Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăха халалласа

04 июня 2008 г.

Ачалăха халалласа Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна, Çемье çулталăкне тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче районта эстрада юррисене кăмăллакансен фестивалĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый уçрĕ. Чи малтанах Леонард Васильевич пухăннисене Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем тата мирлĕ пурнăç сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.Аникина, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева, райадминистрацин социаллă аталану секторĕн ертỹçи А.Александрова, "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Е.Михайлова хутшăнчĕç. Фестивале пурĕ 40 вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕ. Çĕнтерỹçĕсене жюри членĕсем тĕрлĕ ỹсĕмсемпе палăртрĕç. 5-8 çулхисем хушшинче М.Петухова (Хĕрлĕçыр), А.Александрова (Кỹлпуç), В.Маркова (Курнавăш), 9-11-çулхисенчен Е.Светопольская (Курнавăш), М.Портнова (Аслă Пăла Тимеш), А.Кириллова (Тăрăм) призлă вырăнсене йышăнчĕç. Аслă ушкăнра (12-14 çул) çĕнтерỹçĕ ята Г.Гаврилова (Кĕçĕн Таяпа) тивĕçрĕ, К.Харитоновăпа (Елчĕк) В.Михеев (Лаш Таяпа) _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Жюри членĕсем чи лайăх çемье ансамблĕсене те палăртрĕç. Фестивалĕн Гран-прине Тăрăмран килнĕ К.Федотов çĕнсе илчĕ. Куракансене "Богатырьская сила" юрăпа тыткăнларĕ вăл. Фестивальте çавăн пекех Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа йĕркеленĕ конкурссен çĕнтерỹçисене те чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика