Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патриотлăх _ çĕршыва юратни

04 июня 2008 г.

Мĕн-ха вăл патриотлăх? Нумайăшĕ алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыва хỹтĕлени тесе калĕ. Çук, юлташăмсем, патриот туйăмĕ юратуран, çемьери тăнăçлă пурнăçран пуç-ланать. Çак кунсенче Шупашкарта Халăхсен хушшинчи патриотлăх туйăмне аталантаракан "Атăл чиккинче" I кинофестиваль иртет. Çавна май пирĕн пата кинематографа пулăшакан тата аталантаракан "Синемолайд" фонд президенчĕ, кинофестиваль йĕркелỹ комитечĕн çумпредседателĕ О.Г.Урюмцев, СССР халăх артисчĕ А.Б.Джигарханян, Раççей халăх артистки Л.И.Хитяева, Раççей халăх артисчĕ Ю.В.Назаров, В.В.Цаликов кинорежиссер, Раççей халăх артисчĕ П.Б.Винник, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ В.А.Литвинов, Египет кинорежиссерĕ Ашраф Самир Абд Эль-Баки, Инди актерĕ Кришна Радж Мутхурамалингам тата ыттисем те килсе çитрĕç. Вырсарни кун пирĕн хăнасем журналистсемпе тĕл пулма кăмăл турĕç. Олег Урюмцев, Павел Винник, Инди актерĕ Кришна Радж Мутхурамалингам, Вадим Цаликов кинорежиссер хăйсен кăмăл-шухăшне пĕлтерчĕç. Ача-пăча кинематографийĕ пирки те калаçрĕç пресс-конференцире. Фестивале илсе килнĕ тăватă картинăран виççĕшĕ _ ют çĕршывра кăларнисем, "Илья Муромец и Соловей-разбойник" çеç пирĕн. Фестивальте хăш-пĕр кинофильм премьери те пулĕ. Сăмахран, "Медвежья охота" пирĕн патра куракан умне пĕрремĕш хут тухĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хỹтĕлемелли кун, "Атăл чиккинче" I кинофестиваль уçăлчĕ. Хăнасем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ патне чаплă машинăпа çывхарчĕç, хĕрлĕ кавир çулпа утса театра кĕчĕç. Уявра çĕршыва, çемьене, аннене юратмалли, тăнăçлăх пирки нумай калаçрĕç. ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров та патриотлăх туйăмне аталантаракан кинофестиваль вăрçă-харçă пирки мар, юрату пирки пулнине аса илчĕ. "Çĕнĕ кинопроект тĕллевĕ _ историпе кăсăкланакансене хавхалантарасси, кăмăл-сипете пуянлатасси, Шупашкар вара тĕрлĕ çĕршыв кинематографисчĕсене пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашма май паракан творчество лапамĕ пулĕ", _ палăртрĕ Президент. Фестивале парне те пачĕ _ 1 миллион тенкĕ. Жюри унпа хăй пĕлнĕ пек усă курĕ. Раççей халăх артисчĕ А.Васильев патриотлăх туйăмне аталантаракан кинофестивале Ача-пăчана хỹтĕлемелли кун уçни ырă пулăм пулнине асăнчĕ. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава тата ЧР Президенчĕ пил панипе уяв ăнăçлă пуласси куç кĕрет. Кунта пухăннисем "Атăл чиккинче" фестивалĕн ĕмĕрĕ вăрăм пуласса шаннине пĕлтерчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика