенкĕ укçан преми парас. Коллектив çак тапхăрта кашни ĕнерен 4201 килограмм сĕт сунă. Акционерсен "Прогресс" хупă обществин Тỹскелти сысна фермин коллективне Диплом тата 5000 тенкĕ укçан преми парас. Çак тапхăрта кунта самăртма хупнă ушкăнри сыснасем талăкра 646 грамм ỹт хушнă, кашни тĕп амаран 15 çура илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика