Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртни куç умĕнче

04 июня 2008 г.

Н.А.Некрасов хăйĕн пĕр поэминче вырăс хĕрарăмĕсен паттăрлăхне, ĕçченлĕхне мухтаса çырса кăтартнă. Çавăн пек пултаруллă хĕрарăмсем Чăваш Республикинче те сахал мар. Вĕсем арçынсемпе танах Тăван çĕршыв тĕрекĕшĕн, пуласлăхĕшĕн вăйĕ-сене шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Манăн çавăн пек тăрăшуллă, пултаруллă хĕрарăмсен шутне Елена Петровна Кассировăна кĕртес килет. Вăл _ Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹрт хĕрĕ, Аслă Елчĕк кинĕ. Мăшăрĕпе, Александр Иванович Кассировпа иккĕшĕ те спортпа туслă, СССР спорт мастерĕсем. 80-мĕш çулсенче хĕрарăмсен хушшинче ЧАССРĕнче спорт мастерĕн ятне илнĕ пĕрремĕш хĕрарăм пирĕн кинĕмĕр. Елена Петровна Шупашкарти ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра партком секретарĕнче тăрăшнă хушăра ял ĕçченĕсене спортпа ытларах интереслентерме тытăннă. Чылай вăхăт йĕлтĕр çине тăман хĕрарăмсене тепĕр хут йĕлтĕр çине тăратса, хатĕрлесе ытти районсенчи ăмăртусене илсе кайнă. Ял хуçалăх çыннисене ĕç хыççăн савăнăçлăрах канмалли мелсем шыранă. Хăйсемпе калаçнă хыççăн пуçланă вара тĕрлĕрен концертсене хатĕрленме. Дояркăсем, шоферсем, трактористсем ушкăнăн-ушкăнăн хăйсем программисене хатĕрлесе клубра концертсем панă, ял халăхне савăнтарнă. Урампа урам та айккине тăрса юлман, пурте хăйсен пултарулăхне кăтартма тăрăшнă. Çапла майпа колхозниксем аванах пысăк программăпа республикăн тĕп хулине те кайма тивĕç пулнă. Çакă мар-и ертсе пыраканăн тивĕçĕ, пултарулăхĕ? Елена Петровна пек пултаруллă хĕрарăмсем пулсан пурнăç яланах тулли те хаваслă пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика