Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн те вĕсем пекех пуласчĕ

04 июня 2008 г.

Пирĕн те вĕсем пекех пуласчĕ Кавал ялĕнче тĕлĕнмелле çемье пурăнать. Сăмах кунта Надежда Сосипаторовнăпа Гурий Ефимович Теллинсем çинчен пырать. Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Çур ĕмĕре яхăн шкулта ачасене вĕрентес ĕçре тăрăшнă Теллинсем пилĕк ывăл ỹстернĕ, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. 85 çулхи Гурий Ефимович паян кунчченех мăшăрне çамрăк чухнехи евĕр "Наденька" тесе чĕнет. Çакă çемьере пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе, пĕр сăмахран ăнланса пурăннине çирĕплетет. Г.Теллин çамрăк учитель Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен йывăр аманса таврăннине пăхмасăр педагогика институтĕнче вĕренет, истори учителĕ пулса тăрать. Çапла майпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта учитель, шкул директорĕ пулса тăрăшать. Мăшăрĕ, Надежда Сосипаторовна _ интеллигент çемйинчен. Унăн ашшĕ, Сосипатр Андреевич Зайцев, Хусанти учительсем хатĕрлекен семинари, университет пĕтернĕ. Амăшĕ, Александра Павловна Зайцева (Павлова) çинчен тата ытларах каласа кăтартма пулать. Эликса (ача чухне çапла чĕннĕ ăна) - таврари пĕрремĕш хĕрарăм-учитель. Унăн шăпи И.Я.Яковлев, А.В.Рекеев ячĕсемпе тачă çыхăннă. Надежда Сосипаторовна амăшĕ пирки акă мĕн каласа кăтартать: _ Манăн анне А.В.Рекеев уçнă Кивĕ Эйпеçри шкулта вĕреннĕ. 1903 çулта шкула И.Я.Яковлев килнĕ. А.В.Рекеев аннерен ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. И.Я.Яковлева вара хуравсем килĕшнĕ. "Манăн шкула пырăн", _ тенĕ вăл ăна пуçран шăлса. 1907 çулта пичче аннене Чĕмпĕрти чăваш шкулне леçнĕ. Анне экзаменсене ăнăçлă тытнă, анчах унта вĕреннĕшĕн 25 тенкĕ тỹлемелле пулнă. Асатте лашине сутса 12,5 тенкĕ анчах пуçтарнă, çапах çухалса кайман. И.Я.Яковлев патне кайнă. "Çав териех вĕренес тесен _ йышăнатпăр", _ тенĕ вăл. Турă Александра Павловнăна вăрăм ĕмĕр пилленĕ. Вăл 95 çул пурăннă. Ашшĕпе амăшĕн çулне Надежда Сосипаторовна малалла тăснă. Патăрьелĕнчи учительсем хатĕрлекен педтехникумран вĕренсе тухнă хыççăн Таяпа Энтри ялĕнчи шкулта ĕçленĕ. Аслă пĕлỹ илес ĕмĕтпе пурăннă. Анчах... çутă ĕмĕтсем татăлнă, вăрçă пуçланнă. 1942 çулта ăна Кавал ялне пуçламăш классене вĕрентме янă. 1943 çулта пулас мăшăрĕ, Гурий Ефимович, вăрçăран йывăр аманса таврăнать. Çамрăк та хитре лейтенанта Надежда Сосипаторовна юратса пăрахать. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайманнине ăнланса 1945 çулта вĕсем çемье çавăраççĕ. Йыш çумне йыш хушăнсах пырать, ывăлсем çут тĕнчене умлă-хыçлă килеççĕ. Ăслă, çирĕп кăмăллă пулса çитĕннĕ пăхаттирсем. Асли, Валерий, Мускаври шалти ĕçсен академине пĕтернĕ. Тĕрлĕ районта шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче ĕçленĕ. Халĕ отставкăри подполковник. Леонид ывăлĕ ашшĕпе амăшĕн пархатарлă çулне суйласа илнĕ. Учительте, РОНО заведующийĕнче ĕçлесе чыс-хисепе тивĕçнĕ. Мăшăрĕ те, Римма Васильевна, хăй пекех учитель. Вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Вениамин ывăлĕ вара 22 çултанах пурнăçран уйрăлса кайнă, ашшĕпе амăшĕн чĕрисене нихçан пирчейми суран хăварнă. Йывăр тăпри çăмăл пултăрах унăн. Ардалион _ инженер-строитель, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Çемье тĕпчĕкĕ Володя ывăлĕ, Омскри çар училищине пĕтернĕ хыççăн Мускаври Фрунзе ячĕпе хисепленекен çар академинче пĕлỹ илнĕ. Хальхи вăхăтра Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Генеральнăй Штабĕнче службăра тăрать. Ашшĕпе-амăшĕ ывăлсемпе чăннипех мухтанма пултараççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем тăван киле пухăнсан ватăсен куçĕсенче савăнăç куççулĕ пуçтарăнать. Тĕпренчĕксем куç тулли, çурт тулли. 62 çул алла-аллăн тытăнса пурнăç çу-лĕпе утаççĕ Надежда Сосипаторовнăпа Гурий Ефимович. Вĕсем сивĕ сăмах каласа пĕр-пĕрне нихăçан та кỹрентермен. Кивĕ Эйпеçри шкула ватăсем халĕ те килсех çỹреççĕ. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс те сумлă пурăнма ăс параççĕ, тĕрлĕрен калаçусем ирттереççĕ. Акă, аслă Улăпăмăр И.Я.Яковлевпа унăн пĕрремĕш вĕренекенне А.В.Рекеева халалласа ирттернĕ наукăпа практика конференцине те хаваспах хутшăнчĕç. Шкул ачисем те сумлă та хисеплĕ ватăсене манмаççĕ, час-часах вĕсем патĕнче пулса килти ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Сăпайлă ветерансем çитĕнекен ăрушăн çутă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Пирĕн те вĕсем пекех ял-йышра та, унăн тулашĕнче те ырă ятлă пуласчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика