Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене хỹтĕлесе

27 мая 2008 г.

Елчĕк район прокуратурин работникĕсем çак кунсенче ачасене сывлăх, нравственность тата ăс-тăн тĕлĕшĕнчен сиен кỹрекен, хаярлăхпа тискерлĕхе, пусахлассине пропагандăлакан информацирен хỹтĕлекен законодательствăна мĕнле пăхăннипе кăсăкланса тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче федерацин "Табак туртассине чакарасси çинчен" Саккунне (4-мĕш статья, 1-мĕш пай) пăснине тупса палăртнă. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче О.Н.Васильева уйрăм предпринимателĕн Питтĕпелĕнчи культура çуртĕнче вырнаçнă суту-илỹ точкинче М.Н.Порфирьева çул çитмен А.П.Адюковăпа Е.В.Уркинăна "Союз Апполлон лайтс" сигарет сутнă. Суту-илỹ точкинче тĕрĕслевлĕ касса аппарачĕ ĕçлеменни, маларах асăннă тавар илекенсене 12 тенкĕлĕх чек çапса паманни паллă пулнă. Район прокуратури О.Н.Васильева уйрăм предприниматель тĕлĕшпе РФ КоАП 14.15 статйипе килĕ-шỹллĕн ĕç пуçарнă. А.А.Тенькова уйрăм предпринимателĕн "Дубрава" лавккинче вара федерацин "Потребительсен прависене хỹтĕлесси çинчен" Саккунне пăхăнманнине тупса палăртнă. Ют çĕршывран кỹрсе килнĕ теттесен ячĕсене, вĕсене хăш çĕршывра тата мĕнле фирмăра туса кăларнине, унпа хăçанччен тата мĕнле усă курмаллине пĕлтерекен вырăсла информаци пулман. А.А.Тенькова уйрăм предприниматель тĕлĕшĕпе те РФ КоАП 14.5 статйипе килĕ-шỹллĕн административлă ĕç пуçарнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче тепĕр киревсĕр пулăма та тупса палăртнă. 1988 çулта çуралнă А.И.Воробьев пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче "Була" кафере çул çитмен çамрăксене _ А.С.Туманова, И.В.Мустаева, А.А.Казакова "Çул курки" ятлă эрех тата "Клинское" сăра ĕçме явăçтарнă. А.И.Воробьев тĕлĕшĕпе район прокуратури администртивлă ĕç пуçарнă (РФ КоАП 6.10 статйин 2 пайĕ).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика