Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсен семинарĕ

30 мая 2008 г.

Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче районти культура ĕçченĕсен семинарĕ иртрĕ. Унта тĕп калаçу ял тăрăхĕсенчи агиткультбригадăсен ĕçĕсемпе паллашасси, вĕсен пултарулăхне ỹстересси пирки пычĕ. Агиткультбригада ушкăнĕсем хăйсен темиçе çулхи ĕç опычĕпе ĕçте-шĕсене паллаштарчĕç, малашне ĕçре усă курмалли паха информаци пухрĕç. "Ырă ĕçсем тума васкăр" ятпа иртнĕ конкурса Çирĕклĕ Шăхаль ("Шуçăм"), Аслă Пăла Тимеш ("Çĕнтерỹшĕн"), Лаш Таяпа ("Çăлкуç"), Елчĕк ("Çилçунат"), Тăрăм "(Шурăм пуç"), Курнавăш ("Шанчăк") ял тăрăхĕсенчи агиткультбригада ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Кĕске вăхăт хушшинче вĕсем пурнăçра пулса иртекен тĕрлĕ самантсене çутатма пултарчĕç. Çак çул "Çемье çулталăкĕ" тата "Ырă ĕçсен çулталăкĕ" пулнине кура ытларах асăннă темăсене тĕпе хучĕç. Питĕ кăмăллă пулчĕ кашнин юрри-ташшине, шỹтлĕ сăввисене, кулăшла саманчĕсене сăнамашкăн. Хăш-пĕр участниксем тивĕçлĕ кану çулне çывхараççĕ пулин те хăйсене сцена çинче ташă çеммипе 18-20 çулхи яшсемпе хĕрсенчен кая мар тытаççĕ. Культура ĕçче-нĕсен çапла пулмалла та. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтавсене пула Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем конкурса хутшăнма пултараймарĕç. Çывăх вăхăтрах вĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Районти агиткультбригадăсен "Ырă ĕçсем тума васкăр" конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕпе районти ĕçпе юрă тата спорт _ "Акатуй-2008" уявĕнче паллаштарăпăр. Çĕнтерỹçĕсене парнесем кĕтĕç. Сăмах май, районти "Жемчужина" ача-пăча агиткультбригада ушкăнĕн пултарулăхне Патăрьел районĕнче иртнĕ зонăри конкурсра палăртнă. Коллектива куçса çỹрекен клуб учрежденийĕсен конкурсне хутшăнма суйласа илнĕ. Финалта та вĕсем Елчĕксен ятне яман, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Саламлатпăр сире, çамрăк артистсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика