Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк ăру _ пуласлăх

30 мая 2008 г.

 Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ _ Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун. Ăна 1949 çулхи чỹк уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен демократилле федераци совечĕн сессийĕнче кашни çулах уявлама йышăннă. Çак куна чи малтан 1950 çулта 51 çĕршывра палăртнă. Ачасем _ пирĕн пуласлăх. Ыранхи пурнăçа тăнăçлă, вĕсен малашлăхне телейлĕ тăвас тесен пирĕн, аслă ăрун, сахал мар вăй хумалла. Çĕршывра ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех чылай ача интернатсемпе ача çурчĕсенче ỹснине ăнланма йывăр. Паянхи кун районта опекунсен çемйисенче 76 ача çитĕнет. Вăл шутра ашшĕ е амăшĕ пур çĕртех ватă аслашшĕ-асламăшĕсемпе, кукашшĕ е кукамăшĕсемпе пурăнакансем те пур. Вăхăт шунă май пурнăç та улшăнса пырать. Ачасенчен ытларах пайĕ яка çи-пуçлă, тулăх сĕтел хушшинче, ашшĕ-амăшĕн е çывăх çыннисен юратăвне туйса ỹсеççĕ. Çав вăхăтрах кивелнĕрен якалса çуталнă тумтирпе, тăраниччен çисе курмасăр, çывăх çынсен ăшшисĕр çитĕнекенсем те тĕл пулаççĕ. Чĕрчун хăйĕн çурисемшĕн пурнăçне пама хатĕр пулсан, хăйсен варĕсенче ỹтленнĕ ачасене ача çурчĕсене пăрахса хăваракан амăшĕсене ниепле те тỹрре кăлараймăн. Чунсăрлăх, сивĕлĕх хуçаланать вĕсенче. Тăнăçлă мар çемьесенче çитĕнекен ачасене чылай чух патшалăх аллине пама тивет. Эрех авăрне путнисем тĕпренчĕкĕсем пирки манаççĕ, ачисем выçă е тутă пулни те кăсăклантармасть вĕсене. Тавах Турра, ырă кăмăллă та пархатарлă çемьесем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Районти тăватă çемьере паян 6 тăлăх ача хỹтлĕх тупни чи сăваплă пулăм. Тăлăх ачасен шăпи никама та пăшăрхантармасăр тăмасть. Пархатарсăр çемьесем пирки Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каланă: "Паян пирĕн общество халăхра малтан пулман пулăмсемпе чирлĕ пулнине эпир кулянса палăртатпăр. Вĕсем _ намăсĕсене çухатнă ашшĕ-амăшĕ пăрахнă, çапкаланса çỹрекен ачасем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем патĕнче вырăн тупайман тăлăх ачасем. Яланах, чи йывăр çулсенче, тăвансем, çывăх е пĕр палламан çынсем, халăх нушаллă ачасене пăхса усрама е воспитани пама илнĕ... Тавах Турра, çак енĕпе пирĕн лайăх тĕслĕхсем çук мар". Никама та айăплас килмест. Пурнăçа тĕрĕс йĕркелесси хамăртан килнине тепĕр хут çирĕплетес килет çеç. Килте ачан телейлĕ те шăнкăравлă сасси янăранине мĕн çитĕ? Ачасене хỹтĕлесси _ пирĕн тивĕç. Ачасен малашлăхĕ, телейĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ỹстересси пирки пĕр самант та манас марччĕ, аслисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика