Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпчев ĕçĕсене йĕркелесси

04 июня 2008 г.

Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхине тата литературине вĕрентекен пулса 15-мĕш çул ĕçлетĕп. Шкулти вĕрентỹ системи пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла аталанать, вĕрентекенсене йăлана кĕнĕ кивĕ йĕркесемпе мар, çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Çавна май хамăн кулленхи вĕрентỹ ĕçĕнче тĕпчев, шырав меслечĕпе усă курма тăрăшатăп. Ĕçе пуçăннă май ума çакăн пек тĕллев лартрăм: ачасене тĕпчев ĕçĕсем çырма хăнăхтармалла. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыма районти вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕнче тăрăшакан методистсен ырă канашĕ, Шупашкарта учительсен курсĕнче пулни, çак ĕçпе ĕçлекен учительсен опычĕпе паллашни нумай пулăшса пырать. Раççей шайĕнче, республикăра, районта шкул ачисен наукăпа практика конференцийĕсене ирттересси, тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕсене йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Энтепери тĕп шкулта вĕренекен ачасемпе эпир те çак ĕçсенчен пăрăнса юласшăн мар. Ĕçĕн пахалăхĕ пултăр тесе тĕпчев ĕçне çырассин йĕркипе паллаштаратăп: _ ачасене интереслĕ те пĕлтерĕшлĕ темăсем суйлама пулăшатăп; _ тĕллев лартма, тĕпчев ĕçне планлама вĕрентетĕп (ача тĕпчев урлă хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçлама, ыйтусене хуравлама пултартăр); _ мелсемпе меслетсене суйлама хăнăхтаратăп (шырав, тĕпчев, сăнлав, творчествăлла тишкерỹ, танлаштару); _ тĕпчев ĕçĕн тытăмĕпе паллаштаратăп; _ "Усă курнă литература" пая тĕрĕс йĕркелеме вĕрентетĕп (усă курнă кĕнекесен ячĕсене пурне те кăтартмалла). Ачасене çырса хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштаратăп. Тĕпчев ĕçĕ çырса хатĕрлесси питĕ кăткăс, çавăнпа никама та ирĕксĕрлесе хушма ĕçпе ĕçлеттерместĕп, вĕренỹре ĕлкĕрсе пыракан ачасене хавхалантарма тăрăшатăп. "Богданов А.В. _ паттăр салтак", "Вĕсене халăх манмасть" малтанхи тĕпчев ĕçĕсене шкул шайĕнче çыртăмăр. Шкулта "Ăсталăх" кружок ерт-се пыратăп, кунта 6, 7-мĕш классенче вĕренекенсем çỹреççĕ. Иртнĕ çулхи вĕренỹ çулĕнчен пуçласа кружок занятийĕсенче тĕпчев ĕçĕсем çырма хăнăхатпăр. Кружока çỹрекен ачасем çулĕпе çамрăкрах пулнине шута илсе тĕпчев ĕçĕсен темисене те ансатраххисене илме тăрăшатпăр. Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнчен пуçласа вара хамăр ĕçсемпе тĕрлĕ конкурссенче хутшăнма пуçларăмăр. "Манăн çемье, йăхăн историйĕ" ятлă тĕпчев ĕçĕсене Павел Семенов депутат ирттерекен конкурса ярса патăмăр, М.Веникова (5-мĕш класс), К.Киргизова (6-мĕш класс) депутат елкине хутшăнма тивĕç пулчĕç. Кăткăсрах конкурссене аслăрах классенче вĕренекенсене хутшăнтаратпăр. "Человек в истории. История, ХХ век" Раççейре иртекен тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Т.Садовникова район шайĕнче "Çемье историйĕ" номинаци çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. "Excelsior" конкурса Т.Садовникова "Туй, туй, туй тесе...", М.Веникова "Хушма ятсем" тĕпчев ĕçĕсемпе хутшăнчĕç. Курнавăшра иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче Т.Садовникова "Тăван ен" секцире "Тăван ялăм, савнă ялăм" темăпа иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. И.Клементьева "Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул историйĕ. Шкул историйĕнчи манăн тăвансен тỹпи" тĕпчев ĕçне ăнăçлă хỹтĕлерĕ, свидетельство илчĕ. 2007 çулхи авăн уйăхĕнче районта иртнĕ "Манăн çемье историйĕ" сочиненисен конкурсĕнче 7-мĕш класра вĕренекен К.Киргизова çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Раççей шайĕнче иртекен "Человек в истории. История, ХХ век" тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Т.Садовникова "Человек и малая Родина" номинацире Совет Союзĕн Геройĕ С.А.Андреев çинчен тĕпчев ĕçĕ çырса республикăри конкурса хутшăнма тивĕç пулчĕ. Ачасем çырса хатĕрленĕ ĕçсем шкулта усăсăр выртмаççĕ, вĕсемпе тăван тавралăх культурин, тăван литература урокĕсенче, класс тулашĕнчи ĕçсенче анлăн усă куратпăр. Ачасен ĕçĕсен куравĕсене йĕркелетпĕр, ашшĕ-амăшĕсене паллаштаратпăр. Вĕсен ĕçĕсем "Елчĕк ен", "Тантăш" хаçатсенче те кун çути кураççĕ. Кивĕ Арланкасси ялĕ çинчен "Тăван ялăм, савнă ялăм" компьютерпа пичетленĕ кĕнеке те хатĕрлетпĕр. Ял çыннисем тĕлĕнеççĕ, хăйсем те хаваспах сăн ỹкерчĕксем, хушма материалсем параççĕ, историре пулнă фактсене, пулăмсене нумай пĕлтереççĕ. Пулăшни ĕçлеме вăй парать, пирĕн ĕç ыттисемшĕн те усăллă пулнине çирĕплетет. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче те эпир чылай ĕç тĕпчеме палăртнă. 7-мĕш класра вĕренекен О.Клементьев "Вклад наших земляков в освоении космоса" темăпа районти тĕпчев ĕçĕсен конкурсне хутшăнчĕ. "Наши земляки _ выходцы из Симбирской чувашской школы" тĕпчев ĕçĕсен конкурсне 9-мĕш класра вĕренекен Т.Садовникова хутшăнма кăмăл турĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче те пулса курнăччĕ. Çул çỹревпе пурте кăмăллă юлтăмăр. Тĕпчев ĕçĕсене çырма хутшăнас кăмăллă ачасен йышĕ ỹссе пыни, вĕсен ĕçĕсем тĕрлĕ конкурссенче призлă вырăнсем йышăнма пултарни, ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсем пĕр-пĕрне ăнланни малалла пысăк хавхаланупа ĕçлеме хистет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика