Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем сахал мар

30 мая 2008 г.

 Умра _ Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ _ "Акатуй". Кăçал ăна Ырă ĕçсен çулталăкне тата Çемье çулталăкне халалланă. Çавна май кăçалхи "Акатуй" программине ытти çулхисенчен уйрăмрах йĕркелеме, программăра халиччен пулман мероприятисем кĕртме палăртнă. Çакă тата ытти ыйтусем çине хурав илес тĕллевпе пирĕн корреспондент Е.Петрова райадминистрацин социаллă аталану секторĕн ертỹçипе А.Александровăпа тĕл пулнă. _ Антонина Анатольевна, кăçалхи "Акатуй" уявĕн программи ытти çулхисенчен анлăрах та пулĕ... _ Çапла, кăçалхи Ĕçпе юрă тата спорт уявĕн программи ытти çулхисенчен пуянрах. Уяв мероприятийĕсем çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче пуçланаççĕ. Кăçалхи çул Ырă ĕçсен çулталăкĕ тата Çемье çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса çак кун уява çĕнĕлĕх кĕртнĕ _ "Ача-пăча вăййисем" ятпа пысăк ме-проприяти ирттерме палăртнă. Ача-пăча паркĕнче кунĕпех аттракцион ĕçлĕ. Кунтах пылак çимĕçсем сутăнĕç. "Чи лайăх çемье _ манăн", "Тăван тавралăх", "Епле илемлĕ вăл тĕнче" ятсемпе сăн ỹкерчĕксен, ал ĕçĕсен, ỹкерчĕксен выставкисем ĕçлĕç. "Килĕшỹ те туслăх сана, савнă Елчĕк ен" ятпа иртекен концерт, "Ырă кун, тĕнче" спортпа музыка композицийĕ çак куна çемье уявне çавăрĕ. Хăйсене спортра тĕрĕслесе пăхас текенсем те тунсăхласа лармĕç. Вĕсем велочупура, мини-футболта, çăмăл атлетсен эстафетинче, йывăр атлетсен, кире пуканĕ йăтакансен, алă вăйĕ виçекенсен, "Кĕрешỹ" ăмăртăвĕсенче тупăшĕç. Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче халиччен иртмен мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Культурăра та, спортра та çĕнĕлĕхсем сахал мар. Сăмахран, лашасем ăмăртнисĕр пуçне çак кун программăна "Джигитовка" ятпа номер кĕртнĕ. Лашасем чĕвен тăнине, çын тата çулăм урлă сиксе каçнине, пынă çĕртех йăванса кайнине тата ыттине те курма уява пухăннă халăхшăн кăсăклă пулĕ. "Звездная фиеста" гала-концерт йĕркелени те çĕнĕлĕх. Концерта хамăр тăрăхран тухнă çăлтăрсем анчах мар, Шупашкартан килнисем те хутшăнĕç, уява хаваслăх кĕртĕç. Кăçалтан уявра "Чи лайăх культура ĕçченне", "Чи лайăх библиотекаре", "Чи лайăх культура çуртне", "Чи лайăх библиотекăна" чысласси йăлана кĕрĕ. _ Эсир ытти районсенче иртекен "Акатуйсенче" те пулса курнă. Пирĕн уяв ытти районсенчен мĕнпе уйрăлса тăнине палăртсамăр. _ Ытти районсенче эпĕ "Акатуй" кунĕ ака пăтти хатĕрленине курман. Ĕлĕкхи чăвашсен йăла-йĕркине пăхăнса типтерлĕ упраннă кивĕ савăт-сапаран асаттесемпе асаннесем хатĕрленĕ евĕр апат-çимĕçе тутанма, чăн та, кăмăллă. Тепĕр уйрăмлăх вăл çакă: ытти çĕрте ниçта та "Вăййа тухнине" тата "Анатри чăвашсен вăйă юррисене" сăнарласа памаççĕ. _ Тавах калаçушăн. _ Уява кашнинех хапăлласа кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика