Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă ĕç

27 мая 2008 г.

Сăваплă ĕç 1876 çулта туса лартнă Тĕмер чиркĕвĕ хĕвел шевлипе аякранах çуталса ларать. 20-мĕш ĕмĕрте вăл влаç енчен хĕсĕрленине пăхмасăр Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн яланах уçă пулнă. Темле кăткăс саманара та йывăрлăхсене парăнман. Турра ĕненекенсем пулăшнипе юхăнса кайман. Халăх укçа-тенкипе ăна юсаса, çĕнетсе тăнă. Виçĕм çул чир-кĕве юсассипе нумай ĕç туса ирттернĕ. Нумайăшне чиркĕве çỹрекенсен вăйĕпе, тỹлевсĕр пурнăçланă. Чиркỹ настоятелĕ Петĕр атте тăрăшнипе кăçал кунта тата тепĕр ĕç пуçарнă: просвир пĕçерме çурт, складсем тума пуçăннă. Ĕç калăпăшĕ пысăк. Çакăн пек пысăк ĕçсене унччен те прихута çỹрекенсен вăйĕпе пурнăçланă. Хальхинче те çак йăларан пăрăнма шутламан. Петĕр атте чĕннипе çурта купалама халăх йышлă пуçтарăннă. Тĕмерсем кăна мар, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Мучар, Турхан, аякри ытти ялсенчен те халăх йышлă пуçтарăннă. Çамрăксем, çав шутра Тĕмер, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче вĕренекенсем те килнĕ. Халăхĕ чăннипех йышлăччĕ çав кун, 300-е яхăн çын пуçтарăннă. Ĕненекенсем хушшинче ваттине те, яш-кĕрĕме те, ачасене те куртăмăр эпир. _ Никама та хистесе чĕнмен, чиркỹн ун пек йăла та çук. Пурте хăйсен ирĕкĕпе килнĕ, _ терĕ пире Петĕр атте. _ Чиркỹ пирĕн мăн асаттесен вăхăтĕнчен ĕçлеме пуçланă, малалла та ĕçлĕ, вăл пиртен те юлĕ. Чиркỹ усала мар, çынна ырă тума вĕрентет. Çавăнпа ăна тĕрĕс-тĕкел тытса тăрасчĕ. Юлашки вăхăтра ялсенче пĕччен тăрса юлнă ватăсем йышланчĕç. Хăшĕ-пĕрисен ачи-пăчи те, тăванĕсем те çук. Вĕсене юлашки çула ăсатма чиркỹ çумĕнче тупăксем, хĕрессем тума пуçăнасшăн. Ку та чиркỹн сăваплă ĕçĕ пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика