Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх шанни тỹрре тухрĕ

27 мая 2008 г.

2006 çулхи кĕркуннерен пуçласа "Марс" ял хуçалăх производство кооперативĕн тилхепине Мукатдас Сайфутдинов тытса пырать. Вăл _ ĕлĕкхи "Победа" колхозри Х.З.Сайфутдинов паллă механизаторăн ывăлĕ. Çулсем иртнĕ хыççăн хамăр куçсемпе курса ĕненетпĕр, ашшĕ ывăлне чăннипех тăван çĕре, тăван яла юратма, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентсе ỹстернĕ мар-и? Мукатдас Сайфутдинов ялта мар, Чĕмпĕр хулинче пурăннă. Апла пулин те тăван яла, ашшĕпе амăшне курма, пулăшма час-часах килсе çỹренĕ. Председатель хальхи вăхăтра та, хулара пурăннине пăхмасăр, ял хуçалăх предприятийĕнчи ĕç-хĕле кирлĕ пек йĕркелесе пыма пултарать. Пĕр сăмахпа, хăйне халăх шаннине кĕске вăхăтра тỹрре кăларма пултарчĕ. Пытармалли çук, малтан ĕçе ăçтан пуçăнмаллине те пĕлмен вăл. Çивĕч ыйтăва татса парассине вара ĕне ферминчен тытăннă. Ертỹçĕ çакна ăнланса илни чи кирли: фермăра тăрăшакансене хавхалантарнă. Сăмах каланипе анчах тутă пулаймăн, çакна шута илсе вăл ял хуçалăх предприятийĕн парăмĕсем лăк туллиех пулнине пăхмасăр, ĕç укçине 6-7 хут ỹстерсе тỹлеме майсем шыраса тупнă. Выльăх-чĕрлĕхрен çулталăк тăршшĕпех тивĕçлĕ шайри продукци туса илес тесен çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварма кирлине тĕп ыйту вырăнне хунă. Мĕн шутланине, ĕмĕтленнине пурнăçланă. Специалистсемпе, ытти уй-хир ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă, çапла майпа ытлăн-çитлĕн пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварнă. Фермăра халĕ те пахалăхлă сенаж, утă пĕтмен. Малтанхи çулхипе танлаштарсан, сĕт сăвасси нумай ỹсрĕ. "Елчĕк ен" хаçатăн пĕрремĕш страницинчи ял хуçалăх предприяти-йĕсем мĕн чухлĕ сĕт сунине кăтартса çырнă сводкăна тишкерме кăмăллă, "Марс" ЯХПК иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кашни ĕнерен 6 килограма яхăн ытларах сĕт сăвать. Ертỹçĕрен нумай килет, вăл тăрăшнипе 5 çул усăсăр ларнă фермăри сĕт пăрăхне юсаса çĕнĕрен ĕçлеттерме пуçларĕç. Ферма территорине карта тытса çавăрчĕç. Производство объекчĕсене хытарнă çулпа çыхăнтарчĕç. Автомашинăпа трактор паркне çĕнетме кредитпа усă курса малтанхи çулах "Енисей-1200" комбайн, пресс-подборщик туянчĕç. Председатель çак техникăна кивçен укçа илсе туянса мĕн тери тĕрĕс тунине ял çыннисем тепĕр çулхинех лайăх ăнланса илчĕç. Мĕншĕн тесен никама ютран пулăшма чĕнмесĕр хуçалăхри механизаторсем хăватлă техникăпа усă курса хăйсен вăйĕпех вырмана кĕске вăхăтра вĕçлеме пултарчĕç. Çĕнĕ ертỹçĕ мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă. Иртнĕ çул "Марс" хуçалăх "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн патшалăхран уйăракан çăмăллăхлă кредитпа усă курса ку чухнехи ытти техникăна та туянма пултарчĕ: ХТЗ, МТЗ тракторсем, КСД прицеплă комбайн, БДМ дискатор, косилка. _ Тепĕр пысăк ĕçе парăнтарма вăй çитермелле: усă курмасăр выртакан пĕр пусăм çĕр те юлмалла мар, _ тет Мукатдас Сайфутдинов. Сăрьел тата Кивĕ Арланкасси ялĕсем хушшинче темиçе çул акăнмасăр выртнă, çум курăк пусса илнĕ анана иртнĕ çул лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ, курăк акса хăварнă. Мĕн тейĕр? Асăннă лаптăкран пахалăхлă утă пухса кĕртме май килнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика