Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыва хỹтĕлесси - тĕп тивĕç

27 мая 2008 г.

Çĕршыва хỹтĕлесси - тĕп тивĕç "Раççей Федерацийĕн "Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен" Саккунĕпе килĕшỹллĕн районти çар комиссариачĕ запасра тăракан 18-40 çулсенчи арçынсемпе 20-40 çулсенчи хĕрарăмсене контракт йĕркипе çара илет. Контракт службине суйласа илнисемпе малтанлăха килĕшĕве 3 çуллăха тăваççĕ. Килĕшỹсене 3 тĕрлĕ çырма пулать: _ хĕç-пăшаллă вăйсен ретĕнче службăра тăрасси çинчен; _ конкретлă çар чаçĕнче службăра тăрасси çинчен; _ конкретлă ĕç вырăнĕнче, конкретлă çар чаçĕнче службăра тăрасси çинчен. Çар службине контракт йĕркипе кайма кăмăл тăвакансен районти çар комиссариатне çакăн пек документсем тăратмалла: _ заявлени; _ автобиографи; _ çурални, вĕренни, мăшăрланни çинчен ĕнентерекен документсен копийĕсем; _ юлашки вăхăтра ĕçленĕ е вĕреннĕ вырăнтан характеристика; _ ял тăрăхĕн администраци-йĕнчен çемье йышĕ тата пурăнакан вырăн çинчен справка; _ сăн ỹкерчĕксем (9 х 12 сантиметрли _ иккĕ, 3,5 х 4,5 сантиметрли виççĕ). Çавăн пекех çарпа врач комиссийĕн тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Паянхи кун тĕлне Таджикистанра, Самар хулипе облаçĕнче, Мурманск, Новороссийск тата Кавказ тăрăхĕнче вырнаçнă çар чаçĕсене кайма нарядсем пур. Контракт службăри çыннăн интересĕсене хỹтĕлет. Килĕшỹ тăвакансене кашни уйăхрах ĕç укçи (оклад) параççĕ, тата çар званийĕшĕн тỹлеççĕ. Унсăр пуçне Çурçĕрте, туллă-сăртлă вырăнсенче службăра тăракансене район коэффициенчĕ хушса тỹлеççĕ (15 процентран пуçласа 100 процент таранччен). Çавăн пекех ытти хушма тỹлевсем пур (3 процентран пуçласа 7 процент таран). Кашни çулах иртсе кайнă çулшăн (службăна тивĕçлипе пурнăçланă тата дисциплинăллă пулнă пулсан) çар çыннисене уйăхри виçĕ оклад чухлĕ преми парса хавхалантараççĕ. Апат-çимĕç паекĕ парăнать е укçан тỹленет. Çакна палăртса хăварсан вырăнлă: хĕрỹ вырăнта службăра тăракансене ĕç укçине 1,5 хут ỹстерсе тỹлеççĕ. Ун пек чухне 1 уйăх 1,5 уйăхпа танлашать. Кашни çул тĕп отпуск çумне 15 кун хушса параççĕ. Çар службине контракт йĕркипе кайма кăмăл тăвакансене РФ çар чаçĕсенче кĕтеççĕ. Кăсăклантаракан ыйтусене районти çар комиссариатĕнче татса параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика