Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхă тăрар

04 июня 2008 г.

Çуллахи кунсем шăрăх тăраççĕ, çавăнпа та пушар тухас хăрушлăх ỹсет. Кашни çыннăн хăйĕн хуçалăхĕнче яланах тимлĕ те асăрхануллă пулмалла, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн вут-çулăм ытамне кĕрсе ỹкме те пулать, темиçе çул ĕçлесе пухнă пурлăх, кил-çурт, хуралтăсем тĕпĕ-йĕрĕпех çунса каяççĕ. Кăçал районта 6 пушар тухнă, тăкакĕ 146847 тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул пилĕк уйăхра 9 пушарта тăкак 86 пин тенкĕ пулнă. Пушарсем ытларах уйрăм хуçалăхсенче тухнă. Сăлтавĕсем электричество приборĕсемпе асăрхануллă пулманнинче тата электричество пралукĕсем кивелсе юрăхсăра тухнинче. Электричество пралукĕсене юрăхлипе юрăхсăррине ятарлă приборпа тĕрĕслеттерме пулать. Çакна тума кил хуçин пуçарулăхĕ çеç кирлĕ. Хуçалăхсенче электричество пралукĕсене ятарлă приборпа тĕрĕслес тĕлĕшпе "Шанс" ООО тата ММПП ЖКХ ĕçлеççĕ. Плафонсăр лампочкăсене улăм купаланă вырăнсенче, хуралтăсенче, гаражсенче вăрах çутса тăмалла мар, пралуксем кивелсе юрăхсăра тухнине тĕрĕслесех тăмалла, тупнă кăлтăксене çийĕнчех юсамалла. Акă, ака тата çу уйăхĕсенче Елчĕк ялĕнчи хуçалăхсенче хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тухрăмăр. Нумай çĕрте электричество пралукĕсем усă курма юрăхсăр, выльăх апачĕ пĕçерекен кăмакасене (печка-прачка) хуралтăсем çывăхне лартаççĕ. Чылай хуçалăхсенче мунча хутмалли тата выльăх апачĕ пĕçермелли кăмакасен мăрйисене тимĕр е алюмини пăрăхсенчен тунă _ усал тĕслĕхсем ăса кĕртмерĕç ахăртнех çынсене. Çакна палăртмалла: кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухас пулсан та хăш-пĕр хуçалăхсенче пушар сỹнтермелли хатĕрсем çук. Çавăнпа кашнийĕнчех вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем _ пĕр-икĕ огнетушитель, кĕреçепе пакур тата вăрăм чикмек яланах алă айĕнче, çуллахи вăхăтра каткапа 200 литр шыв тата витре пулмалла. Инкек куçа курăнса килмест, çавăнпа та яланах тимлĕ пуласчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика