Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кỹршỹне те ан шан

04 июня 2008 г.

2008 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайне Çуткỹлти М.Емельянова ывăлĕ çухални çинчен заявлени çырса панă. 1983 çулта çуралнă А.Емельянов нарăс уйăхĕн вĕçĕнче килĕнчен тухса кайнă та таврăнман. Асăннă фактпа Раççей Федерацийĕн прокуратури çу-мĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви пайĕ Раççей Федерацийĕн Уголовлă процессуаллă кодексĕн 144-145-мĕш статйисемпе килĕшỹллĕн тĕрĕслев пуçарнă. Халиччен А.Емельянов çухалса çỹременнине, ниçта та кайма пуçтарăнманнине палăртнă. Унсăр пуçне вăл ют çын пурлăхне вăрланăшăн тата вĕлерессипе хăратнăшăн судпа айăпланни, район больницинче врач-психиатр патĕнче учетра тăни паллă пулнă. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче РФ Уголовлă кодексĕн 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Оперативлă следстви мероприятийĕсем туса ирттернĕ май А.Емельянов виллине 2008 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче çак ялтах кỹршĕллĕ пурăнакан К.-сен сарайĕнче тупнă. Ăна унта çĕре чавса пытарнă. Хăй ирĕкĕпе вилменнине мăйĕ çинчи чиксе амантнă сурантан пĕлме пулнă. Çавăн пекех çĕр айĕнчен вилнĕ çыннăн тумтирĕсене, юнпа вараланнă тỹшек-çытар çиттисене чавса кăларнă. Кил хуçи ку çуртра С. ывăлĕ пĕччен пурăннине, халĕ вăл Мускава ĕçлеме тухса кайнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех К. çак преступлени çинчен нимĕн те пĕлменнине евитленĕ. Следстви органĕ преступлени тăваканĕ 1976 çулта çуралнă С. пулнине палăртнă. Ăна Мускав çывăхĕнчи Дмитров хулинчен тытса илсе килнĕ. С. хăйĕн айăпне йышăннă, ĕç мĕнле пулнине каласа панă. 2008 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче С. (вăл ỹсĕр пулнă) ашшĕ килĕнче Емельянов А.-па хирĕçсе каять, ăна хырăмĕнчен урипе тапать. Кайран çĕçĕ илсе мăйĕнчен чикет. Йывăр сурансене пула Емельянов А. темиçе минутранах пурнăçран уйрăлать. С. вара вилене çуртран сĕтĕрсе тухса сарайне чавса чикет. Преступлени тунă хыççăн Мускав облаçне тухса каять.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика