Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурнăç илемĕ" клуб - çĕнтерỹçĕсен шутĕнче

04 июня 2008 г.

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче Чăваш Республикинчи çамрăк çемьесен клубĕсен республика шайĕнче иртнĕ конкурсăн çĕнтерỹçисене чысланă. Çакăн евĕр конкурс республикăра кăçал пĕрремĕш хут иртнĕ. Çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнисен хушшинче Курнавăшри культура çурчĕ çумĕнчи "Пурнăç илемĕ" клуб пулни те савăнтарать. Асăннă клуб ертỹçи Р.Горшкова Курнавăш ялĕн библиотекинче вăй хурать. 2007 çулта вăл ертсе пыракан вулавăш "Чи лайăх библиотека" ята тивĕçнĕ. Çамрăк çемьесен "Пурнăç илемĕ" клубĕ 1983 çултанпа ĕçлет. Раиса Онуфриевна чылай çул ĕнтĕ çемьесен ĕç династийĕсене çирĕплетессипе, творчество тĕлĕшĕнчен пултаруллă ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене тупса палăртассипе, воспитани ĕçне йĕркелесе пырассипе тимлет. "Пурнăç илемĕ" клуб лауреат ята, кубока, укçан премие тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика