Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджета _ хушма укçа-тенкĕ

04 июня 2008 г.

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин, депутатсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пайĕсен ертỹçисем хутшăннă. Ларăва районти Депутатсен пухăвĕн ертỹçи Р.Молодова ертсе пынă. Ларăвăн кун йĕркине пурĕ 7 ыйту кĕртнĕ. Елчĕк районĕн кăçалхи бюджечĕ пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçланни, районти Депутатсен Пухăвĕн "Елчĕк районĕн 2008 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова отчетсем туса панă. Пĕрремĕш кварталта район бюджечĕ тупăшсем енĕпе 54,6 миллион тенкĕпе (çулталăк планĕн 22,1 проценчĕ), тăкаксем енĕпе 45,7 миллион тенкĕпе (18,3 процент) танлашнă. Тупăшсен ытларах пайĕ (83 процент) республикăри бюджетран куçарнă укçа-тенкĕ. Налуксемпе налуксен шутне кĕмен тупăш 13,4 процентпа, предпринимательлĕхпе тупăш паракан ытти çĕртен пырса кĕнĕ тупăш 3,6 процентпа танлашнă. Çакна палăртни вырăнлă _ хамăр районта пухăнакан тупăш пĕтĕм енĕпе ỹссе пырать. Тăкаксен ытларах пайĕ вĕрентỹ ĕçне аталантарма (43,1 процент), ял тăрăхĕсене пулăшма (20,1 процент), халăх сывлăхне сыхлама (16,8 процент), экономика ыйтăвĕсене татса пама (11,7 процент) кайнă. Тупăш ытларах пырса кĕни районăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртме хистет. Хальлĕхе 5 миллион тенкĕ хушма тупăш пухăннă. Унăн пĕр пайне (4 миллион тенкĕ) республика куçарнă, ытти _ хамăр патра пухăнни. Хушма тупăша тĕрлĕ ыйтусене татма яраççĕ: ял тăрăхĕсене пулăшма, çул-йĕре тытса тăма, халăхăн тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса пама, çав шутра Патреккелĕнчи шкулăн çĕнĕ çуртне тума яраççĕ. Улшăнусене шута илсен, районăн кăçалхи бюджечĕ тупăшсен енĕпе 253,3 миллион тенкĕпе, тăкаксем енĕпе 255,6 миллион тенкĕпе танлашать. Депутатсем асăннă ыйтусемпе йышăнусем тунă. Чăваш Республикин "Чăваш Республикинчи муниципалитет служби çинчен" Саккунĕпе, Елчĕк районĕн Уставĕпе килĕшỹллĕн, муниципалитет служащийĕсен ĕç укçипе хушса тỹлемелли укçа-тенкĕн виçине районти Депутатсен пухăвĕ палăртать. Г.Анисимова депутатсене йышăну проекчĕпе паллаштарнă. Çак сĕнĕве депутатсем ырланă. Районти Депутатсен пухăвĕн 2004 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнчи ларăвĕнче "Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн ялĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли йĕркесене çирĕплетесси çинчен" 19Ỹ6-с номерлĕ йышăну пулнăччĕ. Федерацин "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" Саккунĕпе 14-мĕш статйин 19-мĕш пунктĕнче палăртнă тăрăх, тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене пĕтĕмпех ял тăрăхĕсем татса параççĕ, муниципалитет районĕн полномочийĕсем çине кĕртмен. Çавăнпа депутатсем районти Депутатсен пухăвĕн йышăнăвне пăрахăçланă, ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртмелли йĕркесене çирĕплетме сĕнсе хăварнă. Район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова культура учрежденийĕсен тытăмне 2008-2010 çулсенче улăштармалли планпа, ĕçсен управляющийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Е.Михайлова район администрацийĕн тытăмне улшăнусем кĕртес йĕркепе паллаштарнă. Çак ыйтусемпе район пуçлăхĕ Н.Миллин, Г.Федоров депутат калаçнă, сĕнỹсем панă. Депутатсем йышăнусем тунă. Ларура Чăваш Республикин наградисене илме тивĕçлĕ çынсен кандидатурисене пăхса тухнă, вĕсене ырланă. Çакăнпа районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕ вĕçленнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика