Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виççĕшĕ те çар çынни

04 июня 2008 г.

Чылай çул Елчĕкре ĕçлесе пурăннă, халĕ Краснодар кра-йĕнче тĕпленнĕ Михаил Федоровичпа Татьяна Владимировна Тихоновсем виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Виççĕшĕ те шкул хыççăн çар çыннин профессине суйласа илнĕ. Ỹссе çитсен кам пуласси тĕрлĕ сăлтавран килет. Пĕрне ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, тепĕрне вĕрентекен витĕм кỹреççĕ. Тихоновсен Дмитрий тата Александр аслă ывăлĕсем Тăрăмра пурăннă аслашшĕ Федор Тихонович, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсенче артиллери чаçĕнче çапăçнăскер, артиллерист-сем çинчен каласа панине тимлесе итленĕ, вырăс салтакĕсен фронтри паттăрлăхĕпе хавхаланнă. Тен, çавăн чухнех вĕсенче çар çынни пулас шухăш тĕвĕленнĕ. Дмитрий Хусанти М.Н.Чистяков маршал ячĕллĕ артиллерин аслă команда училищинчен вĕренсе тухнă, çар чаçĕнче службăра тăнă. Халĕ Д.Тихонов капитан çак училищĕрех курсантсене вĕрентет. Тихоновсен кĕçĕн ывăлĕ Владимир 9 класс пĕтерсен Хусанти Суворов училищинче вĕреннĕ, халĕ _ Мускав çывăхĕнчи Коломнăри артиллерин аслă команда-инженери училищин иккĕмĕш курсĕн курсанчĕ. Тихоновсен вăталăх ывăлĕ, Александр, малтанах Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетне вĕренме кĕрет. Анчах пĕр çул вĕренсенех документсене илсе Хусанти артиллери училищине леçсе парать. Пĕлĕвĕ пысăк, сывлăхĕ çирĕп çамрăка çар училищин курсанчĕ пулса тăма йывăр пулмасть. Александр пĕрремĕш çулхинех çар пĕлĕвне алла илме тытăнать, пур енĕпе те лайăх курсантсен йышне кĕрет. Çакăнта ăна хăйĕн тăрăшулăхĕ кăна мар, училищери опытлă преподавательсем, пурлăхпа техника бази çирĕп пулни те пулăшать. 2005 çулта А.Тихонов çар училищине лайăх паллăсемпе вĕçлет. Ăна мотострелоксен бригадинчи реактивлă батарейăн управлени взвочĕн командирне лартаççĕ. Училище начальникĕ А.Бородин генерал-майор алă пуснă характеристикăра çакăн пек йĕркесем пур: "Вĕренỹре кăна мар, службăра та тăрăшулăх кăтартрĕ. Профессие тĕрĕс суйласа илни пирки иккĕленỹ çук. Хăйĕн ĕçĕ-хĕлне тĕрĕс хак парать, тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем тăвать. Лăпкă, ĕçлĕ, тỹрĕ кăмăллă, хушнине итлет". Çамрăк командир çар тивĕçне пурнăçлас ĕçре вăхăтне, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнине командовани часах асăрхать. Çулталăкран А.Тихонова аслăрах должность _ миномет батерейин командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вăл _ соединенире чи лайăххи. Кĕске вăхăтра çамрăк офицер подразделенире салтаксем хушшинчи хутшăнусене йĕркелесе яма, çар хатĕр-ленĕвне çỹллĕ шая çĕклеме пултарнă. Подразделени иртнĕ çулхи çар сборĕнче 58-мĕш Армире миномет батарейисем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2007 çулта А.Тихонов аслă лейтенант округри артиллери батарейисен командирĕсен конкурсне хутшăннă, виççĕмĕш вырăна тухнă. Хăй каланă тăрăх, лайăхрах вырăн йышăнма та ĕмĕтленнĕ, анчах опыт çитменни чăрмантарнă. Пирĕн шутпа икĕ çул службăра тăнă офицершăн çакăн пек çитĕнỹ туни пысăк ỹсĕм. Тăрăшсан, çар пĕлĕвне тăтăш ỹстерсе пырсан тата пысăкрах çитĕнỹ тăвасси пирки иккĕленмест вăл. Служба кăна мар, çемьере те йĕркеллĕ пирĕн ентешĕн. Пĕчĕк ача çитĕнет. Мăшăрĕпе, ипотека кредичĕпе усă курса, тинĕс хĕрринчен 100 метрта хăтлă хваттер туяннă. Çав вăхăтрах Пятигорскри суту-илỹпе экономика университечĕн юриспруденци факультетĕнче вĕренет. А.Тихонов аслă лейтенант ертсе пыракан батарея тата унăн командирĕн çитĕнĕвĕсем, опычĕ çинчен Çурçĕр Кавказ çар округĕн тата соединени хаçачĕсенче темиçе хутчен те çырса кăтартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика