Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Свидетельствăсем илĕç

27 мая 2008 г.

Раççей Федерацийĕн "Пурăнмалли çурт-йĕр" программи районта ăнăçлă пурнăçланса пырать. Асăннă программа çамрăк çемьесене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассинче те пысăк пулăшу парать. Унăн "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммипе килĕшỹллĕн çывăх вăхăтра районти 21 çамрăк çемье свидетельство илсе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ. Райадминистрацин капиталлă строительствăпа çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ О.Никифорова пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун черетре 153 çемье тăрать. Асăннă çумпрограммăна хутшăнас текенсене пĕлсе тăма. РФ субъекчĕн ĕç тăвакан влаç органĕ çамрăк çемьесене планлакан çулта субсиди илмелли претендентсен шутне кĕртесси çинчен калакан йышăну тунă вăхăт тĕлне упăшкипе арăмĕн е тулли мар çемьере ашшĕн е амăшĕн 30 çултан иртмелле мар. Çемье условийĕсене лайăхлатас текен çамрăксен чи малтанах ял тăрăхĕн администрацине, унтан райадминистрацин капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ О.Никифорова патне пырса черете çырăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика