Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыранхи пирки паян шухăшла

04 июня 2008 г.

2008 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчи федерацин "Ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли страхованин хушма взносĕсем тата пенси укçи-тенкине йĕркелеме патшалăх пулăшасси çинчен" 56 тата улшăнусем кĕртекен 55-мĕш саккунсем пулас пенсие йĕркелеме хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакан граждансене тата ĕç паракансене экономика тĕлĕшĕнчен хавхалантарма пĕрремĕш хут çирĕплетеççĕ. Паянхи кăларăмра страхованин хушма взносĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр. Взнос тỹлемелли условисем. Пулас пенсин пухăнса пыракан пайĕ валли хушма взноса Раççейре ялан е вăхăтлăх пурăнакан кирек хăш гражданин та, вăл мĕнле ỹсĕмрине, профессине, ĕçлеве хутшăннине пăхмасăр, тỹлеме пултараççĕ. Енчен те çын обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче шутра тăмасть тĕк (сăмахран, вăй ведомствин тытăмĕнче тăрăшать), ăна регистрацилеççĕ те страховани свидетельстви параççĕ. Хушма взнос тỹлесси çинчен заявление кирек хăш вăхăтра та, 2008 çулхи юпа уйăхĕн 1 _ 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕсенче çырма юрать. Саккунпа килĕшỹллĕн ăна 3 майпа çитерме пулать, халăхăн мĕнпур ушкăнне пĕрешкел ирĕкпе тивĕçтернĕ: ĕçленĕ вырăнта, Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан çĕрти органĕнче, трансферагент центрĕсенче (алă пуснине çирĕплетесси пирки Пенси фончĕ килĕшсе татăлнă организацисенче). 2008 çулта Чăваш Республикинче çавăн пек центрсем улттă: "Банк Москвы", "Росбанк", "Связьбанк" филиалĕсем, патшалăхăн шутланман "Социум", "Норильский никель", "Большой пенсионный фонд" пенси фончĕсем. Заявление йышăнни çинчен Пенси фончĕ гражданина 10 кунра пĕлтерет. Çын ыйтса çырнине ĕçленĕ вырăнта парсан унăн шалăвĕнчен ĕç паракан Пенси фондне куçармалли хушма взносăн уйăхри виçине кăтартмалла. Заявление Пенси фондне е трансферагент центрне çитерме шутласан тỹлев виçине палăртмалла мар. Взноса тỹлеме чарăнма, çĕнĕрен хывма кирек хăçан та юрать. Паллах, тивĕçлĕ заявлени çырмалла. Патшалăхăн финанс пулăшăвĕн условийĕсем. Патшалăх укçа-тенкĕпе вунă çул пулăшать. Пенси валли гражданин хывакан хушма взнос виçине чикĕлемен. Çапах та патшалăх укçине тивĕçес тесен унăн çулталăкра 2 пин тенкĕрен кая мар хывмалла. Тивĕçлĕ кану ỹсĕмĕ çитменнисене вăл взноссене 1:1 виçепе финанслать, анчах çулталăкра 12 пин тенкĕрен ытла мар. Пенси пама ыйтманнисене _ тивĕçлĕ кану ỹсĕмне çитнĕ граждансене (хĕрарăмсене _ 55-рен, арçынсене _ 60-тан) патшалăх 1:4 шайлашупа финанс пулăшăвĕ парать, анчах çулталăкра 48 пинрен ытла мар. Çапла вара вăй питтисен малалла ĕçлеме тата хăйсен пенсине ỹстерме май килет. Пенси илекенсем те хушма взнос тỹлеме пултараççĕ, анчах та вĕсем патшалăхăн финанс пулăшăвне тивĕçеймеççĕ. Ĕç параканăн взнос тỹлемелли условисем. Çынсем хăйсен пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли тỹлекен хушма взноссене ĕç паракан хăй шучĕпе тỹлеме ирĕк пур. Финанс пулăшăвĕн виçине вăл хăй палăртать. Кун пирки ятарлă хушупа тивĕçлĕ йышăну тăвать е коллектив килĕшĕвĕнче палăртса хăварать. Хушма взноса инвестицилесси. Пенсин пухăнса пыракан пайне управляющи компани тата патшалăхăн шутланман пенси фончĕ урлă укçана упраса хăварас тата тупăш илес тĕллевпе инвестицилеме юрать. Кун пирки ыйтса çырнă заявление Пенси фончĕн органне е трансферагент центрне кирек хăш вăхăтра та çитерме пулать. Хушма взноссене ытти тỹлевсем пекех çав управляющи компанире е патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче инвестицилеççĕ. Хушма взносăн тỹлевĕн ирĕкĕ пирки пĕлтерни Раççей Пенси фончĕ граждансене çуллен ярса паракан хыпарсенче çырăнать. Хушма взноса ирĕке йышăнакансене тỹлесси. Гражданин тỹленĕ хушма взноссене, патшалăх тата ĕç паракан пулăшăвĕн укçине вăл пенсин пухăнса пыракан пайне памалла тăвиччен е ăна çĕнĕрен шутличчен вилсен ирĕке йышăнакана тỹлеççĕ. Налук çăмăллăхĕ. Пулас пенси валли хушма взноссене финансламалли тытăм йĕркеленĕ май федерацин 2008 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 56-мĕш саккунĕ тăрăх Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕнче улшăнусем палăртнă. Çăмăллăхсен тытăмне ĕçе кĕртнĕ, вĕсем виçĕ тĕрлĕ налукпа: уйрăм çын тупăшĕнчен илекен (НДФЛ), социаллă пĕрлехи (ЕСН) тата тупăш налукĕсемпе çыхăннă. Пĕрремĕшĕнчен, патшалăх пулăшăвĕнчен, ĕç паракан тỹленĕ хушма взноссенчен (кашни çын пуçне çулталăкра 12 пин тенкĕрен ытла мар) НДФЛ тытмаççĕ. Пенсин пухăнса пыракан пайĕ валли хушма взнос хывакан граждансен налукран социаллă чакару тутарма ирĕк пур. Тĕслĕхрен, вăл çулталăкра хывнă 12 пин тенкĕрен 1560 тенкине каялла параççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ĕç паракан кашни çын пуçне çулталăкра тỹленĕ 12 пин тенкĕрен ытла мар взносран социаллă пĕрлехи налук илмеççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, ĕç паракан хывнă взноссене тупăшран илекен налука палăртнă чух тĕп кăтарту шутне кĕртмеççĕ. Ватлăхри ĕç пенсийĕ памалли условисем. Ватлăхри ĕç пенсийĕ памалли условисем улшăнман: тивĕçлĕ канăва тухмалли ỹсĕм тата страхованин 5 çуллăх стажĕ çаплипех юлнă. Страховани стажĕ _ ĕçленĕ пĕтĕм тапхăр (çарта службăра пулнине, ачана çулталăк çурă тултариччен пăхнине шута илсе) тата страховани взносĕсем тỹлени. Страхованин 5 çуллăх стажĕ пулмасан страхованин хушма взносĕсене тỹлесен те ватлăхри ĕç пенсине памалла тумаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика