Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв хаваслă иртрĕ

30 мая 2008 г.

Трон çинче чаплă тумтирлĕ патша тарăн шухăша кайса ларать. Пуçри вуншар ыйту хуравне вара патшалăхри пĕр çын та пĕлмест. Çăпата сырнă, хул урлă пысăк хутаç çакнă çамрăк хурăн хуппи çинче çырнă çыруран тĕрĕс ответ вуласа парать. Çак çырусене çитес ăрусем валли упрама ятарлă çурт-библиотека уçасси çинчен хушу кăларать патша... Çапла пуçланчĕ районти библиотека ĕçченĕсен уявĕ. Питех те тĕлĕнмелле ăста выляççĕ Эльвира Михеева ертсе пыракан Лаш Таяпари библиотекăна çỹрекен пĕчĕк артистсем. Аваллăхран хальхи куна куçма вара Яманчỹрелĕнчи И.Ермакова, Курнавăшри Р.Горшкова, Шăмалакри В.Усанова "пулăшрĕç". Районти библиотека ĕçченĕсем хăйсен хушшинче "Библиотека. Кĕнеке. Вулакан _ 2008" темăпа электронлă презентацисем хатĕрлес ĕçре тупăшрĕç. Çĕнтерỹçĕсен ĕçĕсем вара пурне те кăмăла кайрĕç. Уява чылай çын пуçтарăнчĕ. Вулавăш ĕçче-нĕсене райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертỹçин ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина, социаллă аталану секторĕн ертỹçи А.Александрова, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.Аникина, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Крылов тата ытти хăнасем саламларĕç, ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. А.Александрова ĕçре палăрнă библиотекарьсене Хисеп хучĕсемпе тата тав çырăвĕсемпе чысларĕ, библиотекăра чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене ырă сăмахпа палăртса хăварчĕ. Уявра "Единая Россия" политика партийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Е.Михайлова партие кĕме кăмăл тунисене билетсем пачĕ. Уяв питĕ хаваслă иртрĕ. Библиотекарьсен ячĕпе çак кун сахал мар салам сăмахĕ, юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем Л.Траншкина, И.Шурбин, В.Панкратова шăрантарчĕç вĕсене. Çу уйăхĕн 27-мĕшĕ библиотекарьсен çеç мар, вулакансен, çыракансен уявĕ. Çавна май эпĕ вулакансене, пире хисеплесе килнĕ хăнасене, "Елчĕк ен" хаçат редакцине пире ĕçре хавхалантарса пынăшăн, пирĕн ĕçĕмĕре çутатса халăх патне çитерме пултарнăшăн пысăк тав сăмахĕ каласшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика